Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2016.04.21 Кружока çÿрекенсем черетлĕ тĕлпулǎва пухǎнчĕç

Ялти библиотекǎна кĕнеке илме кǎна мар, чуна кантарма та пыраççĕ çынсем. Библиотекǎра чуна уçса калаçнисĕр пуçне пурнǎçра кирлĕ нумай япалана вĕренме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пулать. Чǎваш Сурǎм ял библиотеки çумĕнче йĕркеленнĕ «Ǎстапи» кружока çÿрекенсем тǎтǎшах пĕр-пĕринпе тĕлпулусем ирттереççĕ, тĕрлĕ пусмаран хитре япаласем çĕлеççĕ, çыхаççĕ, вĕтĕ шǎрçапа тĕрлеççĕ.

      Нумаях пулмасть кружока çÿрекенсем черетлĕ тĕлпулǎва пухǎнчĕç. Тĕлпулǎва   пурте хитрелетсе çыхнǎ  салфеткǎсем, тĕрлĕ  композицисем  илсе килчĕç.

      Ĕçĕсем пурте чуна илĕртеççĕ. Çак илеме куçпа курмасǎр сǎнласа пама  май çук. Тĕлĕнмелле хитре япаласем тума пултараççĕ иккен хĕрарǎмǎн черчен те ачаш  аллисем!

Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика