Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă ентеше халалланă чупу

08 сентября 2007 г.

Сентябрĕн 5-6-мĕшĕсенче пирĕн район территорийĕнче Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Г.Николаев космонавт летчик çуралнăранпа 78 çитнине халалланă республикăри çăмăл атлетсен IV чупăвĕ иртнĕ.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Атнарти вăтам шкулăн çăмăл атлечĕсем Саланчăк патĕнче Çĕмĕрлери спортсменсенчен эстафетăна йышăнса Атнара çити чупнă. Кунта вĕсенчен эстафетăна Хĕрлĕ Чутайри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çăмăл атлечĕсем илнĕ. Вĕсем Хĕрлĕ Чутай салине çити чупнă.

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче çăмăл атлетсен чупăвĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнтерÿ лапамĕнчен пуçланнă. Хĕрлĕ Чутайри, Мăн Этмен, Хусанушкăнь, Штанаш, Çĕн Атикасси шкулĕсенчи çăмăл атлетсем “Малиновка-Хусанушкăнь-Кив Атикасси-Çĕн Атикасси” маршрутпа чупнă. Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем 5 километра яхăн чупнă хыççăн эстафетăна Элĕк районĕнчи спортсменсене панă.

Çăмăл атлетсен чупăвĕ вăхăтĕнче çамрăк спортсменсемпе пĕрле шкул автобусĕсем, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ тата васкавлă пулăшу пулнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика