ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН ШКУЛ ВĔРЕНЕКЕНСЕНЕ ПУÇТАРЧĔ

09 февраля 2008 г.

Нĕркеç вăтам шкулĕнче час-часах тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Акă, кунтан вĕренсе тухнă вы-пускниксемпе тĕл пуласси те йăлана кĕнĕ. Иртнĕ шăматкун савăнăçлă уява чылай выпускник пухăнчĕ. Вĕсем тăван шкула манманни савăнтарать. Уява шкул директорĕ В.В.Воронов уçрĕ. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов та тухса калаçрĕ. Л.И.Гладкова учитель-пенсионер шкула тĕл пулăва килни те савăнтарчĕ. Кашниех шкул вăхăтне аса илчĕ. Кунта пĕлỹ пухакансене тăрăшса вĕренме сунчĕç. Шкулта ăс пухни кайран пулăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Маша Максимова, Даша Волкова, Валя Лепешкина, Женя Ефремов, Коля Ефремов, Леня Кузнецов пурте аслă шкулсенче пĕлỹ пухаççĕ. Вĕренỹре шкулти пекех аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Экзаменсене, зачетсене те вăхăтра параççĕ. Вĕсем шкул пурнăçĕпе паллашма яланах хавас. Халĕ те иртнĕ кунсене аса илчĕç, вĕрентекенсене тарăн пĕлỹ панишĕн, пурнăç çулĕ çине кăларнишĕн чĕререн тав турĕç. Хăйсен вĕренĕвĕпе, кулленхи пурнăçĕпе те паллаштарчĕç. Интереслĕ самантсене аса илчĕç. Пурне те тăрăшса вĕренме сунчĕç. "Вĕренни - хамăршăнах",- терĕç вĕсем пĕр саслăн. "Волшебная шапка" вăйă йĕркелени те пурин кăмăлне кайрĕ. Кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕ. "Шире круг" вăйăра 11-мĕш класра вĕренекенсемпе сту- дентсем вăй виçрĕç. Хĕрỹ тупăшура вунпĕрмĕшсем ăстарах пулчĕç, çĕнтерчĕç. Выпусниксемпе тĕл пулни пурин кăмăлне те кайрĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен кăмăлĕсем те çĕкленчĕç. Çитес çул та уяв çỹллĕ шайра иртессе шанас килет, тĕл пулăва килекенсем те йышлăрах пулсан аван.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика