Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ман юратнă çыннăм

05 июля 2008 г.

 

Аттене атте тееççĕ,

Аттене илме укçи çук

Укçи пулсан _ пулмасан та,

Аттене сутаканĕ çук. (Халăх юрри).

Атте-аннене сутăн илме çук. Вĕсем пуриншĕн те пĕрре, пуриншĕн те чи-чи хаклă, чи çывăх çынсем. Атте-анне пурри _ чи пысăк телей.

Эпĕ те хама ăраскаллă тесе шутлатăп. Манпа юнашар _ аттепе анне. Вĕсем манăн савăнăç, шанăç, тĕрев. Вĕсем манăн юратнă çыннăмсем. Атте _ çемье тĕрекĕ тетпĕр. Тĕрексĕр кирек мĕнле юпа та чалăшать, тĕрексĕр кирек кам та хăйне мĕскĕн те телейсĕр туять. Кашни çемьере арçыннăн хăватлă сасси, çирĕп вăй-халĕ, хастар чун-чĕри, ăш-пиллĕ сăмахĕ кирлĕ. Унсăрăн чун та, пурнăç та пушăрах.

Эпĕ хамăн аттепе мухтанатăп та, мăнаçланатăп та. Турă арçынна еплерех курасшăн пулнă _ çав енсем пĕтĕмпех пур ман аттере: ĕçчен, тăрăшуллă, вăй-халлă, типтерлĕ, шанчăклă, ыр кăмăллă, тỹрĕ чунлă. Калаçăвĕ, тыткаларăшĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, ăсĕ-тăнĕ _ пурте мухтава тивĕçлĕ.

Ман аттене Георгий Михайлович Фомин тесе чĕнеççĕ. Вăл 1972 çулта çуралнă. Çемьере чи кĕçĕнни пулнă вăл. Савăнăçлă та, телейлĕ иртнĕ унăн ачалăхĕ. 1979 çулта ман атте пĕрремĕш класа кайнă. Яланах тỹрĕ те, маттур çын, шанчăклă юлташ пулнă вăл. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1990 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет, анчах та ăна 1991 çулта Раççей çарне илеççĕ. Икĕ çул салтакра пулнă хыççăн вăл киле таврăнать. Тепĕр çул авланать. Апла пулин те малалла вĕренет. Алла диплом илнĕ хыççăн Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхĕнче вăй хурать. Каярахпа Шупашкарта суту-илỹ представителĕ пулса ĕçлет.

"Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен" тесе ахальтен каламан çав ĕнтĕ. Ман атте хальхи вăхăтра та куçăмсăр майпа И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнче юрист специальноçне алла илет.

Атте тỹрĕ, ăслă çын. Ăна ялта пурте хисеплеççĕ. Тен, çавăнпах аттене Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхне суйларĕç. Халĕ вара ун патне нумай çын тĕрлĕ ыйтупа кĕрет, вĕсем валли аттен яланах хурав пур. Чăнах та, атте ялшăн нумай тăрăшать. Унăн ĕçĕсем куç умĕнче. Эпĕ те уншăн савăнса тăратăп. Унпа мухтанатăп. Эпĕ ăна чун-чĕререн юрататăп. Вăл та мана юратать. Маншăн питĕ нумай тăрăшать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика