Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.04.26 «Чăваш чӗлхи кунӗ – вулавăшра»

Апрелӗн 25-мӗшӗнче, чăваш чӗлхи кунӗнче, Патăрьел районӗнчи Алманчă ял библиотекинче Иван Яковлевич Яковлева халаласа ирттернӗ уяв иртрӗ.

Иван Яковлевич Яковлева чăваш нацийӗн ашшӗ теççӗ. Вăл питӗ нумай енлӗ, кăткăс, çав вăхăтрах пӗр пӗтӗм çирӗп сăнар-тӗпчевçӗ, педагог-просветитель, писатель-шухăшлавçă. Вăл асапланнă, йăнăшнă, анчах та хăйӗн халăхне çутта кăларас тесе аллă çул ытла вăйне шеллемесӗр, йывăрлăхсене пăхмасăр ӗçленӗ. Тури тата анатри чăвашсене пӗрлешетерсе малалла аталанма майсем туса панă: Чӗмпӗрте чăваш тата вырăс ачисенчен учительсем хатӗрлекен шкул уçнă, хăй хатӗрленӗ алфавитпа усă курса чăвашла букварь кăларнă. Чăваш халăхӗ Иван Яковлевич Яковлевăн пархатарлă ӗçне тивӗçлипех сума сăвать, унăн ячӗ – кашни чăваш чӗринче.

«Çитӗннӗ вăхăт» кӗнекепе усă курса вулавăш ӗçченӗ Т. Каруева ачасене чăваш халăхне çутта кăлараканӗпе паллаштарчӗ. Кӗнекере Иван Яковлевич Яковлевăн ачалăхне, шкулта вӗреннӗ тапхăра уçса панă.

Мероприяти вăхăтӗнче Иван Яковлевич «Чăваш халăхне панă халалри» тăван чӗлхене халаланă йӗркесене тимлерӗç, Яковлевăн Букварӗнчи халăх сăмахлăхӗпе паллашрӗç, Иван Яковлевичăн ачасем валли çырнă хăш-пӗр калавӗсене («Утăра» кӗнекерен) вуларӗç, каярах «Чĕлхе пĕтсен пĕтет чӑваш, вула кӑштах, шутла, юлташ!» викторина ыйтăвӗсем çине хуравларӗç.

 

Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика