Управление лесного хозяйства Министерства природных ресурсов и экологии Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Итоги пожароопасного сезона за 2005 год

Пушар хăрушлăхлĕ сезонне пĕтĕмлетни.

  

    Чăваш Республикинчи вăрман хуçалăх агентстви кăçалхи пушар хăрушлăхлĕ сезонне пĕтĕмлетнĕ. Республикăри вăрмансенче пурĕ 68 хутчен пушар тухнă, вĕсен лаптăкĕ – 13,5 гектарпа танлашать. Виçĕ гектара яхăн çамрăк хыр вăрманĕ сиенленнĕ, ытти лаптăкĕсенче вăрман сарăмĕ (подстилка) çуннă. Пушарсем вăрман хуçалăхне 1164,4 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ, вĕсенчен 95% - пушарсене сÿнтернĕ чухне ĕçленĕ çынсемпе техникăн, юрăхсăра тухнă обоудованипе çунтрамалли-сĕрмелли материалсен пайĕ. Çак инкекĕн тĕп сăлтавĕ – çынсем пушар правилисене пăхăнманни, хăйсене вăрманта тытма пĕлменни.

Вăрман хуçалăхĕнчи пушар-хими станцинчи командăсем тата вăрман хуралçисем тимлĕхлĕ пулнăран пушарсем пысăк лаптăк çинче алхасман, вĕсене вăхăтра тупса сÿнтерсе пынă. Пĕтĕм сезон тăршĕпех вăрман ĕçченĕсем вăрманта вут-кăвар тухас хăрушлăха сăнаса, йĕркелесе пынă.

Хальхи вăхăтра вырăнсенче çитес çулхи пушар сезонне хатĕрленеççĕ, пушарсемпе кĕрешмелли техникăпа ятарлă оборудованисене юсаççĕ, вăрман лаптăкĕсенче пушара хирĕç кĕрешмелли ĕç калăпăшĕсене палăртаççĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика