Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Офицер чысне ỹкермен

15 декабря 2007 г.

 ВАСАНТИ Владислав Митрофанов пĕчĕкренех çар офицерĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл çарпа патриотика темипе çыхăннă кĕнекесем вулама, кинофильмсем пăхма юратнă. Илемлĕ парад форми тăхăннă, хулпуççисем çине ылтăн пакунсем çакнă офицер урампа çăмăллăн утса иртнине курмассерен çăлтăрлă ĕмĕт çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕпленнĕ. Хăйĕн тĕллевĕ патне çирĕппĕн утнă май, Владик шкулта яланах лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, ỹт-пĕвне хĕрỹ спорт вăййисенче пиçĕхтернĕ. Куккăшĕ Н.А.Архипов, действительнăй çар службинчен лейтенант званипе таврăнса Васанти вăтам шкулта çар ĕçне вĕрентекенскер, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи чи сумлă профессисенчен пĕри пулни пирки ачасене час-часах ăнлантарни те унăн ĕмĕтне çунат кỹнĕ. _ Кукка, эпĕ районти ытти йĕкĕтсемпе пĕрле Томскри çыхăну аслă çар училищине вĕренме кайма шутлатăп... _ тенĕ пĕррехинче выпускной класра вĕренекен Владик. _ Санăн шухăшна ырлатăп, - хуравланă куккăшĕ. _ Çар çыннисем _ чăн-чăн арçынсем. Вĕсем халăхра та питĕ хисеплĕ. _ Хам та çаплах шутлатăп! 1994 çулта Васанти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Владислав Митрофанов районти 14 выпускникпа пĕрле Томскри çыхăну аслă çар училищине çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă тытса курсантсен йышне кĕнĕ. Çутă ĕмĕте пурнăçласа районти 15 çамрăк хĕрỹ вĕренĕве пуçăннă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан предметсемпе çар хатĕрленĕвĕн занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, çулсем сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. 1998 çулхи июль уйăхĕнче йĕкĕтсем курсантăн пакунне лейтенантăннипе ылмаштарнă. Владислав Митрофанов лейтенант Волгоград облаçĕнчи Камышино хулинчи çар чаçĕнче çыхăну взводне йышăннă. Пултаруллă командир подразделение пĕр çулталăкранах отличниксен йышне кĕртнĕ. Çакăншăн çамрăк офицера полк командованийĕ Тав çырăвĕ парса чысланă. Службăри хастарлăхшăн, взводăн çар хатĕрленĕвĕнчи çитĕнỹсемшĕн ăна срок çитмесĕрех аслă лейтенант званийĕ панă. Хăйĕн тивĕçне кунран-кун, çулран-çул тỹрĕ кăмăлпа, Устав тата Присяга хушнă пек туса пынă Владислав Митрофанов. Командир ĕçне яланах юратса пурнăçланă вăл, хăйĕн пурнăçне çар профессийĕпе çыхăнтарнăшăн нихăçан та ỹкĕнмен. Çурçĕр Кавказ регионне çар командировкине те кайса килнĕ, "За отвагу" медале тивĕçнĕ. Училище пĕтернĕ хыççăн 2 çултан пултаруллă офицера рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ. 2000 çулта, кĕркунне черетлĕ отпуска килсен, пĕр-пĕрне чунтан юратакан Владислав Митрофановпа Шăмăршăри Марина Кувшинова пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăксене савăнтарса 2001 çулта туслă çемьене хитре хĕр пĕрчи _ Оля _ килнĕ. 2002 çулхи июльте Владислав Митрофанов хăйĕн çемйипе Шăмăршă тăрăхĕнче черетлĕ отпускра пулнă. Отпуск хыççăн вăл тỹрех Чечня Республикине служба командировкине тухса кайнă... Марина_ юратнă мăшăрĕнчен, ашшĕ, Валентин Андреевич, амăшĕ, Антонина Александровна, - хăйсен ывăлĕнчен ăш саламлă çыру кĕтнĕ. Анчах ун вырăнне августăн 19-мĕшĕнче çар чаçĕнчен пăр пек сивĕ тата чуна çỹçентерекен хурлăхлă сăмахсемлĕ телеграмма çитнĕ... ... Пурăннă пулсан, кăçалхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Раççей Çарĕн мухтавлă офицерĕ Владислав Митрофанов 30 çул тултармаллаччĕ. Питĕ шел, вăл пиртен çирĕм тăваттăрах уйрăлса кайрĕ. Службăра мĕнле йывăр лару-тăру пулсан та çамрăк капитан чи малтанах хăйне шанса панă салтаксемпе сержантсем пирки шутланă, офицер чысне нихăçан та ỹкермен. Çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă хăюллă командирăн, "За мужество" орден кавалерĕн çутă сăнарĕ яланах пирĕнпе пĕрле пулĕ. И.МЕДВЕДЕВ.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика