Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔРЛĔ ЫЙТУ ПĂХСА ТУХНĂ

22 декабря 2007 г.

Пирĕн районта черетлĕ информаци кунне ирттерме килнĕ пĕр ушкăн ЧР культурин, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Р.М.Лизакова ертсе пынипе Комсомольски ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Шăхран тата Виçпỹрт ялĕсен çыннисемпе тĕл пулнă май калаçу паянхи çивĕч ыйтусем тавра пулчĕ. Ку тăрăхра ĕçчен халăх пурăнать тесен те йăнăш пулас çук. 9 çын фермер пулса хуçалăх тытса пырать. 70 гектар е унтан та ытларах лаптăклă çĕрпе пĕлсе усă курасси, техникăна юсавлă ĕçлеттересси пĕртте çăмăл мар. Лартса туса илнĕ пахча-çимĕçе тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарасси те пуçа шухăшлаттармасăр пулмасть. ЛПХ кредичĕ пирки сăмах хускатсан, ял çыннисем юлашки вăхăтра унпа чылайăшĕ тĕллевлĕ усă курни палăрчĕ. Лупас-вите тума, ял хуçалăх техникине туянма, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме çак çăмăллатнă кредита илни алă çавăрса яма пулăшнине пĕлтерчĕç вĕсем. Министерство ĕçченне ял халăхĕ чылай ыйту пачĕ. Пăшăрхантараканни те самаях иккен пурнăçра. Строительство материалĕсен хакĕсем ỹссе пыни, ĕç тата пенси укçисем пĕчĕк пулни пысăк чăрмавсем кăларса тăратаççĕ. Ялсенче арçынсем çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен аякра ĕçлесе пурăнаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи пек туйăнать текенсем те пулчĕç. Хăшĕ-пĕри тата радио линийĕсене татнă хыççăн унăн сасси илтĕнменни пирки кулянать. Республика, район, уйрăмах ял хыпарĕсĕр юлаççĕ çынсем. Правительство çуртне çитермелли ыйтусене Роза Михайловна çырсах хучĕ. Çитес вăхăтра хуравсем пуласса шантарчĕ. Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ М.А.Кузьмин ертсе пыракан ушкăн Александровка ял поселенийĕнче пулса курчĕ. Ял çыннисемпе тĕл пулса вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланчĕ. Иртнĕ суйлава пĕтĕмлетрĕ. Паянхи кун ял халăхĕ еплерех шухăшсемпе пурăнни те ĕçлĕ ушкăна кăсăклантарчĕ. Кунта ытларах ватăсем пурăнаççĕ, ял çамрăкĕсем хулана туртăнаççĕ. Тĕп сăлтавĕ вара - ялта ĕç çукки иккен. Александровка ялĕнче моделлĕ библиотека ĕçлет. Унта çỹрекенсем йышлă. Валентина Потапова библиотекарь кунта çỹрекенсемпе яланах кăмăллă калаçать, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарать. Паянхи кун библиотека фондĕнче 6100 экземпляр кĕнеке. Çулталăкне вăтамран 530 вулакан вулав çуртĕнче пулать. "Уйрăмах ачасем йышлăн çỹреççĕ. 5-мĕш класра вĕренекенсем вулама юратаççĕ, хаçат-журналсемпе те паллашаççĕ. Ял поселенийĕ, спонсорсем пулăшнипе 11-13 экземпляр периодика изданийĕ çырăнатпăр",- терĕ библиотекарь. Ватăсем те туслă иккен вулав çурчĕпе. Акă, Валентина Филипповнăпа Иван Иванович Яковлевсем кашни эрнерех çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ. А.Алексеев, Ю.Зайцев, И.Егоров та кĕнекесемпе туслă. Ял çыннисемшĕн моделлĕ библиотека - чун савăнăçĕ. Халĕ кунта компьютер пур, интернетпа çыхăнма май пурри питĕ меллĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче те ĕç кал-кал пырать. Вĕренекенсемпе ачасем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ. Коллектив хăйсене шанса панă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлать. Кун-çул уттинчен юлмасăр, вĕренсе, çĕннине алла илсе малалла утаççĕ. Апла пулсассăн кунта çĕршыва юрăхлă ачасене пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. М.А.Кузьмин шкул пурнăçĕпе кăмăллă, вĕсен тăрăшулăхне те мухтарĕ. Малашне те çаплах ĕçлесчĕ. Михаил Александрович ял çыннисен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ, хăшне-пĕрне çитес вăхăтра татса пама шантарчĕ. Ял çыннисем информаци кунĕпе кăмăллă пулчĕç.Чунри пăшăрханăва уçса пани, хумхантаракан ыйтăвăн хуравне тупни вĕсен кăмăлне аванах çĕклерĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика