Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.04.03 Елена Иванова (Фомина) сǎвǎçǎн «Чĕре тапать-ха… Чун юрлать!» кĕнеке тишкерĕвĕ

Кунта – ман пурнǎç, чун йыхравĕ,

      Кунта – чупса иртнĕ кун- çул.

 Кунта – Атте-Анне сǎнарĕ,

Кунта – юратупа куççуль.

 

Телейлĕ те хитре ачалǎх,

 Çунатлǎ ĕмĕт, туйǎмсем…

 Тǎрса юлаççĕ асǎнмалǎх –

     Вилмест пулсассǎн кĕнекем.

                                                   Иванова Елена (Фомина)

 

 

   Элĕк районне кĕрекен Чǎваш Сурǎм ялĕнче вырнаçнǎ  ял библиотекинче Елена Фомина сǎвǎçǎн «Чĕре тапать-ха… Чун юрлать!» кĕнеке тишкерĕвĕ иртрĕ. Кĕнеке авторĕ Елена Фомина Тǎвай районне кĕрекен Нÿшкасси ялĕнче пурǎнать. Унǎн пĕрремĕш  кĕнеки «Кǎмǎлǎма ятǎм ирĕке» ятпа пичетленчĕ. Кĕнеке питĕ хитре,  тарǎн шухǎшлǎ сǎвǎсемпе пуян. Пирĕн вулакансем кĕнекене питĕ  килĕштерчĕç.

    Анчахрах пире кĕнеке авторĕ хǎйĕн иккĕмĕш кĕнекине парнелерĕ. Кĕнеке илемлĕ хуплашкаллǎ, чылаях хулǎн. «Чĕре тапать-ха… Чун юрлать!» кĕнекене эпир вулакансемпе тимлесех вуласа тухрǎмǎр. Кĕнекене вуланǎ май тĕрлĕ шухǎш çуралать: лайǎххи те, тĕлĕнмелли те, ǎнланмалла марри те, кÿренмелли те…

    Елена Андреевна сǎвǎç çывǎх çынсене сум туса, вĕсене çуралнǎ кунĕсемпе сǎвǎлласа саламлать.Унǎн сǎввисем илемлĕ, тарǎн шухǎшлǎ, чун-чĕрене савǎнтаракан сǎвǎсем чылай.. Ǎшǎ кǎмǎл çуратакан сǎвǎсене вулас та вулас килет. Автор вĕсене васкамасǎр, чĕре витĕр кǎларса, кашни сǎмаха, сǎвǎ йĕркине, шухǎшне шĕкĕлчесе çырнǎ, поэзин тĕп тытǎмне пǎхǎнса калǎпланǎ.

    Вулакансем тишкерÿ вǎхǎтĕнче Елена Андреевна сǎвǎçпа  кĕсъе телефонĕпе усǎ курса уçǎ калаçу ирттерчĕç. Ку пире питĕ савǎнтарчĕ. Пурте   кĕнеке авторĕнчен хǎйсене кǎсǎклантаракан  ыйтусем çине хурав илме пултарчĕç,  кĕнекене хак панǎ май, кирлĕ сĕнÿсемпе паллаштарчĕç.

Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика