Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç сакки сарлака

04 декабря 2007 г.

Штанаш вăтам шкулĕн музейĕнче кунтан вĕренсе тухнă, халĕ паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем пур. Вĕсем хушшинче çивĕч куçлă, хурарах кăтра çÿçлĕ хĕр ачана курма пулать. Аяла çапла çырса хунă: Раиса Бурина, 1966 çулта вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ...

Район центрĕнчен чи аякри ялта – Акташра çуралса ÿснĕ вăл. Уроксене кашни кунах тĕплĕ хатĕрленнĕ: вуланă, çырнă, шутланă. Хĕллехи вăрăм каçсенче ял хĕрринче пурăнакан Буринсен çуртĕнче урамалла ÿкекен çутă чылайччен сÿнмен. Ир тăрсан, ытти ачасемпе пĕрле савăнса-кулса шкула чупнă, çапла вунă çул сисĕнмесĕр иртнĕ.

Ялти хресчен-механизатор хĕрĕшĕн умра анлă çул уçăлнă. Çĕршыва, халăха усăллă професси суйласа илмелле. Хăш аслă шкула вĕренме кĕме тăрăшса пăхмалла; Чулхулари медицина институтне çул тытнă Рая. Ташша-кĕвве ытла хытă юратнăран-ши, юрла-юрла тухса утнă тăван килтен. Хăшĕ-пĕри тĕлĕнсе юлнă – ку хĕр çавăн пек канăçсăр вăхăтра та юрлама вăй-хăват çитерет.

Туйнă пулĕ çав чун-чĕри – аслă шкул алăкĕ уншăн яриех уçăлассине. Чăнах та, часах вăл чăн-чăн кĕнеке тĕнчине путать. Тус-юлташсем тупăнаççĕ, преподавательсен, профессорсен лекцисене сывламасăр тенĕ пек итлет. Пушă вăхăтра, паллах, хулан анлă та вăрăм урамĕсене тухать. Музей-театр таврашне те çитсе курма тăрăшать. Ока юхан шывĕн çÿллĕ çыранĕнче вырнаçнă Кремль халĕ те асран тухмасть.

Анчах... Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче ялти пурнăç япăхрахчĕ-ха. Колхозра ĕçлекенсем укçа-тенкĕ илейместчĕç, выльăх-чĕрлĕх усраса сутни кăна йывăрлăхран çăлкалатчĕ. Хула хĕрĕн вара лайăхрах тумланас килет. Шел, нимех те парайман Райăна килĕнчен. Ара, ун хыççăнхи йăмăкĕ-шăллĕсем кăна улттăн вĕт. Пĕринчен тепри пĕчĕк. Аслă шкулта вĕренме пуçланă кĕпепех чылайччен çÿреме лекнĕ ăна.

– Çапах нăйкăшса ларман эпĕ, – аса илет халĕ Раиса Ивановна Манина. – Лайăх та çирĕп пĕлÿ илме туртăннă. Чи йывăр профессисенчен пĕрне – ача-пăча врачĕн специальноçне алла илтĕм. 35 çула яхăн халăх сывлăхĕн хуралĕнче пултăм. Çав шутран 20 çул ытла Хĕрлĕ Чутайри тĕп больницăра тăрăшрăм. Кăçал тивĕçлĕ канăва тухрăм.

Вăл тăван района çаврăнса çитиччен Шупашкарти тата Муркашри больницăсенче тăрăшнă. Кирек ăçта та тухтăр тивĕçне чун-чĕри хушнă пек пурнăçласа пынă. Çакна аван пĕлсе тăнă – ун патне ашшĕ-амăшĕ чирлĕ ачине илсе пырать. Вĕсенчен пĕри, сăмахран, хăш тĕлтен ыратни çинчен лайăхах каласа кăтартма пултарать. Теприсем вара кăкăр сĕтĕнчен те уйрăлман. Ун пеккисен чирне те тупса палăртмалла, тĕрĕс диагноз лартмалла. Анализсемпе хытă ĕçлемелле, тухтăрăн асамлă вăйĕ кирлĕ. Çакăн пек чухне пĕчĕк пациентсен чирне çĕнтерме, вĕсене ура çине тăратма пулать.

Раиса Ивановна вăтам пÿллĕ, çаврака пит-куçлă хĕрарăм. Хăй çинчен каласа памах юратмасть. Тĕп больницăн ача-пăча уйрăмне нумай çул ертсе пынипе те мухтанмасть. Пĕрле ĕçленĕ сестрасемпе санитаркăсене ăшшăн аса илет.

Кашнинпе пĕр чĕлхе тупнă-çке. Хăйне пăхăнакансем ăна çур сăмахранах ăнланнă.

– Йывăр пациент пулсан канмалли куна та, килти ĕçе те пăхса тăман, – терĕ вăл. – Тухтăр пулăшăвĕнчен ачан пурнăçĕ, малашлăхĕ нумай килет-çке. Сывлăхĕ çирĕпленсен, ÿссе çитсен, тен, Президент пулать унран.

Раиса Ивановна хăйĕн ĕçне чунтан парăнса туса пынă, чирлисене кирек епле пулсан та пулăшма тăрăшнă. Вăл тухтăр профессине таса чĕрепе, ырă кăмăлпа суйласа илнĕ. Çавна май ĕçре вăхăт иртĕ те, хăвăртрах киле тухса чупас, текен шухăшпа пурăнман. Ăна çĕршыв пуянлăхне – ача-пăча сывлăхне шанса панă, çакăншăн яваплă пулнă вăл. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн ăна «СССР халăх сывлăхне сыхлас ĕç отличникĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Институтра илнĕ пĕлÿпех çырлахса ларман Раиса Ивановна. Вăл Шупашкарта, ытти пысăк хуласенче курссенче пулса çĕннине, малта пыраканнине вĕреннĕ. Тавра курăма анлăлатни вара кулленхи ĕçре самаях пулăшнă. Тен, çакă ÿсĕмсен çулне уçса пыма май панă та ăна. Ачасем вилесси чакнă районта. Кунта, паллах, ялсенчи фельдшерсен тÿпи те пĕчĕк мар. Халăхпа, йышпа тăрăшсан сăрт-тăва та тепĕр майлă çавăрса лартма пулать, теççĕ те.

Раиса Ивановна ĕçленĕ çулсенче тĕп больницăра ача-пăча уйрăмĕ лайăх уйрăмсенчен пĕриччĕ. Врач ирхи обхода тухсан чирлĕ пепкене итлесе-тĕрĕслесе пăхнипех лăпланман, амăшĕсенчен ыйтса пĕлнĕ, кирлĕ сĕнÿ-канаш панă. Ачана мĕнле апатсем çитерме юранинчен пуçласа ăна çуса-тасатса тăрасси таранах вĕрентсе каланă... Ачи сывалсан ашшĕ-амăшĕ тухтăра чĕререн тав тунă, ăшă сăмахсем каланă. Халăх кăмăлĕ пуринчен аслă.

Раиса Ивановна октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче хăй çуралнă кунне паллă турĕ. Çĕр çинче вăл 60 çул пурăнать. Сахал мар темелле. Ачисем те çын пулнă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Акă, Алеша ывăлĕ предприниматель. Таня хĕрĕ амăшĕн çулĕпе кайнă. Вăл 1997 çулта Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Мускаври пĕр больницăра вăй хурать.

– Пурнăç сакки сарлака, – тет Раиса Ивановна. – Çыннăн чечек çинчен чечек çине вĕçсе çÿрекен лĕпĕш пек пулмалла мар. Кирлĕ профессие çамрăклах суйласа илмелле. Унпа ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлемелле.

Кун çумне урăх мĕн хушса калăн?

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика