Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАНМАН САНА, АЛМАНЧĂ

20 июня 2007 г.

 

Тăван ялăм, санран çывăх кĕтес пур-ши çĕр çинче? Тỹрĕ те таса урамсем, лапсăркка йăмрасем, мăнаçлăн ларакан чиркỹ, кĕрхи кăмпасем пек çĕкленекен капмар çуртсем _ çакă мар-и вара вăл чăн-чăн илем? Мĕне тăрать тата хула шавĕнчен ывăнса таврăнсан ял сывлăшĕпе сывлани, ял сăнĕпе куçа кантарни! Çапла тунсăхлатăп саншăн ман çуралнă ялăм, Алманчă.

Мĕнле пуçланса кайнă-ха пирĕн ял? Алманчă ял историйĕн кĕнекинче И.Я.Тенюшев "Тутирекпе Севкке" ятлă илемлĕ истори халапĕ хайланă. Манăн çак халапа кĕскен çеç аса илес килет. Ял çумĕпе ỹсекен хыр вăрманĕнче, малти вăрман еннелле, Севкке лапамĕ пур. Çак вырăнта хăйсене валли хỹтлĕх тупнă пулать пĕр-пĕрне килĕштерекен пуян çемьере çуралнă Тутирекпе хресчен тимĕрçĕ хĕрĕ Севкке. Анчах вăрманта нумай тăраймаççĕ вĕсем, ỹпресем аптратса çитернипе Шăнкăртам юхан шывĕ урлă каçса хальхи Русак касси тĕлĕнче çĕр пỹрт тăваççĕ те унта пурăнаççĕ. Вĕсен икĕ ывăл _ Турайпа Тумиле çуралать. Çавсене ĕнтĕ эпир Алманчă ялне никĕслекенсем тетпĕр.

 Пирĕн ял çĕрĕ çинче историне кĕрсе юлнă вырăнсем тата темиçе. Хăрахкас урамĕнчен хире тухсан, сулахай енне пăрăнакан çулпа кайсан, айлăмрах вырнаçнă Пỹле çырмине çитсе тăратăн. Унта халĕ пĕве, йĕри-тавра темиçе çул ỹсекен капмар хăвасем лапсăртатса лараççĕ. Ас тăватăп-ха, пĕчĕк чух, çуллахи кунсенче, çуранах Пỹлене чупаттăмăр, шыва та кĕнĕ, пулла та çỹренĕ пуль, анчах каялла таврăннă чухне пытана-пытана колхоз хирĕнчи пăрçана "вăрласа" килнисем халĕ те куç умĕнчех. Мĕншĕн Пỹле çырми тетĕр-и? Сĕм авалта çак çырмаран тăварахра çар пуçлăхĕ "Пỹлер" тăнă тет. "Пỹлер", "Биляр" сăмах пăлхарсен чĕлхинче çар пуçлăхне _ арçынна пĕлтернĕ.

Пỹле çырминчен тăварах хăпарсан, Чăкăрчек сăрчĕ пур. Çак вырăнта Алманчă паттăрĕ Чăкăрчек Хусан ханĕн ирсĕрĕсемпе паттăрăн çапăçнă тет. "История Чувашской АССР" кĕнекере Вырăс тата Хусан çарĕсем çĕр çул ытла Чăваш Ен çĕрĕсем çинче тытăçнисене тĕплĕн сăнласа кăтартнă. Шкулта вĕреннĕ чухне истори урокĕ вăхăтĕнче В.В.Волков учительпе Чăкăрчек вырăнне вăрçă хатĕрĕсене шырама çул тытнăччĕ. Ĕлĕкрех вăл тăрăхра окопсен ишĕлчĕкĕсем те палăрнă тет. Халĕ унта тухăçлă хир сарăлса выртать.

Алманчăн çурçĕр хĕвеланăç енче Тимĕрле вырăнĕ пур. Ку тата мĕнле историрен-ши? Ватăсен сăмахĕсене ĕненсен, унта Уксах Тимĕр (Тамерлан) е вăл янă çар тăнă теççĕ. Историксем каланă тăрăх, Тамерлан çарĕсем кăнтăр енчен иртсе пынă. Темĕнле çав, историн версийĕсен вĕçĕ те çук.

Малалла, Алманчăн историйĕпе паллаштарнă май, çакна та манса хăварам мар. Пирĕн яла Алманчă сали теççĕ. "Сала" тени çак ялта сĕм авалтанпах чиркỹ пулнине пĕлтерет. Паянхи чиркỹ 1997 çултанпа ларать (1995 ç. тума пуçланă). Халăх Киреметрен уйрăлас шутпа, пирĕн ялта пĕрремĕш чиркĕве 1905 çулта хута янă тет. Вăл вăхăтри Киремет вырăнĕ _ хальхи вăхăтри малти вăрман енче. Иртнĕ ĕмĕр çулĕсенче пĕрремĕш чиркỹ тунă хыççăн, чăваш ял халăхĕ мăнастир та лартма шут тытнă, анчах тĕпĕпех пурнăçласа çитереймен. Паянхи кунччен вара мăнастир çăлĕ çеç сыхланса юлнă. Ăна хăй вăхăтĕнче манахсем пура ярсах тунă тет.

Çакăн пек историне кĕрсе юлнă вырăнсем пур пирĕн ялта. Вĕсем пĕтĕм ялтах пур ĕнтĕ, анчах кашнийĕнех хăйĕн историйĕ, хăйсен халапĕ...

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика