Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2016.04.27 Кĕнеке тишкерĕвĕ ял библиотекинче

Чǎваш Сурǎм ял библиотекинче Елена Андреевна Иванова (Фомина) çырнǎ «Кǎмǎлǎма ятǎм ирĕке…» кĕнеке тишкерĕвĕ иртрĕ.   «Кǎмǎлǎма ятǎм ирĕке…» кĕнеке  «Литературǎллǎ Чǎваш Ен: 2014 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурсра хутшǎнать.

   Е. А. Фомина 1951 çулхи августǎн 3-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Савкка ялĕнче çуралнǎ, ашшĕсĕр ÿснĕ. Янкǎлчри вǎтам  шкулта вĕреннĕ. Чиперех ĕлкĕрсе пынǎ. Шǎпах шкулта вĕреннĕ çулсенче пирвайхи сǎвǎсем çырнǎ.  Пĕчĕклех илем енне туртǎнни уншǎн пĕлтерĕшсĕр пулман. Хĕрача çав тери ÿкерме юратнǎ. Тǎван çĕр-шыв, вǎрманĕ, уй-хирĕ, çуралнǎ ялĕ - лǎпкаса, ачашласа, ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ пулас çыравçǎна.

     Унǎн сǎввисенче çынна ĕмĕрĕпех канǎç паман, вĕçĕм шухǎшлаттаракан ыйтусемпе темǎсем, пурнǎç философийĕ. Пахчара çум çумлать-и е вǎрмана çырла-кǎмпана çÿрет-и  - поэт куçĕ тĕнче илемне асǎрхатех, хǎй курнǎ илеме вулакан патне çитерме тǎрǎшать.

     Вулакана унǎн кашни сǎвви шухǎша ярать, йĕри-таврари илеме курма май парать. Унǎн тǎван яла, çĕр-шыва халалласа çырнǎ сǎввисем пур те çуралнǎ яла илсе çитереççĕ: «Тǎван кĕтес, тǎван тавралǎх», «Çитсе куртǎм тǎван çĕре»,  «Тǎван ял», «Юратнǎ ялǎм»,  «Тǎван çĕр-шывǎм», «Тǎван яла аса илсе» сǎввисем.

   Елена Андреевна  ытларах çут çанталǎк, тавралǎх çинчен çырать. «Шǎнкǎрч вĕлли», «Кĕркунне», «Пĕлĕтсем», «Эль кÿлли», «Сивĕ çумǎр», «Çулçǎсем», «Тǎм тивнĕ чечексем» сǎввисенче  вǎл çутçанталǎкпа калаçнǎ пекех туйǎнать.

   Унǎн  Ĕç çыннине халалланǎ сǎвǎсем те нумай. Акǎ вĕсенчен пĕринче вǎл çапла çырать:

                       Мĕнпе пуян-ши эс? Ĕçпе пуян.

                       Ир пуçласа каçчен, пилĕк аватǎн.

                       Хул-çурǎм сурнине пǎхмасǎрах,

                       Килтен ĕçе, ĕçрен киле васкатǎн.

  Пирĕн вулакансем  Елена Андреевна Фомина çырнǎ «Кǎмǎлǎма ятǎм ирĕке…»  кĕнекине юратса вулаççĕ.  Кунта  тǎвансене, аннене,  ветерансене, çуралнǎ кунпа саламланǎ сǎвǎсем нумай.  

 

Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика