Çак кунсенче, Республика шайĕнче çулсерен иртекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке – 2014-2015» ятпа конкурс иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ: халăхăн вулас туртăмне тата кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстересси.
Патăрьел районĕнчи Алманчă ял вулавăшĕнче конкурса хутшăнса «Литературăллă Чăваш Ен: 2014-2015 çулсен кĕнеки» ятпа курав йĕркеленĕ. Кунта Чăваш кĕнеке издательствинче 2014 тата 2015 çулсенче пичетленсе тухнă кĕнекесем хăйсен вырăнне тупнă. Ку куравпа пысăккисем те, пĕчĕккисем те кăмăлласах паллашаççĕ. Кураври 10 кĕнеке ача-пăча валли çырнă хайлавсем. Калас пулать, кĕнеке тусĕсем вĕсемпе питĕ кăмăллă, вулама интереслĕ, ÿнерçĕсем илемлĕ ÿкерчĕксем кĕртес енĕпе нумай тăрăшнă.
Вулавçăсене кĕнекесемпе тата та çывăхрах паллаштарас тĕллевпе вулавăшра тишкерÿсем, калаçусем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Кĕçĕн ÿсĕмри вулакансемпе «Кĕнеке вăл – тус, юлташ, унпа лайăхрах туслаш» литература сехечĕ иртрĕ. Малтанах ял вулавăшĕн ертÿçи Т.В. Каруева çуллен иртекен конкурс çинчен каласа пачĕ. Конкурса тăратнă ачасем валли çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Вĕсен хушшинче: Д. Суслинăн «Юрăпи» (чăвашсен авалхи хăш-пĕр йăли-йĕрки тата уявĕсем çинчен), М. Юхман «Каждого из них я люблю» (тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун, пулă, хурт-кăпшанкă çинчен), В. Давыдов-Анатрин «Уссен эсĕ кам пулан?» (тĕрлĕрен сăвă), А. Тарсовăн «Чăваш кĕпи» (ыррипе усала уйăрма вĕрентекен калавсем), М. Аран «Çамрăк юланутçă» (ял пурнăçне сăнлакан, тăван çĕре-шыва юратма вĕрентекен калавсем)….
Малалла К. Киргизова, В. Хадарова. А. Мышова, Д. Павлова черетпе Ваçлей Давыдов-Анатри çырнă «Уссен эсĕ кам пулан?» кĕнекери сăвăсене саспа вуларĕç. Кĕнекери «Уссен эсĕ кам пулан?» сăвва вуласа тухнă хыççăн кашниех хăйĕн ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ: кам пулĕ вăл уссен, мĕнле ĕçпе çыхăнтарĕ пурнăçне? Мероприятие хутшăннă ачасем сăвăсене тимлесе итлерĕç, килĕшнине палăртрĕç.
Мероприятие вĕçлесе вулавăш ертÿçи ачасене тав турĕ, малашне те кĕнекепе туслă пулма, ăна упрама каларĕ.