Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2016.04.20 «Сумлǎ шухǎш, янǎравлǎ чĕлхе» кĕнеке куравĕ

Тǎван чĕлхе – анне чĕлхи, тǎван чĕлхе – чи пуянни. Çĕр çинче 6 пине яхǎн чĕлхе теççĕ.  Кашни халǎхǎн чĕлхи хǎйне евĕрлĕ тата вǎл наци уйрǎмлǎхĕпе палǎрать. Чǎвашсен те мĕн авалах хǎйсен чĕлхи пулнǎ, паянхи  кун та упранса юлнǎ. Кашни халǎх хǎйĕн чĕлхине юратать. Пирĕн тǎван чĕлхе – Чǎваш чĕлхи.

     Апрелĕн 25-мĕшĕ – Чǎваш чĕлхи кунĕ. Иван Яковлевича халалласа ирттерекен уява Чǎваш Сурǎм ял библиотеки те кашни çул хутшǎнать: кĕнеке куравĕсем, калаçу сехечĕсем йĕркелет.

    «Сумлǎ шухǎш, янǎравлǎ чĕлхе» кĕнеке куравĕ  вулакансене чǎваш чĕлхи словарĕсемпе, тǎван чĕлхе пĕлтерĕшне ÿстерессишĕн тата ǎна халǎх хушшинче сарассишĕн тǎрǎшакан чĕлхеçĕсемпе, литераторсемпе паллаштарать. Кунта чǎваш чĕлхин сǎмах пуянлǎхĕ, чǎваш чĕлхин çĕнĕ йышши сǎмах кĕнекисем.  

   Чǎваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янǎравлǎ та çепĕç, паха та асамлǎ. Вǎл яланах ирĕклĕн янǎратǎр.

Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика