Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ технологи ял хуçалăх ĕçне çăмăллатать

05 марта 2008 г.

Пурнăç таппи çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Кирек мĕнле производствăна эффективлă çул-йĕпе аталантарас, продукци илессине ÿстерес тесен ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелемелле. Ĕлĕкхи йĕркепе ĕçлени пысăк тăкак çеç кÿрет.

“Кристина АГРО” фирма директорĕ Н.С.Егоров та семинарта выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине лайăхлатас тесен çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă фермăсем, комплекссем хута ямаллине каларĕ. Мĕншĕн тесен сивĕ витери выльăхсем пысăк продукци параймаççĕ. Асăннă фирма пулăшăвĕпе иртнĕ çул «Нива», «Свобода», «Асамат» хуçалăхсем, В.Никитин фермер хуçалăхĕ усă курса кивĕ фермăсене реконструкциленине, ÿсĕмĕ куç умĕнче пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех республикăри ытти хуçалăхсен ертÿçисене те вĕсемпе килĕшÿ туса ĕçе йĕркелесе яма чĕнчĕ. Фирма ĕçченĕсем çĕнĕлле ĕçлеме шухăшлисене яланах пулăшма хатĕр, бизнес-план тăвассине те хăйсем çине илеççĕ.

Продуктивлăха ÿстерес тесен ăратлăхпа çине тăрса ĕçлемелли çинчен фирмăн специалисчĕ И.Е.Козин ăнлантарчĕ. «Тутă та сывă ĕне çеç сĕтлĕ пулать», – терĕ вăл.

Çавăн пекех семинарта ют çĕршывсенче ĕне тата сысна витисене мĕнлерех технологипе çĕкленипе, реконструкциленипе те паллаштарчĕç. Çĕр ĕçĕнче энергоресурссем перекетлекен, харăсах темиçе ĕç тăвакан техникăпа ытларах усă курни ял хуçалăх производствине тупăшлă тытса пыма май пани пирки те çивĕч калаçрĕç семинарта.

Юлашкинчен республикăри семинар-канашлăва пухăннисем «Нива» ЯХПК-ри çĕнĕ технологипе ĕçлекен фермăра пулса унти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика