Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен кунĕ пурне те савăнăç кỹчĕ

02 июня 2007 г.

Киров поселокĕнче Çамрăксен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак уява çамрăксем те, ваттисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Мĕншĕн тесен унта спорт вăййисем иртеççĕ. Кашни çыннăн хăйĕн пултарулăхне унта тĕ-рĕслесе пăхма май пур. Çемьеллисем, акă, футболла выляма хавас. Çак кун вара вĕсем яланах çамрăксемпе ăмăртаççĕ. Кăçалхи ăмăртура çамрăксемпе авланнисем хушшинчи вăйă 2:2 шутпа вĕçленчĕ. Ăмăртусенче хуларан яла канма килнисем те айккинче тăмарĕç. Ял çыннисем хаваспах, пысăк çĕкленỹпе волейболла вылярĕç. Пурте пĕрремĕш вырăна çĕнсе илес тесе тăрăшрĕç. Акă, сăмахран, çỹллĕшне Валерий Лукин 1.55 м. сиксе мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăна Эдуард Григорьев тивĕç пулчĕ. Тăршшĕне сиксе вара Андрей Можаев пĕрремĕш вырăн (4.60 м) йышăнчĕ, А.Долгов (4.50 м) 2-мĕш вырăна алран вĕçертмерĕ, Ю.Долгов (4.45 м.) виççĕмĕш пулчĕ. Михĕпе çапăçса ачасем хушшинче А.Вековпа И.Каюков мала тухрĕç. Эстафета йĕркелени те ачасемшĕн усăллă пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесем парса чысларĕç. Çак уява Ирина Григорьева тĕплĕн хатĕрленсе, йĕркелесе пычĕ. Нина Григорьева сутуçă таварпа тивĕçтерес енĕпе тăрăшса ĕçлерĕ. Малашне те çапла пĕрле пухăнса савăнасчĕ. Спортра хамăра хамăр тĕрĕслесчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика