Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсем инновациллĕ опычĕпе паллаштарнă

16 апреля 2008 г.

Вĕрентекенсен профессиллĕ тата харпăр хăй паха енĕсене, талантлă та пултаруллă ĕçлекен учительсене тупса палăртас тĕллевпе райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ нумаях пулмасть «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри инновацисем» ятпа район фестивальне ирттернĕ.

Фĕстивале районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăннă. Уçă уроксем ирттернĕ май вĕсем хăйсен интеллектуаллă опычĕпе, тĕрлĕ методика меслечĕсемпе паллаштарнă. Акă, Хусанушкăньчи тĕп шкулта ĕçлекен Светлана Яруткина 7-мĕш класра «Юрă – халăх чунĕ», Питĕркассинчи вăтам шкулта вĕрентекен Людмила Жукова 5-мĕш класра «Алфавит çĕршывĕнче», Тури Çĕрпÿкассинчи Светлана Мурайкина 6-мĕш класра «Япала тата паллă ячĕсем», Атнарти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Ешмейкина 8-мĕш класра «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» уçă уроксем панă.

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек. «Учитель – хавхалантаруçă» номинацире Л. Ешмейкина (Атнар), «Учитель – практик» номинацире С. Мурайкина (Тури Çĕрпÿкасси) çĕнтернĕ. «Учитель – тĕпчевçĕ» ята Л. Жукова (Питĕркасси), «Учитель – пултаруçă» ята С. Яруткина (Хусанушкăнь) тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Дипломĕсене парса чысланă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика