Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсем Хучашри миллионер-шкулта

19 декабря 2007 г.

Нумай пулмасть районти акăлчан чĕлхин учителĕсем Етĕрне районĕнчи Хучашри миллионер-шкулта пулчĕç. Сăмах май, асăннă шкул иртнĕ вĕренÿ çулĕнче РФ Президенчĕн В.Путинăн грантне – пĕр миллион тенкĕ укçа çĕнсе илнĕ.

Хĕрлĕчутайсем кунти учительсен вĕрентÿ методикипе тĕплĕн паллашрĕç, уçă уроксенче пулчĕç. Кăтарту урокĕнче вĕренекенсем “Манăн ял малашлăхĕ” проекта хÿтĕлерĕç. Вăл пĕтĕмпех акăлчанла пулса пычĕ. Кунти ачасем акăлчан чĕлхине юратса вĕреннине курса савăнтăмăр. Пуçламăш класра ют чĕлхене вĕрентессине мĕнле йĕркеленипе те паллашрăмăр.

Эпир Хучаш шкулĕ чăннипех пысăк гранта тивĕçлĕ тесе шутлатпăр: вĕрентÿ учрежденийĕ питĕ хăтлă, кашни класра компьютер комплектне вырнаçтарнă, шкул музейĕ пуян, çут çанталăк кĕтесĕ пурри кăмăла çĕклет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика