ĂС-ХАКĂЛ ВĂЙĔПЕ ТАТА СЫВĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИПЕ - ЫРЛĂХ-ТЕЛЕЙ ПАТНЕ
Хисеплĕ депутатсем, хаклă ентешĕмĕрсем!
10 çул эпĕ çак трибуна çине тухса, иртсе кайнă çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе тата малашлăх планĕсене палăртнипе пĕрлех депутатсене, вĕсене çеç мар, пĕтĕм халăха, мана, республикăна ертсе пыракан çынна, ытларах мĕн шухăшлаттарни тата пăшăрхантарни çинчен пĕлтеретĕп. Паян эпĕ çирĕппĕн калама пултаратăп: Чăваш Ен Раççейри теорипе практикăна пăхмасăр, çак çăмăл мар çĕнйĕркелỹ çулĕсенче йывăрлăхсене чăтса ирттерме кăна мар, социаллă пурнăçпа экономикăна нефть долларĕсемпе ытти чĕр тавар ресурсĕсемсĕрех, оффшорсем йĕркелемесĕрех аталанма пултарнине кăтартса пачĕ.
1994 çулхи кăрлач уйăхĕнче должноçа ларнă вăхăтра Чăваш Ен халăхне пĕрремĕш хут чĕнсе каланинче эпĕ республикăра пурăнакан граждансен наципе партилĕхне пăхмасăр, республикăпа обществăри арканса пыракан процессене чарса лартассишĕн çеç мар, аталану çулĕ çине тăрассишĕн вăйсене пĕр çĕре пухма ĕмĕтленни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çуллен-çул эпĕ шанни тата ĕненни, эпир йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса тума пултарнă çитĕнỹсен никĕсĕ çинче çирĕпленсе пычĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрленĕ май эпĕ иккĕмĕш çул республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлетĕп. Çынсем Президент, Патшалăх Канашĕ, Министрсен Кабинечĕ, районсемпе хуласен хăй тытăмлăх органĕсем тĕп вăйсемпе малашне ытларах хăш енĕпе усă курмалли çинчен çыраççĕ. Кăçал та пĕлтĕрхи пекех хуласемпе ялсенче пурăнакан çĕршер çын хăйĕн шухăшне каларĕ. Шухăшне уçнă, сĕнỹ панă, критикленĕ е кăмăлсăр пулнине пĕлтернĕ, çакă та власть тытăмĕшĕн усăллă, çынсене пурне те тав сăмахĕ калатăп. Тимсĕр пулманшăн, хута кĕме, пăшăрханма кăмăл тунăшăн тата май тупнăшăн тавтапуç. Хăйсен пĕчĕк тата пысăк Çĕршывĕнче пулакан çĕнĕлĕхсемшĕн çунакансене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет!
Эпир кризисран тухмалли планпа мар, вунă çула йышăннă республикăн стратегилле аталанăвĕн планĕпе ĕçлетпĕр. Çавăнпа та эпĕ Чăваш Енĕн 2010 çулчченхи Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи çинче чарăнса тăмастăп. Ăна тĕплĕн шутласа хатĕрленĕ, сăлтавланă тата сỹтсе-явнă хыççăн пĕлтĕр Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем саккун пек йышăнчĕç. Паян вара экономикăпа социаллă сферăна аталантарас енĕпе йышăннă малашлăхлă тĕллевсене пысăк пахалăхпа пурнăçламалла çеç. Çавăн пекех, эпĕ нумайах пулмасть ял хуçалăх производствин тухăçне ỹстерес тата халăха ĕçпе тивĕçтерес, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне ỹстерес, çамрăксене, çемьесене, сывă пурнăç йĕркине явăçтарма пулăшас енĕпе йышăннă указсене çанă тавăрса пурнăçласа пымалла. Хăшĕ-пĕрисем çав ыйтусем тĕлĕшпе тунă йышăнусен пĕлтерĕшне ăнланса илмесĕрех усăсăр ĕç тума пăхаççĕ.. Тавракурăмсăр çынсем пирки сăмах пырать пулсан юрĕччĕ. Анчах та эпир çакăн пек тĕслĕх асăрхарăмăр: иртнĕ çул республика бюджетĕнчен вак бизнеса кредит тата лизинг валли паракан банксен процент ставкисене саплаштарма уйăрнă укçа-тенкĕн 40 проценчĕпе кăна усă курнă. Çакăн пек ĕçе, çав шутра районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ĕç-хĕлне, питĕ япăх хак паратăп! Предпринимательсене çăмăллăхпа паракан укçа-тенкĕне уйăрма ыйтса çырнă пĕр заявка, пĕр проект тăратман районсем пур. Çав пуçлăхсем район экономикине, ĕç вырăнĕсене мĕнле йĕркелесшĕн-ши, специалистсене мĕнле явăçтарасшăн-ши?
Эпир çултан-çул хамăр ума тата та пысăкрах тĕллевсем лартса, вĕсене пурнăçласа пынă вăхăтра çакăнпа килĕшсе тăма пултараймастпăр.
Нумаях пулмасть сиртен чылайăшĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Енĕн 2003 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне пулчĕ. Паян, тĕрĕссипе каласан, çав кăтартусене 2002 çулхи кăтартусемпе танлаштарса тишкернĕ, экономикăпа социаллă пурнăçăн пĕтĕм отраслĕсене илсе 2004 çулхи малашлăхлă тĕллевсемпе конкретлă задачăсене палăртса хатĕрленĕ брошюра майлă отчет валеçсе панă. Эпĕ иртнĕ çулăн хăш-пĕр кăтартăвĕсем çинче кăна чарăнса тăрасшăн.
Раççей Федерацийĕнчи вăтам кăтартусемпе танлаштарса пăхсан, республикăра пурăнакансен тупăшĕпе ĕç укçийĕн, промышленность производствин калăпăшĕн, ваккăн тăвакан суту-илỹ çаврăнăшĕн, тĕп капитала хывакан инвестицин, çакна Раççей Президенчĕ В.В.Путин уйрăмах палăртрĕ, ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕ пысăк.
Промышленность производствин калăпăшĕн индексĕ 108,1 процентпа /Раççейринчен пысăкрах/ танлашнă, ĕç тухăçлăхĕ 11,7 процент ỹснĕ, тăкаклă ĕçлекен организацисен шучĕ 2 процент чакнă. Анчах та вăрман, йывăçран япаласем хатĕрлекен тата целлюлозăпа хут, çăнăх-кĕрпе тата комбикорм промышленноçĕсен ертỹçисем питĕ япăх ĕçленине пирĕн йышăнмалла.
Çанталăк условийĕсем ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç пулин те ял хуçалăх таварне туса илессин калăпăшĕ 101,1 процентпа танлашрĕ. Атăлçи федераци округĕнчи 15 субъект хушшинче Чăваш Республики 2003 çулта çĕр улми, тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсен тухăçлăхĕпе тăваттăмĕш, аш-какай туса илессине ỹстернипе иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Паян эпир яла питĕ нумай пулăшу паратпăр. Хăш-пĕр çырусенче хулара пурăнакансем хăйсем е вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ялтан тухнине манса, çакăнпа кăмăлсăр пулнине çырса пĕлтереççĕ. Яла пулăшни тĕрĕс пулнине шанатăп. Малтанах истори йăнăшне тỹрлететпĕр: хресченсем вуншар çул ĕç укçисĕр, пенсисĕр, паспортсăр тата правасăр, тĕлĕнсе каймалла пысăк налук хунипе пурăннă. Иккĕмĕшĕнчен, республикăри халăхăн 40 проценчĕ яхăн ялта пурăнать. Çавăнпа та ялти обществăлла инфраструктурăна çĕнетме, урăхла каласан - ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, иртнĕ çул кăна 2 миллиард тенкĕ ытла хывнă. Çакă 2002 çултинчен 2 хут нумайрах. Социаллă пысăк проектсене пурнăçланă: çемье медицинине аталантарас енĕпе /пĕтĕмĕшле врач практикин тепĕр 100 офисне хута янă/, шкулсем валли тата 82 автобус туяннă, чăваш шкулĕсене компьютерсемпе тивĕçтересси Раççейри вăтам кăтартуран икĕ хут пысăкрах, 33 тĕслĕх библиотеки уçнă. Газ пайлакан сетьсем тăвасси 260 процент ỹснĕ! Совет саманинче нихăçан та çакăн пек кăтартусем тăвайман. Ку таранччен çутçанталăк газĕ пулман Чăваш Енри пĕртен-пĕр Елчĕк районĕнчи газ кĕртмен юлашки яла кăçал Республика кунне уявланă тĕле газ çитĕ! Агропромышленность комплексĕ патшалăхран 402 миллион тенкĕлĕх тỹрремĕн патшалăх пулăшăвĕ илнĕ, çакă 2002 çултинчен 1,8 хут нумайрах, миллиард тенкĕ ытла /1127,4 миллион/ çăмăллăхпа паракан кредит ресурсĕ явăçтарнă, çакă малтанхи çултинчен 1,6 хут нумайрах. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха пулăшма иртнĕ çул республика бюджетĕнчен миллиард тенкĕ ытла /1004,4 миллион тенкĕ/, сахал укçа-тенкĕ илекен çынсене пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлеме çур миллиард тенкĕне яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республики хăйĕн историйĕнче пĕрремĕш хут 2003 çулта хаклă хутсен биржин рынокне тухнине - пирĕн финанспа экономика политикин çитĕнĕвĕ тесе шутламалла. Раççейре Чăваш Енĕн хаклă хучĕсене Мускав, Иркутск е ытти пуян облаçсен хаклă хучĕсенчен ытларах шанаççĕ. Республикăна хăйĕн историйĕнче пĕрремĕш хут ертсе пырас ĕçĕн, финанс уççăмлăхĕн пысăк пахалăхне, çавăн пекех нумай çулсем хушши пысăк тата пĕр тикĕс экономика ỹсĕмне кăтартакан кредит рейтингĕ панă. Чăваш Енре пурăнакансен укçа-тенкĕ тупăшĕ 15,4 процент ỹснĕ /Раççей Федерацийĕнче - 14,5 процент/. Халăх ытларах тавар туянма тытăннă. Тавар ваккăн сутасси 12,7 процент, халăха пулăшу ĕçĕсем парасси 4,4 процент ỹснĕ. Халăх тавар туяннин кăтартăвĕсемпе Чăваш Республики Мари Эл, Мордва, Удмурт республикисенчен, Пенза тата Киров облаçĕсенчен иртсе кайнă /совет влаçĕ вăхăтĕнче пĕр çул та Чăваш Ен çак регионсемпе танлашайман/. Эпĕ Раççей патшалăхĕн пуçлăхĕ - çĕршыв Президенчĕ Раççей журналисчĕсене каланă сăмахсене асилесшĕн: "Чи кирли, чи кăтартулли Чăваш Енре Раççейри нумай регионпа танлаштарсан нефть, газ, металл çук. Апла пулин те кунта аталану лайăх пырать. Çĕршыври вăтам аталануран та лайăхрах тенĕ пулăттăм. Ĕçе тĕрĕс йĕркеленине тата ăс-тăн пуянлăхне явăçтарнине пула. Çакă, ытларах чухне, ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен килет тесе шутлатăп. Çакăнтан тĕслĕх илмелле". Раççей Президенчĕ пирĕн ĕç-хĕле, çĕнĕ Чăваш Енĕн Раççейри ку чухнехи вырăнне çакăн пек хак пачĕ. ЮНЕСКО ертсе пынипе тата Раççей Федерацийĕн Правительстви пулăшнипе Чăваш Республикинче Хăвăрт утас енĕпе ирттернĕ Европа Кубокне Европăри Çăмăл атлетика ассоциацийĕ пĕлтĕр Европăри чи нумай куракан пухăннă ăмăрту тесе йышăннă. Çавăнпа та 2008 çулта Чăваш Енре Тĕнче кубокне ирттересси çинчен йышăнăва та ним иккĕленсе тăмасăр тата васкавлăн, 2006 çулта Испанире Тĕнче кубокне ирттересси çинчен тунă йышăнупа пĕрле йышăннă. Çакă - ку чухнехи Чăваш Енĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне тата авторитетне йышăннин. Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан халăхсем çапла калаççĕ: çын хăть те мĕнле пуян пулсан та енчен те чун хавалĕпе вăйлă пулмасан - пĕтет. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ тума пулать - ĕçе пĕлсе йĕркелени кăна мар, çакна Владимир Владимирович Путин тĕрĕс палăртрĕ, çакăнта ларакансен, манăн пиншер ентешĕн чун хăвачĕ пире çитĕнỹсемпе Раççей шайĕнчен çỹлĕрех çĕкленме май пачĕ.
* * *
Хам указпа эпĕ 2003 çул Чăваш Республикинче Çемье çулталăкĕ пулни çинчен пĕлтертĕм. Çемье çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăмастăп. Раштав уйăхĕнче çак темăпа республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ, тулли материал Чăваш Республикин Президенчĕн сайчĕ çинче пур. Анчах та палăртасшăн - нумай енлĕ ĕç туса ирттернĕ. Пирĕн политикăн тĕп кăтартăвĕ вăл - анчах çуралнă ачасен шучĕ юлашки çулсенче ỹссе пыни. Амăшĕсемпе тин çеç çуралнă ачасем вăхăтсăр вилни Чăваш Ен историйĕнче ку таранччен пулман кăтарту таран чакрĕ. Пĕтĕм Раççей Федерацийĕшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ. Çак кăтартусемпе республика Европа шайне тухрĕ. Пĕлтĕр çĕнĕрен регистрациленĕ çемьесен йышĕ 9 процент ỹсрĕ, уйрăлакан çемьесен йышĕ вара 3 процент чакрĕ. Чăваш Енре çынсем вăтамран Раççейри пĕтĕмĕшле кăтартупа танлаштарсан 1,2 çул ытларах пурăнаççĕ. Çак цифрăсемпе тĕслĕхсенче - эпир наципе çемье сывлăхĕшĕн тăрăшнин кăтартăвĕсем те, вĕсене хак пани пĕр çĕре чăмăртаннă. Харпăр хăй çуртне, хваттерне тума, çемье вучахне амалантарма пулăшакан ипотека меслечĕпе Çемье çулталăкĕнче усă курнă 1000 ытла çемье чăннипех ку чухнехи пурнăçпа пурăнакан çемье пуласса шанас килет. Бюджетран ачаллă çамрăк çемьесене субсиди пама тата процент ставкисене саплаштарма уйăрнă 100 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ килĕштерсе пурăнакан çемье çавăрма çеç мар, пурнăç çине потребитель куçĕпе пăхакан çын çитĕнтерме мар, хăйĕн вăй-хăватне шаннин никĕсĕ çинче пултаракан, аталанушăн çунакан граждансем йĕркелес енĕпе тăвакан пысăк та пархатарлă ĕçĕн пуçламăшĕ. 2003 çулхи кăтартусем тăрăх, социаллă япăх лару-тăрура пурăнакан çынсен шучĕ республикăра 13,7 процент чакнă. Анчах эпир лăпланса ларма пултараймастпăр. Çул çитмен ачасем тăвакан преступность чакманни, тулли мар çемьесене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çителĕклĕ шайра пулманни, ашшĕ-амăшĕн ĕçсĕрлĕхĕ, вĕсем эрех-сăрапа е наркотик хатĕрĕсемпе туслашни, килте, ытларах чухне, хĕрарăмсемпе ачасене пусмăрлани - пирĕншĕн çав-çавах çивĕч ыйтусем пулса юлаççĕ. Республикăра Çемье çулталăкĕнче 2004-2006 çулсем валли йышăннă "Çемье" тата "Чăваш Ен ачисем" тĕллевлĕ программăсем конкретлă ыйтусене татса пама пулăшĕç. Вĕсенче ачасемпе çемьесем тĕлĕшпе йĕркелỹ, экономика тата социаллă тĕллевлĕ мерăсене пурнăçлама палăртнă. Çак куллен сиксе тухакан ыйтусемпе президент почтине нумай çыру тата сĕнỹ килчĕ. Пĕлтĕрхи Çырура илсе кăтартнă "Çирĕп çемье - вăйлă Чăваш Ен" девиза, пĕтĕмĕшле илсен, общество йышăнчĕ. Çакă вара общество, çынсем хăйсем пĕтĕм шайри власть органĕсене активлă пулăшса пынине пĕлтерет пулĕ тетĕп.
* * *
Çемье çулталăкĕн шухăшĕпе политикине малалла аталантарас тата çĕнĕ шухăшсемпе çитĕнекен ăру çине инвестици хывас, çамрăксем тата çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарассине вăйлатас тĕллевпе эпир 2004 çул Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ пулнине пĕлтертĕмĕр. Çак Çулталăка ирттернĕ тапхăрта çыннăн ăс-хакăлпа этеплĕх хаклăхне сарас, сывă пурнăç йĕркин илĕртỹлĕхĕпе эталонне йĕркелес енĕпе тăвакан ĕçе вăйлатма тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсем пĕрле килĕштерсе ĕçлес енĕпе хатĕрленĕ пĕрлехи стратегие пурнăçламалла. Çак указ çамрăксен ыйтăвĕсене татса парас, вĕсенче гражданлăх, этеплĕх тата профессионализм туйăмĕсене аталантарма пулăшакан условисем туса парас тĕлĕшпе пĕтĕм тытăмри ертỹçĕсен, вĕсен кăна мар, уйрăмах палăртса каласшăн, пĕтĕм шайри патшалăх власть органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, МИХ-сен яваплăхне ỹстермелле. Çавăн пекех çак указ урлă эпĕ çамрăксем, хăйсен тата общество задачисене татса панă чухне, çавăн пекех килĕнче, картишĕнче, тăван ялĕнче кăтартакан хăй тĕллĕнлĕхĕпе социаллă яваплăхне палăрмаллах хавхалантарасшăн. Мĕншĕн-ха эпир çамрăксемшĕн уйрăмах тăрăшма кирли çинчен калаçатпăр? Çак ыйтусене татса парас тĕлĕшпе ахаль те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр - шкул тата профессилле вĕрентĕве çĕнетес ыйтусене татса паратпăр, кашни çулах президентăн 1000 стипендине уйăратпăр, çамрăксен пуçарулăхне аталантаратпăр тата общество организацийĕсене йĕркелеме пулăшатпăр, кашни çулах правительство пулăшнипе "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриотизм вăййисем ирттеретпĕр, хастар çамрăксене пĕтĕм тĕнчери "Артек" тата "Орленок" лагерьсене яратпăр. Çуллахи кану лагерĕсенче канакан ачасен йышĕ çуллен ỹссе пырать, специалистсене тĕллевлĕ хатĕрлев витĕр кăларатпăр тата çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтаратпăр, пурăнмалли çурт-йĕр тума субсидисем уйăратпăр, Çамрăксен патшалăх премине парас енĕпе конкурс та ирттеретпĕр! Хăш-пĕр авторсем ỹпкелешсе çакăн пек çыраççĕ: юлашки çулсенче патшалăх çамрăксемшĕн ахаль те сахал мар турĕ, халĕ патшалăх енчен чăннипех тимлĕх кирлĕ ветерансемпе ватă çынсене ытларах пулăшмалла! Ветерансемшĕн те Чăваш Енре сахал мар тăрăшатпăр, çак тĕлĕшпе нумай цифра илсе кăтартма пулать. Асилтерем, иртнĕ çул федерацин социаллă министерствин Шупашкарта ирттернĕ ятарлă коллегине тата Пĕтĕм Раççейри канашлăва Раççейри пур регионсенчен килнĕ представительсем хутшăнчĕç, пирĕн республикăри социаллă пулăшу опычĕпе паллашрĕç, унта Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн икĕ çумĕ хутшăнчĕ. Пирĕн патăмăрта ветерансен 73 çуртĕнчен тĕлĕнмелле лайăх тытăм туса хунă. Вĕсем ветерансемпе пĕччен çынсен пурнăçне тăсма пулăшаççĕ. Унта пурăнакансем чăннипех ытларах пурăнаççĕ. Çавăнпа та вăл çуртсен ĕç-хĕлĕпе федераци Правительстви, Раççей Президенчĕ, ытти регионсем интересленеççĕ. 221 яла асфальтлă çулпа çыхăнтарса эпир вĕсенче автобус маршручĕ уçрăмăр, çавна пула ватă çынсене сывлăх сыхлав учрежденийĕсене вăхăтра илсе çитерес ыйтăва кăна мар, аякри ялсене аталанма пулăшрăмăр, унта пурăнакан ачасемпе аслă çулсенчи çынсен пурнăçĕпе шухăшлав культурине ỹстерме условисем туса патăмăр. Халăхра çапла калаççĕ: "Ăçта лайăх ватă çынсем çук, унта лайăх çамрăксем çук". Çавăнпа та пирĕн ватăсемшĕн те, çамрăксемшĕн те пĕр тан тăрăшмалла. Çакă патшалăхпа общество хăрушсăрлăхне, çавăн пекех ватлăха тивĕçтерекен тĕп тĕслĕх пулса тăрать. Шел пулин те, мерăсем йышăннине пăхмасăрах, çамрăксем хушшинче киревсĕр пулăмсем те сахал мар-ха. Пĕтĕмĕшле тата малтан палăртакан чирсемпе чирлекенсен шучĕ чакса пынипе пĕрлех, наркотиксемпе усă куракансен, алкогольпе туслисен, пирус туртакансен шучĕ ỹсет. Сывă, пĕлỹ илнĕ, ăс-хакăл енчен пуян çамрăк - Чăваш Ен çитĕнĕвĕ. Çак идеологи республикăра патшалăх политикин никĕсĕ пулса тăрать. Сывă пурнăç йĕркине хăватлăн халăхра сарса, тытса пырсан киревсĕр пулăмсене пĕтерме пултаратпăр.
* * *
"Сывă ỹт-пỹре - сывă ăс-хакăл" девиз çынсен тĕнчекурăмне улăштаратчĕ. Çын хăйĕн ỹт-пĕвĕ çинчен кăна тăрăшни ăна пур чухне те ăс-хакăл енчен çирĕплĕх памастчĕ, çемьери ырлăх патне илсе пымастчĕ. Çавăнпа та эпĕ çакăн çинче уйрăмах чарăнса тăрасшăн: сывă пурнăç йĕрки, чи малтанах, ăс-хакăлпа этеплĕх енчен сывă пулнине, çыншăн чăннипех хаклă - Ырă тата Хитре, Пĕлỹ тата Шанчăк ăнлавсем патне туртăннине ăнланмалла. Видео- тата телевидени тĕнчи, тĕрлĕ хаçат-журналпа кĕнеке пасарĕн хаяр витĕмĕпе ỹсекен ачаран ырă кăмăл-туйăмлă, пысăк этеплĕхлĕ чăн-чăн çын тăвасси чи çивĕч ыйту пулса тăрать. Çак ыйтăва "пĕр хутчен прививкă" тунипе татса пама çук! Ачана мĕн пĕчĕкрен пĕчĕк çĕршывăн историне хăнăхтармалла, унра малтан пĕлỹ патне туртăнма пулăшакан туйăм, кайран - юрату, унтан - хальхипе малашлăхшăн шухăшлама пулăшакан яваплăх туйăмĕ çуратмалла! Ача çуралнă вырăн историйĕ тата унпа çыхăннă паллă пулăмсем çынра, уйрăмах ачара, нимĕнпе те танлаштарма çук пысăк туйăм çуратаççĕ. Енчен те çав проекта кабинетсенче мар, чăннипех çак ĕçсем пулса иртнĕ вырăнсенче пурнăçласан, вăл проектăн çитĕнĕвĕ калама çук пысăк пулмалла, вăл ачан ăс-тăнĕпе шухăшĕсене пăлхатмалла. Çав вăхăтрах çынна тăван тавралăх тасалăхĕпе илемĕн никĕсĕ çинче воспитани памалла. Тĕслĕхрен, сĕнтĕрвăррисем хăйсене каяшсемпе тата çум курăкĕсемпе хупласа хурса, Атăла курма пăрахнине сисмерĕç. Пирĕн вĕсен территорине тасатма тата Атăл шывĕн çыранĕ хĕррине çул уçма тиврĕ. Анчах та çавăн хыççăн, хăйсем, вырăнти влаçсем, çак енĕпе урăх пĕр ĕç те тумарĕç. Çакăн пек тĕслĕхсем Элĕк районĕнче, тата ытти хăш-пĕр районсемпе хуласенче те чылай. Тăван вырăнсене пысăк хăвăртлăхпа тирпей-илем кĕртекен лайăх тĕслĕхсем илсе кăтартма кăмăллă. Çавна пула районсемпе хуласен, ялсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ ỹсет. Акă, Шăмăршă, Елчĕк районĕсене илер, Етĕрне, Муркаш, Вăрнар районĕсем пирки вара калама та кирлĕ мар. Мĕнрен килет-ха çакă? Чи малтанах чăн пуçлăх пурринчен тата вăл кулленхи ыйтусене татса парас енĕпе ĕçе мĕнле йĕркеленинчен. Унта тасамарлăхпа кĕрешни те, урамсене тирпей-илем кĕртни те, çулсемпе картасене юсани те - пурте кĕрет. Çамрăксене мĕн пĕчĕкрен Раççей тата Чăваш çĕрĕн сăваплă вырăнĕсене юратма хăнăхтарнин витĕмĕ пысăк тесе шутлатăп. Чăваш Енре çакна тума президентăн "Шкул автобусĕ" программи пулăшмалла. Вăл пирĕн шкул ачисене хушма майсем туса памалла. Воспитани паракан нимĕнле институт та хăйĕн пахалăхĕпе тата вăрах вăхăта пыраслăхĕпе çемьепе танлашаймасть! Кунта çын чи малтан пурнăç опычĕ илет, пĕрремĕш сăнавсем тăвать тата тĕрлĕ лару-тăрура хăйне тыткалма вĕренет. Эпир хамăр ачасене, çамрăксене мĕне вĕрентнине тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле. Вĕсем аслисен теорипе практика, сăмахпа ĕçĕ пĕр килсе пурнăçланнине курччăр. Нумайăшĕ паян çамрăка ăс-хакăлпа культура, чун туртăмĕ çуккишĕн кăна мар, вăл "çăмăл" укçа ĕçлесе илесшĕн пулнишĕн, ĕç, вĕренỹ патне туртăнманшăн, яваплăх çуккишĕн вăрçать. Анчах та çакăншăн аслă ăру та айăплă пулнине пирĕн йышăнмалла. Çемьере ăшă кăмăллăх пур-и-ха? Çемье хăй патне туртать-и? Унта мĕнле лару-тăру хуçаланать? Ача чухнехи хăнăху вара унра мĕн виличченех упранать. Ĕçе хăнăхни пирки те çавнах калас пулать. Çын ĕçе хăнăхса, пĕлỹ патне туртăнса ỹснĕ, яланах хăйĕн пĕлĕвне ỹстерсе пырать - ĕç ăна хавас кăмăл-туйăм та ырлăх парнелет. Тулли кăмăл çăл куçĕ - çыннăн ăсĕнче пулмалла. Наян, ĕçрен пăрăнса çỹрекен, пĕлỹ патне туртăнман çынран телейсĕртерех çын çук та пулĕ. Çамрăк чухне лайăххине илме хăнăхни - мĕн ĕмĕрĕпех çыннăн пурнăçне пуянлатать, япăххине хăнăхни - ăна чăрмантарса, ура хурса пырать. Çитĕннĕ çын характерĕн уйрăмлăхĕсем, унăн кăмăл-туйăмĕпе этеплĕх енĕсем, ытларах чухне, вăл мĕнле вăйăсем выляса, мĕнле юмахсем итлесе, мĕнле теттесем юратса, мĕнле кĕнеке вуласа, мĕнле мультфильмсемпе фильмсем курса ỹснинчен килет. Мĕншĕн тесен вĕсенче çырса кăтартни, геройсен тĕллевĕсем, вĕсем хăйсене тыткалани - ачана çын евĕр йĕркеленсе çитме пулăшаççĕ! Çакна кашни ашшĕ-амăшĕнех, кашни педагогăнах шута илмелле. Пурнăç йывăрлăхĕсемпе чăрмавĕсене тивĕçлĕ çĕнтерес тесен шанма, ĕмĕтленме тата чăтма, каçарма тата юратма вĕренмелле. Чылай-и пирĕн хушăмăрта ачасене çак чăнлăха паракан ашшĕсемпе амăшĕсем е учительсем? Хамăра пуриншĕн те паллă ыйтăва парар-ха: республикăран аякра пурăнакан специалистсем Чăваш Енри театрсене, музейсене, картина галерейисене, пĕтĕм тĕнчери оперăпа балет фестивалĕсене лайăх пĕлеççĕ. Енчен те урамра е шкулта, аслă шкулта пирĕн çамрăксенчен, вĕсенчен кăна мар, аслисенчен - воспитательсенчен хăйсенчен, пирĕн патăмăрта тĕнчипе паллă мĕнле художникăн ĕçĕ пур, театрсенче мĕнле спектакльсем пыраççĕ тесе ыйтсан, мĕншĕн-ха чылайăшĕ хурав параймасть? Нумайăшĕ çемьепе çут çанталăк хитрелĕхĕпе киленсе çỹрессине, талантсемпе паллашассине, чун хавалне пуянлатассине телевизор умĕнче ларса вăхăта ирртернипе улăштарать! Эпир пурте телейлĕ пуласшăн. Тепĕр чухне телей çул çинче выртманнине манатпăр. Çын мĕн пуррипе савăнса пурăнас вырăнне хăйĕн çук япала çинче чарăнса тăрать, хăй тавра çав çук япалана кăна "курма" тытăнать. Çакăнтан вăл хуйхăрма тата нушаланма пуçлать. Хăйне чухăн та телейсĕр туса хурать, çын хăй мĕнле унăн тĕнчи те çавнашкал. Пирĕн çынсен воспитанийĕ çинчен калас пулсан, мана 10 çул хушши тĕлĕнтерекен пулăм пирки каламасăр чăтаймастăп. Эпир юсаса çĕнетнĕ, е çĕнĕрен тунă - залив, Хĕрлĕ лапам, Анне монуменчĕ, чиркỹсем вырнаçнă вырăнсем хăйсен хитрелĕхĕпе пире илĕртеççĕ. Анчах та çав вырăнсенче хĕвел çаврăнăшĕ сутакансем пуçтарăнаççĕ. Пирĕн пархатарлă çынсем, - тĕрĕссипе каласан, çак хитрелĕхĕн хуçисем, - ваттисем те, çамрăксем те, каччăсемпе хĕрсем те, Чăваш Ен хăнисене тĕлĕнтерсе, пĕрре те вăтанмасăр тата шухăшламасăр, çак хитрелĕхпе сăваплăх çине, каçарăр та мана, хĕвел çаврăнăш хуппине сурса варалаççĕ. Калаçу культури пирки вара калама та намăс? Манăн ыйтас килет: калаçма ăçта вĕрентеççĕ? Ман патăмра е Раççей президенчĕ патĕнче? Енчен те çапла пулнă пулсан! Калаçу культури чи малтанах çемьере, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем уçăлса çỹрекен, вылякан урамра, тăван шкулта йĕркеленнине пурте пĕлетпĕр-вĕт! Обществăри çак ыйту тăрăх çав вырăнсенче ĕçлемелле те.
* * *
Халăхра çапла калаççĕ: "Сывлăх пулсан - пуринчен пуян". Аслă Авиценна вара, акă, мĕнле каланă: "Çăмăлттай çын сывă чухне хăй телейлĕ пулнине ăнланса илтĕр тесе пире Çỹлти Турă чир ярса парать". Кашни çулах эпир республикăра 500 ытла спорт ăмăртăвĕ ирттеретпĕр. 2004 çулта Чăваш Енре 60 ытла Пĕтĕм Раççейри ăмăрту пулмалла. Раççей Правительстви йышăннипе утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Енре Çуллахи ял спорт вăййисен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртмелле. Унта 10 ют çĕшывăн пĕрлештернĕ команди хутшăнмалла. Чăваш çĕрĕ çинче çакăн пек турнирсем йĕркелени çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарма, республикăна федераци бюджечĕн хушма укçа-тенкине явăçтарма пулăшать. "Олимпийский" стадиона çак майпа юсаса çĕнетрĕмĕр, халĕ, акă, Кỹкеç поселокĕнчи стадиона реконструкцилетпĕр, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс тăватпăр. Республикăра пурăнакансем паян физкультурăпа спортăн 3,5 пин сооруженийĕпе усă кураççĕ - стадионсем, бассейнсем, спортзалсем, çăмăл атлетика манежĕ, Пăр керменĕ, пĕр вăхăтра 80 пин çын йышăнма май паракан Спортăн хĕллехи центрĕ. Анчах та хăй сывлăхĕшĕн çунакан çынна малтанхи вăхăтра стадион та кирлĕ мар-çке. Ирхи зарядкăран, каçхине урамра чупса сывлăха çирĕплетнинчен çеç пуçламалла. Мĕншĕн пĕтĕм Европа, пĕтĕм Америка кашни кун урама тухса чупать, унта сывă пурнăç йĕрки йăлана кĕнĕ, эпир - чупмастпăр? Çав вăхăтрах эпир те вĕсем пекех лайăх та хитре пурăнасшăн. Эпир сывă пурнăç йĕркине, физкультурăпа спорта халăхра сарассишĕн яланах тăрăшнă. Раççейре чи малтан Физкультурăпа спорт министерстви туса хутăмăр. Раççей шайĕнче пулса иртекен улшăнусене пăхмасăрах унăн статусĕ пĕрре те чакмарĕ. Шкулсенче физкультура сехечĕсене ỹстертĕмĕр. Ун хыççăн 10 çул иртсен çеç Раççейре çакăн пек йышăну турĕç. Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкне республикăри 430 шкула 7 миллион тенкĕлĕх спорт инвентарĕпе тивĕçтернинчен пуçларăмăр. 6 миллионне Раççей Вĕрентỹ министерствипе пĕрле ĕçлесси çинчен эпĕ тунă килĕшỹ тăрăх уйăрса панă. Килĕшỹ тăрăх çитес виçĕ çул хушши республика шкулĕсене çак суммă чухлĕ спорт инвентарĕ уйăрса памалла. Тепĕр миллион тенкĕ республикăна эпир вĕрентĕве çĕнетсе йĕркелес ĕçре çитĕнỹ тунăшăн уйăрнă. В.В.Путин Чăваш Енре пулнă чухне çакна палăртрĕ: чи малтан хастар ĕçлекенсене пулăшмалла. Çавăнпа та çав укçа-тенкĕпе туянакан спорт инвентарьне республикăра лайăх ĕçлекен "2003 çулхи шкул" конкурса хутшăннă шкулсем, физкультурăпа спорта кирлĕ шайра аталантаракан шкулсем, çавăн пекех республика Президенчĕн Кубокне виççĕмĕш хут çĕнсе илнĕ Çĕнĕ Шупашкарти шкулсем чи малтан илеççĕ. Пурĕ 97 шкула спорт инвентарĕ парса хавхалантарăпăр. Вĕсем хушшинче ытларах Муркаш, Етĕрне, Шупашкар, Вăрнар, Çĕмĕрле районĕсенчи, Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан учрежденисем. Эпир малашне те республикăри, Раççейри олимпиадăсемпе конкурссене, ăмăртусене хастар хутшăнакан вĕрентỹ учрежденийĕсене пулăшса пырăпăр. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче эпĕ сывă пурнăç йĕркине йăлана кĕртме пулăшакан "Чăваш Ен сывă регион" юхăм туса хурасси çинчен" указ кăлартăм. Депутатсем хутшăннипе пирĕн тата икĕ питĕ кирлĕ документ хатĕрлемелле: Сывă граждансен сывлăхне упрасси çинчен концепци тата 2004-2010 çулсем валли Ĕçлекенсен сывлăхне упрасси çинчен концепци. Анчах та ыйту сиксе тухать - общество хăй, республикăра пурăнакан кашни уйрăм гражданин Чăваш Енре çак юхăм аталанăвĕ кирлине тата унăн пĕлтерĕшне, пуçлăхсемпе Правительствăна паракан отчетсем тăрăх мар, чăннипех кирлĕ тесе йышăнĕ-и? Физкультурăпа туслă çынсен шучĕ ỹсет пулин те çакă вăл граждансен пĕчĕк пайĕ çеç. Сывă пурнăç йĕрки йăлана кĕтĕр, ытларах та ытларах çын çав шухăшпа "чирлесе" кайтăр тесен, власть органĕсен çеç мар, предприятисен, организацисен, вĕрентỹ заведенийĕсен ертỹçисен чылай вăй хумалла. Патшалăх тăрăшни кăна мар, обществăн тата харпăр хăйĕн тăрăшулăхĕ кирлĕ. Çын чирлесси вăл мĕнле пурнăç йĕрки тытса пынинчен тата унăн хăнăхăвĕнчен нумай килет. Ĕçлекен вăй питти çынсем эрех-сăрапа иртĕхмесен тата çын сывлăхĕшĕн хăрушă шĕвексем ĕçмесен, инкек-синкекрен сыхлансан, профессие пула илекен чирсенчен упрансан, хăйсен пурнăçне вăтамран - арçынсем 8-9,5 çул, хĕрарăмсем - 4,5 çул таран тăсма пултараççĕ. Ку халлĕхе теори шайĕнче, ăна хут çине çырса кăна шутласа пăхнă. Пурнăçа кĕртесси Правительствăран çеç мар, граждансем хăйсем тăрăшнинчен, çак юхăма кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче кунран кун пурнăçлама пултарнинчен килет! Нумаях пулмасть чăвашсен ятарлă делегацийĕ Çурçĕр Ирландире Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн "Сывă хуласем" проектне пĕтĕм тĕнчере пурнăçланин опычĕпе паллашрĕ. Унта проекта вырăнсенче политика тĕлĕшĕнчен пулăшу парас, проекта халăха хăйне хутшăнтарас, Сывлăха çирĕплетмелли шкулсен сетчĕсене йĕркелес, массăллă физкультурăна аталантарас, массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнса ĕçлес ыйтусене пăхса тухнă. Эпĕ хушнипе çывăх вăхăтра "Сывă хуласем" проекта пирĕн республика условийĕсенче усă курма хатĕрлесе çитермелле, ăна пурнăçлама Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ укçа-тенкĕпе пулăшмалла.
* * *
Юлашки 10 çулта Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн 170 çĕнĕ объектне хута янă, вĕсен 50 проценчĕ ялсенче вырнаçнă. Ман указ тăрăх 2003-2004 çулсенче пĕтĕмĕшле врач практикин 100 офисĕнчен кая мар уçăлмаллаччĕ, паян 200 офис ĕçлет. 1999 çултанпа кашни çын пуçне медицина пулăшăвĕ пама уйăракан укçа-тенкĕ хисепĕ 4 хут ỹснĕ. Çавна пула республикăра туберкулезпа чирлекенсен шучĕ 20 процент чакрĕ, онкологи чирĕпе сиенленнисен 10 çул пурăнаслăхне илес пулсан, вăл пĕрре виççĕмĕш хут ỹсрĕ, сахăр диабечĕн шала кайнă чирĕсемпе нушаланакансен шучĕ çурри ытла чакрĕ тата гипертони чирне пула вăхăтсăр вилекенсен йышĕ 2,4 хут чакрĕ! Обществăри социаллă пурнăçпа экономикăна, ăс-хакăлпа этеплĕх тĕрекне хавшатакан тĕп сăлтав - халăх ĕçкĕпе иртĕхни, эрех-сăрапа туслашни. Çак тỹнтерле пулăмсене пĕтересси чи пирвайхи тĕллев тесе шутлатăп. Алкогольпе усă курнине тĕрĕслес, ĕçкĕпе иртĕхнине асăрхаттарас енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен эпĕ кăларнă указа пурнăçлани кăтартусене лайăхлатма май пачĕ. Çак указ Раççей Федерацийĕнче эрех-сăрапа усă курнине йĕркелесе тăрасси çинчен калакан саккуна хатĕрлекенсемшĕн те тĕслĕх вырăнне пулса тăчĕ. Административлă явап тыттарасси çинчен каалкан саккун лицензисĕр спирт, сăмакун сутса, çул çитмен ачасене эрех-сăрапа туслаштарса йĕркене пăсакансене явап тыттарма май парать. Мерăсем йышăннине пула эрех суррогачĕпе сиенленекенсен йышĕ 42,4 процент, алкоголь психозĕпе чирлекенсен йышĕ 6,8 процент, алкоголизмпа чирлисен йышĕ 8,6 процент чакрĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче ачасемпе çамрăксем хушшинче ирттернĕ профилактика ĕçĕсене пула республикăри наркологи служби çул çитмен ачасен алкоголь психозне пĕр хутчен те регистрацилемен. Çав вăхăтрах Раççейре çак кăтарту питĕ курăмлă. Апла пулин те, çамрăксен алкоголизмĕ хăрушă чир. Уйрăмах сăра ĕçни сиенлĕ: статистика тăрăх çул çитмен ачасем ытларах чухне эрех-сăра ĕçсе право йĕркине пăсаççĕ. Ачасемпе çамрăксен 80 проценчĕ сăрапа туслашни урлă алкоголизмпа чирлеме тытăнать. Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерстви тунă социологи ыйтăвĕсем тăрăх ачасен 70 проценчĕ сăра ĕçет. Çак социаллă хăрушă пулăмпа кĕрешесси ĕç тăвакан, çавăн пекех саккун кăларакан власть органĕсен ĕçĕ, çав шутра Патшалăх Думин депутачĕсен тивĕçĕ, сăрана пурнăç йĕркине кĕртме тăрăшакан рекламăсемпе кĕрешесси вĕсен компетенцине кĕрет. Ĕçкĕ-çикĕпе кĕрешмелле. Çав вăхăтрах сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсене хавхалантарма та манмалла мар. Тĕслĕх илсе кăтартасшăн: Комсомольски районĕнчи "Луч" ял хуçалăх предприятийĕнчи 43 механизатортан 22-шне ĕçре яланах урă пулнăшăн çĕнĕ çул умĕн пиншер тенкĕ преми панă. /мĕнех тăвăн, Хĕвел анăçпа тата Хĕвел тухăçпа танлаштарсан çакă Раççейри пурнăç чăнлăхĕ/. Кăçал çак премие тата виçĕ хут ỹстерме палăртнă. Мĕншĕн тесен çакна экономика тĕлĕшĕнчен сăлтавламалла: ĕçкĕпе иртĕхмен механизаторăн техники яланах юсавлă, аварисем тумасть, ĕçсĕр лармасть. Лайăх кăмăл-туйăм çемьери лару-тăру çине, ĕçри кăтартусем çине витĕм кỹнĕ пирки калама та кирлĕ мар! Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Свобода" колхоз правленийĕ те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене хавхалантарма 2 пин тенкĕ преми парасси çинчен пĕлтернĕ. Анчах та 4 механизатор çеç ăна илме тивĕçлĕ пулнă. Çакăн пек хавхалантаракан тĕслĕхе эпĕ предприятисен ертỹçисене пурне те сарма ыйтнă пулăттăм, ял хуçалăх предприятийĕсене кăна мар.
* * *
Паянхи Çырура эпĕ тата тепĕр тема - Культура темине çĕклесшĕн. Паян Раççейре, Чăваш Енре те, техника, технологи аталанăвĕн шайĕ чи çивĕч социаллă ыйтăва - чухăнлăх ыйтăвне татса пама май парать. Анчах та паян пĕтĕм яваплăха туйса çакна ăнланмалла - чухăнлăх, пуянлăх пекех, çынна укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйту кăна мар, ĕçлĕ ыйту, пĕтĕмĕшле тата чун хавал культури. Çакă уйрăм çынна, çемьене е пĕтĕм коллектива, предприятие пырса тивет, кунта уйрăмлăх çук. Асăрхăр: чухăн текен çынсенчен ытларахăшĕ чун хавалĕ тĕлĕшĕнчен чухăн. Вĕсем ыттисенчен ытларах пирус, эрех-сăра, наркотиксем валли укçа-тенкĕ тăккалаççĕ. Культурăсăр - пурнăç хăйĕн пĕлтерĕшне çухатать.! Культурăсăр çынсем хушшинчи хутшăну савăнăç кỹмест, ĕçĕн йĕрки пулмасть. Культура çукки, акă, мĕн патне илсе пырать: çулсем пур, анчах та вĕсемпе никам та çỹремест, кĕнекесем пур, анчах та вĕсене никам та вуламасть, пĕлĕшсем пур, анчах та чăн туссем çук, укçа-тенкĕ пур, анчах та вăл эрех-сăра, пирус валли, унталла та кунталла сапаланать. Культурăпа Чун хавалĕ кăна çынна тата обществăна аталанăвăн тĕрĕс çулне кăтартма пултараççĕ. Культура чечекленнĕ тапхăрта çын пурнăçĕ, экономика лайăх аталаннă. Культура аталанăвĕн шайĕ пĕтĕм общество аталанăвĕн шайне палăртать. Çавăнпа та промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсен, вĕсен коллективĕсен культура çул-йĕрĕсене шырамалла. Чăваш Ен аталанăвĕн стратегилле ресурсĕсенчен пĕрне - шухăшлав культурине куратăп. Мĕншĕн тесен çакăнтан менеджмент культури, инноваци культури, пысăк технологисене пурнăçа кĕртес культура, конкуренци культури пуçланать. Çакă экономикăн çеç мар, пĕтĕм социаллă пурнăç никĕсĕ. Пирĕн стратегилле планпа 2005 çул производствăн çулталăкри пĕтĕм калăпăшĕнче çĕнĕ продукци туса илессин танлаштаруллă йывăрăшĕ 20 процента çитмелле. Çакă 2003 çулхи кăтартуран икĕ хута яхăн пысăк, анчах та ăна пурнăçлама пулать. Çак продукцин пĕр пайне "ШНППП "Элара", "ШЭАЗ", ТМЯО "АББ Автоматизаци", "Контур" акционерсен обществисем хăйсен инноваци проекчĕсенче пурнăçлама тытăннă, тепĕр пайне - хатĕрлеççĕ. Инноваци ĕçĕ-хĕлĕ патшалăх политикин малашлăхлă тĕп çул-йĕрĕ пулса тăмалла. Тĕп тĕллев - республикăна инноваци тĕлĕшĕнчен активлă туса хурасси. Çав ĕçсене хăвăртлатас, унта çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисене хутшăнтарас тесен ятарлă инфраструктура тумалла тата ăна аталантармалла, кашни пысăк хуларах пĕчĕк технопарксем, бизнес-инкубаторсем хута ямалла. Çĕнĕ Шупашкар хула никĕсĕ çинче лайăх аталаннă ăслăлăхпа техника комплексĕ туса хурас шухăш пур. Малалла ăна ăслăлăх хулин статусне памалла пултăр. Çакна тумалли никĕс - "Химпром" акционерсен обществи. Унта халĕ инноваци ĕçĕ-хĕлĕ аван пырать, ăслăлăх тĕпчевĕсемпе технологире усă кураççĕ, патентсем, конкурентлă япаласем кăлараççĕ. Çакă хулашăн та, республикăшăн та малашлăхра усăллă пулĕ. Раççейре тĕп наукăсен никĕсĕ çинче йĕркеленисемпе танлаштарсан, çак майпа "ĕçре усă курни" чăваш ăслăлăх хулин уйрăмлăхĕ пулса тăма пултарать. Пасарта пысăк пахалăхлă, анчах та йỹнĕ тавар сутсан е пулăшу ĕçĕ парсан çитĕнỹ тума пулать. Çавăнпа та пирĕн пахалăх культури çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Паха продукциллĕ рынок часрах йĕркелесен пирĕн шанчăк ỹсет. Ку эпĕ ĕмĕтленни кăна мар, конкретлă предприятисемпе коллективсен, çав шутра пирĕн çĕршыв экономики упранса юласлăх ыйтăвĕ. Çак чăнлăха ăнланакан республикăри хăш-пĕр предприятисен ертỹçисем хăйсен умне пысăк тĕллевсем лартаççĕ - "Раççейре электроника кăларакан чи пысăк предприятисен шутне кĕрсе, çак енĕпе малти вырăнсене йышăнмалла", "тракторсем тăвас енĕпе тĕнчере малта пыракан предприятисене хăваласа çитмелле", "электротехника, пир-авăр промышленноçĕн центрĕ пулса тăмалла". Ултă çул каялла мана "ШНППП "Элара" АУО ертỹçи Чăваш Ен историйĕнче пĕрремĕш хут пахалăх упраленийĕн тытăмĕ пĕтĕм тĕнчери стандартсене тивĕçтерни çинчен сертификат илсе килсе кăтартнăччĕ. Паян республикăри 26 предприятипе организацин çакăн пек сертификат пур. Ĕнер эпĕ пурĕ 26 предприяти тенĕ пулсан, паян 26 предприяти çеç тенĕ пулăттăм! Хăйне хисеплекен кашни предприятийĕнех, хăйне хисеплекен ертỹçĕн, предприятири хăйне хисеплекен ĕçченĕн çакăн пек сертификат пулмалла. Технологипе оборудовани çеç продукци пахалăхне тивĕçтерме пултараймаççĕ. Енчен те объектра тасамарлăх хуçаланать, цехсем юхăннă, рабочисем çуллă тумтир тăхăннă пулсан, çынна чи малтан кирлĕ ĕç условийĕсем пулмасан, унта паха япала туса кăларма е хитре, куçа илĕртекен çурт хăпартма май çук. "Электром" ТМЯО-на илер. Унти специалистсен шучĕпе, предприятире ĕçлекенсене эстетика воспитанийĕ пани ĕç тухăçне 2 хут ытла ỹстерме пулăшнă. Цехсенче тĕнчери сăнарлă искусство шедеврĕсене вырнаçтарса пурлăх производствипе "илемлĕхе" "пĕрлештернĕ". Предприяти менеджерĕсем çапла шутлаççĕ: пысăк класслă специалистсем "тимĕр-бетонран тунă кăткă йăвисенче" ĕçлесшĕн мар тата вĕсен ун пек условисенче ĕçлемелле те мар, вĕсене производствăра куçа илĕртекен хитре дизайн çеç мар, аталаннă пысăк культурăллă инфраструктура кирлĕ. Тирпей илем кĕртнĕ "бытовкăсем", тула тухмалли, шыва кĕмелли вырăнсем чи малтанах кĕтменлĕх, анчах та ку культура, чăннипе çавăн пек пулмалла та, çынсем хăйсене çынсем пек туйма пуçлаççĕ-çке! Çакна ял хуçалăх производствинче те тума пулать. Тупăшсăр ĕçлекен хуçалăхсем вырăнне агрохолдингсем килмелле. Вĕсен çĕнĕлĕхсем кĕртме те, туса илекен продукци пахалăхне ỹстерме те питĕ вăйлă ресурс пулмалла. Чăваш Ен АПК-нче реформăсене аталантарасси çинчен указ кăларнăранпа шăп та лăп виçĕ çул çитрĕ. Çак вăхăтра агропромышленноçăн 103 йĕркелĕвне регистрациленĕ, çав шутра республикăри продукци тирпейлекен, пулăшу паракан тата промышленность предприятийĕсем хутшăннипе - 30 интеграциленĕ тытăм. Анчах та вĕсенчен пĕри те, ан тив, халлĕхе промышленноçри пек пĕтĕм тĕнче шайĕнче ан пултăр, Раççей шайĕнче те пулин хăйсен брендне туса хатĕрлесси çине тимлĕх уйăрмасть? Паллах, ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприятисенче палăрмалла улшăнусем пур. Продукци тирпейлекенсем пире Пĕтĕм Раççейри выставкăсенче çĕнсе илнĕ ылтăн тата кĕмĕл медальсен хисепĕ çинчен пĕрмаях пĕлтерсе тăраççĕ. Çакă хавхалантарать! Анчах та чăваш çĕр улмийĕн, пысăк пахалăхлă чăваш хăмлин бренчĕ кирлĕ!
* * *
Ман почтăра пахалăх тата культура ыйтăвĕсемпе килнĕ асăрхаттарусем чылай. Вĕсемшĕн районсен тата хуласен влаçĕсем яваплă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх паракан пулăшу ĕçĕсене лайăхлатма, муниципалитетсем пăхса тăракан çулсемпе тротуарсене тытса тăрас, вĕсене юртан тасатас, халăх йышлă çỹрекеннисене юсас ĕçе ĕç кунĕ пынă вăхăтра мар, çĕрле пурнăçлама кирли çинчен çырнисем пур. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернин пахалăхĕпе культури, уйрăмах çул-йĕр сервисĕ пирки панă ыйтусем питĕ нумай. Муниципалитетсен суту-илỹпе пулăшу ĕçĕсен сферинче требованисене хытармалла тата суту-илỹ пахалăхĕпе культури çине ытларах витĕм кỹмелле. Халлĕхе, шел пулин те, Шупашкар культура тĕп хули статуса илни çав çуртсене тытса тăракан предприниматель-хуçасене импульс памарĕ! Тĕп хула республикăри пĕтĕм ялсемпе хуласемшĕн тĕслĕх пулса тăмалла! Акă сире инвестици илĕртỹлĕхĕ? Акă сире тата анти-бренд? Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл - çуртсем тунă чухне вĕсене тĕрĕс вырнаçтарасси, урамсене, çуртсем çумĕнчи лаптăксене тирпей-илем кĕртесси, пĕчĕк скверсен, парксен, шутне ỹстересси, Шупашкарта, сăмахран, вĕсен шучĕ паян темиçе хут нумай пулмалла. Анчах та çакна тата ытти хăш-пĕр ĕçсене тума пирĕн халлĕхе алă çитмест.
* * *
Палăртса каласшăн: эпир те ытти этемлĕх пекех. Тĕнчене вырăссен шурă эрехĕпе тата "асамлă сĕтел çиттийĕпе" тĕлĕнтерес текенсем вара "Пирĕн уйрăм çул" формула шутласа кăларнă. Тĕрĕссипе çакă пире ĕçкĕ-çикĕпе пылчăк, хуçалăхсăрлăхпа явапсăрлăх çулĕ çине тĕртсе кăларать. Чăваш Ен - цивилизацин тĕлĕнмелле лайăх пайĕ. Çавăнпа та эпир пурнăçăн пĕтĕм сферинче тата унăн гражданĕсем хăйсене тыткаланинче пахалăхпа культурăн чи лайăх стандарчĕсем патне çитме тивĕçлĕ. Çав çул çинчи ĕç çăмăл мар. Анчах та пирĕн тĕллев - хамăр Çĕршыва - Чăваш Ене - чăннипех цивилизациллĕ тата пысăк культурăллă, тарăн пĕлỹллĕ тата технологи енчен аталаннă, инновациллĕ регион туса хурасси. Çакăншăн ĕçлеме юрать. Каланă шухăша малалла тăсса çак залра ларакансене, республикăра пурăнакан пĕтĕм çынна Çурхи Ырă Эрнене хутшăнма ыйтатăп. Европăран килнĕ хăй ирĕклĕх тата волонтер шухăшĕ пирĕн обществăшăн та ют пулмасса шанатăп. Социаллă политика министерстви, Çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ тата Чăваш Енри ытти хăш-пĕр коммерцилле мар граждансен организацийĕсем пуçарнипе, çавăн пекех сăмахпа кăна мар, ĕçĕпе хăй пурăнакан çĕре юратакан, культурăллă, тĕнчешĕн уçă 150 çĕршывра, ака уйăхĕн 16-мĕшпе 24-мĕшĕсенче микрорайонсене тирпей-илем кĕртеççĕ, йывăçсем лартаççĕ, шкул территорийĕсене, скверсемпе парксене тасатаççĕ, Ырă уроксем йĕркелеççĕ /сăмах май çак уроксем ачасене кăна мар аслисене те кирлĕ/, çавăн пекех ыркăмăллăх концерчĕсем, ват çынсене, пĕччен пурăнакансене, инвалидсемпе ачасен çурчĕсене адреслă пулăшу пама укçа-тенкĕ, япаласем, кĕнекесемпе теттесем пухаççĕ. Çак акцие хутшăнни пире тата та ытларах пĕрлештерĕ, лайăхрах, тасарах, чăтăмлăрах тата ырăрах тăвĕ!