Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.10.01 Алманчӑра аслӑ ӑрурисем уявра савӑнчӗҫ

 Октябрӗн 1-мӗшӗ – пур тӗнчери ваттисен кунӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче те уява чыслӑн паллӑ турӗҫ.

 Ял администрацийӗҫине тӑнипе ялта пурӑнакан кашни тивӗҫлӗ канӑва тухни патне ятран йыхрав хучӗҫитрӗ. 10 сехетре Культура ҫуртӗнче ял пуҫлӑхӗ С. Никитин уява уҫса пухӑннисене саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшÿпе ҫураҫу сунчӗ. Культура ҫурчӗн ертÿҫи И. Никитина йӗркеленипе ялти тӗп шкулӑн кӗҫӗн класӗсенче вӗренекен ачасем асатте-асаннесемпе кукаҫи-кукамайсене савӑк юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарчӗҫ.

 Аслӑӑрурисене саламлама Патӑрьел районӗн депутатсен Собранийӗн депутачӗ Г. Петров, Алманчӑ ял тӑрӑхӗн куратӑрӗ, Шӑмӑршӑ лесничествин лесничийӗ Г. Фомин, ялти ветерансемпе инвалидсен Канашӗн ертÿҫи Б. Франзузов хутшӑнчӗҫ. Çавра сӗтел хушшинче кашниех чуна пӑшӑрхантаракан ыйтӑва ҫӗклерӗ: савӑнмаллипе мухтамаллине те, пӗрле татса памаллине те….

 Юлашкинчен уява пухӑннисем тулӑх сӗтел хушшинче ҫакӑн евӗр калаҫса ларма, юрласа-ташласа савӑнма май туса панӑшӑн уява йӗркелекенсене тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика