Район юбилейĕн программипе килĕшỹллĕн авăнăн 6-мĕшĕнче ирпе-ирех туристсем инçе çула тухрĕç.
Маршрут тĕллевĕ пĕрре - "Паттăр йĕрĕпе" проектпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă музейсене çитсе курасси, краеведи кĕтесĕсенче упранакан район историйĕпе, вырăнсенчи паллă çынсемпе, ĕç хастарĕсемпе тĕплĕнрех паллашасси.
Çула тухакансем хушшинче район центрĕнче тĕрлĕрен организаци, учреждени _ МФЦн, каçхи шкулăн, агропромышленноç техникумĕн, районти социаллă хỹтлĕх центрĕн, "Россельхозбанкăн, район администрацийĕĕн централизациленĕ бухгалтерин, культура учрежденийĕсен...._ представителĕсем е ертỹçисем, тивĕçлĕ канăва тухнă уйрăм хастарсем те хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрлех район, республика шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсем те ĕçлерĕç.
Çулçỹрев Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнчен пуçланчĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла никĕсленнĕ район музейĕ экспонатсемпе те, район историйĕпе çыхăннă материалсемпе те пуян. Паян кунта упранакан япаласен тĕп фончĕ 9000 ытла. Вĕсемпе В. Маллина музей директорĕпе Н. Румянцева экскурсовод тĕплĕн паллаштарчĕç.
"Паттăр йĕрĕпе" çула тухнисемшĕн Алманчăри халăх музейĕнче те курмалли, ăса илмелли, тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Çичĕ залта упранакан экспонатсене шыраса тупаканĕ, вĕсене тематика тĕлĕшĕнчен ушкăнласа вырнаçтараканĕ - В. Васильев (йывăр тăпри çăмăл ултăр) учитель-краевед. С. Никитин ял тăрăх пуçлăхĕпе А. Павлова экскурсовод вĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, туристсемшĕн чылай кăсăклă хыпар пĕлтерчĕç. Чăнласах та çак халăх музейĕнче (çак ята 2005 çулта панă) алманчăсен ĕмĕрсем каяллахи историйĕ упранать. Унта ĕç хастарĕсем те, вăрçă паттăрĕсем те пур, Юнашарах хамăр халăхăн культури, йăли-йĕрки, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, юр-вар хатĕрлемелли савăтсем... Урăхла каласан, асатте-асаннесен пурнăç тапхăрĕ çакăнта вырăн тупнă.