Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И.ЯКОВЛЕВ ЮБИЛЕЙНЕ ХАЛАЛЛАСА

05 апреля 2008 г.

К.В.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми пичетленсе тухнăранпа 100 çул çитнĕ май Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах пулаççĕ.

Малтанах ачасем çак поэма тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Кунта уйрăмах Диана Кокшина (7-мĕш класс), Татьяна Абукина (8-мĕш класс), Наташа Воробьева (9-мĕш класс), Кристина Кокшина (11-мĕш класс) ĕçĕсем курăмлă пулчĕç. Шкулта ирттернĕ конкурсра мала тухнă ÿкерчĕксене района ярса патăмăр.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ, хамăр шкулта вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Анфиса Ильинична Ласточкина пирĕн пата килчĕ. 78 çулхи ветеран Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине малтанхи йĕркесенчен пуçласа вĕçне çитиччен пăхмасăр, чуна тивмелле каласа пачĕ. Тĕлĕнсе, савăнса, шыв сыпнă пек итлесе ларчĕç залри ачасем. Тăвăллăн алă çупса Анфиса Ильиничнăна тав турĕç, чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕç.

Сăмах май, 7-мĕш класра вĕренекен Аня Ярлыгина тата Катя Макарова та çак поэмăна вĕçне çитиех пăхмасăр калама вĕренеççĕ. Ака уйăхĕнче Шупашкарта иртекен конкурса хутшăнма ĕмĕтленеççĕ.

Шкул ялти библиотекăпа тачă çыхăну тытать. Нумаях пулмасть Любовь Мукшина библиотекарь 5—7-мĕш классен ачисем хушшинче «Вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăна эсир мĕнле пĕлетĕр;» викторина ирттерчĕ. Ку викторинăра Аня Ярлыгина (7-мĕш класс — 12 балл), Алла Зайцева (5-мĕш класс — 11 балл), Маша Михайлова (7-мĕш класс — 10 балл), Настя Потапова (7-мĕш класс — 9 балл), Анна Безрукина (7-мĕш класс — 9 балл) уйрăмах маттур пулчĕç.

Чăваш чĕлхи кунне уявлама шкулта тата нумай мероприяти ирттерме палăртнă, вĕсене те ачасем активлă хутшăнасса шанатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика