Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕччен йĕрке тума çăмăл мар

02 июля 2008 г.

Пĕрисем халăх ырлăхĕшĕн чуна парса тăрăшнă чухне, теприсем йĕркелĕх, тирпей-илем çине алă сулни питех те пăшăрхантарать.

Акă, çак кунсенче редакцине Питĕркассинчи Владимир Герасимов çитрĕ. Вăл хăйĕн чун ыратăвĕ пирки сăмах хускатрĕ, пулăшма ыйтрĕ. Мĕн пăшăрхантарать-ха ял çыннине; Сăмах май, спорт тренерне Владимир Герасимова таврара пурте паллаççĕ. “Вăл спортшăн чунне пама та хатĕр”, – теççĕ ун пирки. Ку, чăнах та, çапла. Спортшăн çеç-и, халăх ырлăхĕшĕн, тăван тавралăх илемĕшĕн ырми-канми ĕçлет вăл. Уйрăмах çамрăксен пуласлăхĕ хумхантарать ăна. В.Герасимов яшсемпе хĕрсене усал йăла-йĕркесенчен хăтарассипе, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе çине тăрса ĕçлет. Ара, спортпа туслă ачан усал ĕç тума вăхăчĕ çукрах темелле. Вăл çамрăксем валли “Спартак” стадионра ăмăртусем йĕркелесе тăрать. Асăннă стадионри хăтлăхшăн та хăех яваплă. Унти çум-курăка татса тăрассине, çÿп-çапа пуçтарассине çемйипе туса пыраççĕ. Анчах стадиона пырса кĕнĕ çĕрте В.Сатлайкин тислĕк купаласа пыни стадион сăн-сăпатне нĕрсĕрлетет. Çакăн пирки ял-йыш та ÿпкелешсе калаçать имĕш. В.Герасимов кил хуçисене çакăн пирки темиçе хутчен те асăрхаттарнă, анчах усси çук иккен – тислĕк купи халĕ те ларать.

Çу пуçланнăранпа “Спартак” стадионта республика шайĕнчи ăмăртусем темиçе те иртнĕ. Анчахрах Шупашкарти “Волна” команда футболла выляссипе тупăшура пулнă. Хăнасем стадионпа тислĕк купи ниепле те килĕшсе тăманни пирки ÿпкелешсе калаçнă. “Республика спортсменĕсем умĕнче кашнинче намăс куратăп. Вырăнта мĕнле йĕрке тăвас, – пăшăрханса калаçрĕ В.Герасимов. – Нивушлĕ кун хыççăн та тислĕк купи куçран çухалмĕ”.

Тĕрĕсех хумханать ялти йĕркелĕхшĕн ăшталанакан çын. Тислĕк купи ял варринче “патша майри” пек мăнаçлăн сарăлса ларни килĕшÿллĕ япала мар, паллах. Кил хуçисем ăна валли кил картишĕнче вырăн тупайман-ши; Ун вырăнне чечек клумби вырнаçтарнă пулсан иртен-çÿрен черчен те илемлĕ чечексем çине ăшă куçпа пăхса иртетчĕ пулĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ курман-сисмен-ши; Сатлайкинсем çак йăнăша ăнланасса шанатпăр.

Тепĕр пăшăрхантаракан ыйту хускатрĕ спорт тренерĕ. “Спартак” стадионта çамрăксене вăй-хала çирĕплетме тренажерсем сахал мар. 1983 çулта хута янă ăна. Çав вăхăтранпа стадиона В.Герасимов пăхса тăрать ĕнтĕ. Кăçал ăна йĕркеленĕренпе августăн 3-мĕшĕнче 25 çул çитет. Кунти спортсменсем хывăнса тăхăнмалли çурт тахçанах кивелнĕ. Анчах юбилей валли ăна юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ кирлĕ. В.Герасимов ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Дмитриев тата спорт тусĕсем спонсорла пулăшу парасса шанать. Çакăн пек ĕмĕт-шухăшсемпе пурăнать спортăн чăн-чăн фаначĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика