Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке _ пĕлỹ çăл куçĕ

28 мая 2007 г.

 

Вăрçă чарăннă ĕнтĕ. Унта кайнă çамрăксем киле таврăнса пынă май ватăсемпе пĕрле ял пурнăçне çĕнетсе çĕклес шухăшпа пурăнма пуçлаççĕ.

Йывăрлăха майĕпен чăтса ирттерсе пынă. Ленин ячĕллĕ колхоз вăрçă хыççăн 1947 çулта пĕрремĕш хут халăха ĕç кунĕ тăрăх çичĕ кĕрепенкке (2 килограмм та 800 грамм) сĕлĕ уйăрса пама пултарнă.

Хут пĕлменлĕхе пĕтерессишĕн

Ачасене вĕрентекен учительсем те кунне-çĕрне пĕлмесĕр шкула çỹреме çул иртнĕ хут пĕлмен çынсемпе ĕçлеме тытăннă. Вĕсен девизĕ "Кĕнекене юратăр _ вăл пĕлỹ çăл куçĕ" пулнă. Кашни вĕрентекене вуншар çын уйăрса панă. Пĕчĕккĕн вĕренỹ курсне çỹрекенсене вулама-çырма пĕлни çинчен хут панă. Çак ĕçре П.Иванов, Е.Павлова, В.Куцыпина, П.Волков, А.Хлебников, Р.Миллина учительсем пысăк вăй хунă.

Алманчă ялĕнче 1918 çулта 4 çынран тăракан парти ячейки йĕркеленнĕ. Çĕнĕрен вăл 1945 çулта чăмăртаннă. Г.Хитров парти членне 1941 çулта кĕнĕ. А.Карсаков Патăрьелĕнчи çамрăк коммунистсен шкулĕн пĕрремĕш группăри выпускникĕ пулнă. Парти членне 1944 çулта кĕнĕ. А.Антипов тулли мар вăтам шкул пĕтернĕ. Парти членне 1945 çулта кĕнĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме пултарнă. Ялта комсомол организацине йĕркелесе, вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăнă. Çак ячейка тăрăшнипе 1948 çулта Алманчă ялĕнче вулав çурчĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна ертсе пыма А.Матреева тата О.Волков комсомолецсене хушнă. Çак ĕçе комсомол порученийĕпе тỹлевсĕр пурнăçланă.

Аслисем хушнипе

1952-1953 çулсенче Патăрьел районĕнче вулав çурчĕсенчен тỹлевлĕ библиотекăсем уçма пуçланă. Çавна пула Алманчăри парти ячейки июль уйăхĕнче рекомендаци çырса мана районти культура пайне кайма хушрĕ. Культура пайĕнче Ф.Мефодьева ĕçлетчĕ. Вăл хаваспах июлĕн 31-мĕшĕнче ял библиотеки уçăлни тата ăна ертсе пыма мана шанни çинчен приказ çырчĕ. Эпĕ вара О.Волковран 180 кĕнекеллĕ вулавăш йышăнса юлтăм. Пĕрремĕш тỹлевлĕ библиотекарь пулса тăтăм. Библиотекăн пĕр патефон тата ун çумне пилĕк пластинка пурччĕ: виççĕшĕ _ Сталин доклачĕсем, иккĕшĕ _ юрăсем, пĕри _ "Амурский вальс" кĕвви.

Феоктиста Максимовна малтанхи кунран пуçласах библиотека фондне пуянлатасси пирки тĕллев лартрĕ. Çавна пула учительсемпе килĕрен çỹреме тиврĕ. Н.Антиповăн, Б.Павловăн, А.Павловăн, И.Сафинăн, П.Ивановăн тата ыттисен çак ĕçре тỹпи пысăк пулчĕ, кашниех вуншар _ вун пилĕкшер кĕнеке парнелеме пултарчĕç. В.Матреев шофер 9 томлă В.И.Ленин сочиненине парнелерĕ. Комсомолецсем кĕнеке пухма пуçăнчĕç. М.Волкова ырăпа асăнса хăварас килет. Çапла майпа эпир библиотека фондне пĕр пин ытла кĕнекепе пуянлатрăмăр.

Библиотека ĕçне тунисĕр пуçне спектакльсемпе, концертсемпе час-часах ют ялсене (Начар Упи, Кзыл Чишма, Шăмалак (Елчĕк), Чĕпкас (Шăмăршă районĕсем) çỹренĕ. Ку ĕç учительсемпе комсомолецсен тивĕçĕ шутланнă. Куçса çỹрекен киносем ĕçленĕ. Колхоз правленийĕ пулăшнипе ĕне, сысна, сурăх фермисенче пĕчĕк кĕнеке çỹлĕкĕсем тутарнăччĕ. Вĕсенче 20-30-шар кĕнеке тытăнса тăр:атчĕ. Кашни 2-3 эрнерен вĕсене урăххисемпе ылмаштарса тăнă.

Концертсем, спектакльсем умĕн вулакансем е учительсем вунă-вун пилĕк минутлăх район хыпарĕсемпе е çĕнĕ кĕнекесен аннотацийĕпе паллаштарасси йăлана кĕнĕччĕ.

Фонда ỹстерме бибколлектор та пулăшрĕ, вĕсемех çĕнĕ кĕнекесен аннотацине ярса парса тăчĕç. Фонд 5 пине те çитрĕ, çавна май библиотека валли ял совет çуртĕнче пысăкрах пỹлĕм уйăрса пачĕç.

1957-1959 çулсенче Тутар Республикине кĕрекен Елабуга хулинчи библиотека техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм. Халĕ ĕнтĕ умма ялта тата Кзыл Чишмара алфавитлă тата систематика каталогĕсем тăвас тĕллев ларчĕ. Ку енĕпе Патăрьелĕнче ĕçлекен А.Уфукова пулăшрĕ.

Библиотекарĕн уйăхри ĕç укçи 40 тенкĕ анчахчĕ, çавна май 1963 çулхи авăн уйăхĕнче шкула ачасене вĕрентме куçма тиврĕ. Ман хыççăн библиотекарь пĕлĕвне илни Т.Каруева çеçчĕ. Вăл 1994 çулта ĕçе кĕнĕренпе паянхи кунчченех ĕçлет.

 Вулавăш халĕ тĕслĕхлĕ

2005 çулхи август уйăхĕнче библиотекăна тĕслĕхлĕ ят пачĕç. Кунта халь компьютер, принтер, сканер, телевизор, видеоплеер пур. Фондра 11333 кĕнеке шутланать. Вĕсенчен 2772-шĕ чăвашлисем. Пỹлĕмĕсем çутă та ирĕк, чỹречисем çинче _ чечексем. Вулав пỹлĕмĕнче кирек кам та кирлĕ информаци илме пултарать: тĕрлĕрен диск, видеокассетăсем, энциклопедисемпе справочниксем нумай. "Вулакан кĕтесĕ", "Пенсионер кĕтесĕ" ĕçлет. Ял тăрăхĕн администрацийĕн нормативлă акчĕсемпе паллашма май пур. "Ача çулталăкне" халалласа стенд хатĕрленĕ. Кĕçĕн çулхисем валли _ "Маленькие шедевры для маленьких читателей", аслисене _ "Литературăри çĕнĕлĕхсем" хатĕрленĕ çỹлĕксем çинчи кĕнекесем улшăнсах тăраççĕ. Чăваш Республики çинчен пуçтарса хăйне пĕр кĕтес тунă. Библиотека çырăнса илекен хаçатсем: "Хыпар", "Тантăш", "Çамрăксен хаçачĕ", районта тухакан "Авангард"; журналсем: "Самант", "Тăван Атăл", "Капкăн".

Библиотекăра тĕрлĕ мероприяти иртет: вулав конференцийĕсем, викторинăсем, уявсене халалласа конкурссем пулсах тăраççĕ. Шкулта вĕренекенсем тĕрлĕрен реферат валли усă курма материал шырама килеççĕ. Библиотекăран никам та хăйне кирлине тупмасăр каймасть: пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшать Татьяна Владимировна.

 Вулакансен шучĕ _ 505 çын.

Иртнĕ тапхăрта ĕçленĕ юлташсене асăнса хăварас килет: Н.Никифоров (1964-1967); Ю.Куцыпин (1955-1957); Т.Карсакова (1968-1969); А.Хитров (1970-1971); В.Батанова (1972-1973); Т.Карсакова (1974-1975); С.Фролова (1976-1979), С.Еремеева (1980-1984); Н.Артемьева (1985-1986); Т.Краснова (1987-1990); Ю.Волков (1991-1992); А.Горбунова (1992-1993). 2008 çулхи август уйăхĕн пĕрремĕшĕнче вулав çуртне уçни _ 60, библиотека ятпа ĕçлекен çурта уçни _ 55 çул çитет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика