ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРЛЕ ТĂРĂШСА ĔÇЛЕСЕН ỸСĔМ ПУЛАТЬ

07 марта 2008 г.

Районти ялсенче граждансен пухăвĕсем пуçланчĕç. Чи малтанах пуху Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн территорийĕнче иртрĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов кашни ялтах пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсене тишкерсе отчет туса пачĕ. Пĕтĕ-мĕшле илес пулсассăн ялсем аталанаççĕ, кунта пурăнакансем пурнăçран юласшăн мар. Анчах та ял çыннисемшĕн чăрмавсем те пур-ха. Паянхи куна Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче пурĕ 1858 çын пурăнать, 560 хуçалăх. Пĕлтĕр Ача çулталăкĕнче 6 ялта пурĕ 21 ача çут тĕнчене килнĕ, чи йышлисем Нĕркеçпе Янкасси ялĕсенче. Анчах та вилекенсен йышĕ ỹсни те пăшăрхантарать, пĕлтĕр 28 çын вилнĕ. Çемье чăмăртакансем те пур. Анчах ялсенче хусахсем йышланаççĕ. Пĕччен пурнăç лайăхрах теççĕ-ши? Чăваш Республикин Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăçласа пырас енĕпе ял поселенийĕн территорийĕнче çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Ялсене асфальтлă çулпа çыхăнтарнă, кивелнисене юсаса çĕнетнĕ. Халĕ урамсене те çул сарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Ялсене, урамсене çыхăнтаракан кĕперсене юсаса çĕнетнĕ, хăшне-пĕрне çĕнниех тунă. Кунта ял çыннисем маттур ĕçленине палăртса хăвармалла. Нĕркеç ялĕнче часовньăна тумалли вырăна палăртнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Пĕлтĕр вара Хирти Сĕнтĕр ял пуçлăхĕ Г.Ефремов, ял халăхĕ тăрăшнипе часовньăна кирпĕчрен купаласа хăпартрĕç. Кунта ватти-вĕтти тăрăшрĕ, паянхи куна часовньăн çивиттине витнĕ, чỹречисене, алăкне лартнă. Кăçал ăна хута ярас тĕллевлĕ. Клубсем ĕçлени ял халăхĕн канăвне усăллă ирттерме майсем туса парать. Поселенинче пурĕ 3 клуб. Унти культработниксем ертсе пынипе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти иртет: савăнăçлă каçсем, тĕлпулусем, уявсем... Сывлăх кунĕсемпе спорт ăмăртăвĕсем те тăтăшах пулаççĕ унта. Кашни çулах пĕртăван Гладковсен ячĕпе шашка ăмăртăвĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Г.Н.Чернов ячĕпе волейбол турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Территоринче 3 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Унта ял халăхне яланах пулăшма хатĕр медицина ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Ялсенче райпо магазинĕсемсĕр пуçне уйрăм çынсен лавккисем те чылай. Кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес енĕпе чăрмав çук. Кĕркунне, çуркунне йывăçсем лартса хăварассипе те кунта пурăнакансем маттур. Икĕ-виçĕ çулта вĕсем пин-пин тĕп йывăç-тĕм лартнă, тĕрлĕ парксемпе аллейăсем уçнă. Кунта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те, ял халăхĕ те тăрăшнă. Пĕлтĕр Хирти Сĕнтĕр культура çуртне газпа ăшăтмалла тунă. Кăçал Нĕркеçри культура çуртне газ кĕртесшĕн, юсав ĕçĕсем ирттересшĕн. Пурнăçламалли ĕç чылай. Ял поселенийĕн çумĕнче профилактика совечĕ пур. Вĕсем преступлени çулĕ çине тăракансемпе çирĕп ĕçлеççĕ. Ялсенчи йывăр çемьесене те пăхса тăраççĕ. Тăтăшах рейдсем йĕркелеççĕ. Иртнĕ çул профилактика совечĕн 8 ларăвĕ иртнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе тĕллевлĕ усă куракансем те чылайăн. Пĕлтĕр 82 хуçалăх 15510 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Укçа-тенке ĕçе янă. Кăçал та кредит илес текенсем йышлă. Çамрăк çемьесем те кредитпа усă кураççĕ. Пĕлтĕр икĕ çемье субсиди илме пултарнă. Кăçалтан "Çамрăк çемье" программăпа 35 çул тултарманнисем те усă курма пултараççĕ. Г.Ефремов район энциклопедийĕ валли материалсем ха-тĕрлес ĕçре пулăшма ыйтрĕ. Энциклопедие район 70 çул тултарнă тĕле кăларасшăн. Ял çыннисем чылай ыйту пачĕç, тухса калаçакансем те пулчĕç. Хумхантаракан ыйтусене пĕрле сỹтсе яврĕç. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика