Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авиамоделистсем ăмăртрĕç

15 апреля 2008 г.

Космонавтика кунне халалласа хупă пÿлĕмре авиамодельсем вĕçтерессипе 5–9 классенче вĕренекенсем хушшинче районти ăмăртусем иртнĕ. Ăмăртусенче картонран, пенопластран, полистирол пластинкисенчен хатĕрленĕ модельсем вĕçтернĕ. Районти 6 шкултан 29 вĕренекен хутшăннă унта. Виçĕ номинацире – пуçласа тăвакансен самолет моделĕсем, чемпион класĕнчи модельсем тата халиччен пулман çĕнĕ йышши модельсем – иртнĕ ăмăртусенче Мучар, Тăвай, Енĕш Нăрваш шкулĕсен командисем палăрнă. Пуçласа тăвакансем хушшинче Александр Пугачев, чемпион класĕнчи модельсем хушшинче Евгений Кириллов "иккĕшĕ те Мучар шкулĕнчен, кружок ертÿçи В.Моисеев", çĕнĕ йышши модельсен номинацийĕнче Николай Матвеев "Тăвай шкулĕ, кружок ертÿçи Е.Моряков" çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Мала тухнисене вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн грамотисемпе наградăланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика