Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ

22 февраля 2008 г.

Алманчăри краеведени халăх музейĕнче ял историне аса илес тесен курмалли, пахаламалли, ăса илмелли нумай. Тĕрлĕ вăрçă паттăрĕсене кашнинех хисеплĕ вырăн панă. Çакă, паллах, чăн малтан музей пуянлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан В.Васильевăн тивлечĕ.

Музейри паха экспонатсенчен пĕри – П.Е.Куцыпин пирки пухнă материал. Петр Егорович I Империализм тата Граждан вăрçисене хутшăннă, Алманчăра Георги хĕресне тăватă хутчен тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын! Унăн ывăлне – Юрий Петрович Куцыпина та вăрçă ахрăмĕ йĕрсĕр хăварман. Паянхи отставкăри майорăн çитĕнекен ăрăва каласа памалли пайтах. Нумай-нумай çынсенни евĕрех шăпа ăна ылтăн сăпкара çеç сиктермен. Алманчăри краеведени халăх музейĕнче ял историне аса илес тесен курмалли, пахаламалли, ăса илмелли нумай. Тĕрлĕ вăрçă паттăрĕсене кашнинех хисеплĕ вырăн панă. Çакă, паллах, чăн малтан музей пуянлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан В.Васильевăн тивлечĕ.

Музейри паха экспонатсенчен пĕри – П.Е.Куцыпин пирки пухнă материал. Петр Егорович I Империализм тата Граждан вăрçисене хутшăннă, Алманчăра Георги хĕресне тăватă хутчен тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын! Унăн ывăлне – Юрий Петрович Куцыпина та вăрçă ахрăмĕ йĕрсĕр хăварман. Паянхи отставкăри майорăн çитĕнекен ăрăва каласа памалли пайтах. Нумай-нумай çынсенни евĕрех шăпа ăна ылтăн сăпкара çеç сиктермен. Алманчăри краеведени халăх музейĕнче ял историне аса илес тесен курмалли, пахаламалли, ăса илмелли нумай. Тĕрлĕ вăрçă паттăрĕсене кашнинех хисеплĕ вырăн панă. Çакă, паллах, чăн малтан музей пуянлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан В.Васильевăн тивлечĕ.

Музейри паха экспонатсенчен пĕри – П.Е.Куцыпин пирки пухнă материал. Петр Егорович I Империализм тата Граждан вăрçисене хутшăннă, Алманчăра Георги хĕресне тăватă хутчен тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын! Унăн ывăлне – Юрий Петрович Куцыпина та вăрçă ахрăмĕ йĕрсĕр хăварман. Паянхи отставкăри майорăн çитĕнекен ăрăва каласа памалли пайтах. Нумай-нумай çынсенни евĕрех шăпа ăна ылтăн сăпкара çеç сиктермен.

Вуннăмĕш класра вĕренÿ çулĕ варринче мĕн пĕчĕкрен пĕр парта хушшинче ларнă Петя Волковпа иккĕшне салтака кайма ят тухнă. 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче 16 çул çеç тултарнă каччăсем уй хапхинченех тăван-пĕтенĕпе сывпуллашнă. Çамрăксене Канашран тÿрех Чулхула облаçне снайперсен шкулне вĕренме янă. Çичĕ уйăх хăнăхтарнă вĕсене çар йăли-йĕркине. Çакăн хыççăн вара çамрăк сержант тăтăшах пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă. I Украина фрончĕ, Гварди армийĕ, 93-мĕш стрелоксен дивизийĕ, 197-мĕш полк – çакă пулнă унăн пĕрремĕш çар çемйи.

Вăрçă çулĕпе салтак миçе çĕр çухрăм çуран утман-ши;

– Житомир хулине çитме 700 çухрăм çуран утнине паянхи пекех ас тăватăп. 14 сутка салтаксемпе пĕрле утрăмăр. Хулана çитиччен пĕр 40 çухрăм юлсан оборона йышăнтăмăр. 1943 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче наступление кайрăмăр. Питĕ пысăк çухату тÿсрĕмĕр эпир унта. Ротăри 78 çынтан 7-ĕн çеç сывă юлтăмăр! Йĕри-тавра юлташсем выртса юлчĕç. Питĕ хăрушă... Эпĕ те госпитале çаклантăм, – аса илчĕ ветеран чĕрере çырăнса юлнă вăрçăн пĕр кунне. Çак çапăçу хыççăн ĕнтĕ çар-комиссариатĕнчен Юрий Петрович Куцыпин пĕр çапăçура вилнĕ, ăна Украинăн пĕр ялне пытарнă текен хыпар тăван килне çитнĕ те. Юрать-ха вăл суя пулнă.

Госпитальтен сипленсе тухсан ăна офицерсен курсне вĕренме янă. Ун хыççăн каллех лейтенанта çапăçу, тупă-пăшал сасси кĕтсе тăнă. Çар чысĕпе взвод командирнех çитнĕ Юрий Петрович. Салтак яланах хушнă ĕçе тÿрĕ кăмăлтан, тĕплĕн, шанчăклăн пурнăçланă. Паян унăн салтак гимнастеркине пуянлатакан патшалăх наградисем, орден-медалĕсем шăпах вăл кăтартуллă салтак пулнине çирĕплетеççĕ те.

Вăрçă суранĕсем паян ветерана иртнĕ йывăр кунсене аса илтерсех тăраççĕ пулин те, хисеплĕ ватăн савăнма та сăлтавĕ пур. Шăпах çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕнче Валентина Николаевна мăшăрĕпе çемье çавăрса шăкăл-шăкăл пурăнма пуçлани 60 çул çитрĕ! Бриллиант туй ячĕпе вĕсене ачисем те, мăнукĕсем те, мăнукĕн ачисем те чун-чĕререн саламлаççĕ, пурте хăйсене аслă çул çине тăратнăшăн тав тăваççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика