Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

08 мая 2007 г.

 

1418 кунпа çĕр Çурçĕрти пăрлă океантан пуçласа Хура тинĕс патне çитиччен сарăлнă фронтсенче пирĕн ентешсем _ ĕнерхи колхозниксем, учительсем пехотăра, артиллеринче, авиацире автоматчик, снайпер, пулеметчик, минометчик, артиллерист, разведчик, связист, танкист, сапер, летчик, санитар... пулса фашистсемпе çапăçнă. Мускав, Сталинград патне çитиччен чакма тивнĕ вĕсене.

Пирĕн Туçаран та вăрçа кайнă 228 ентешрен 102-шĕ тăван киле таврăнайман. Вĕсен пурнăçне пуля е мина-снаряд-бомба ванчăкĕ татнă, теприсем тыткăна лексе лагерьсенче выçăхса тата патак çисе вилнĕ. Вилнисенчен вун пĕрĕшĕ хĕвеланăçĕнчи чикĕсене вăрă-хурахла тапăнса кĕрекенсенчен сыхласа пуçне хунă, Мускавшăн пынă çапăçусенче _ 8, Сталинградшăн _ 4, Курскпа Орел патĕнчи вутлă ункăра _ 6, Ленинграда хỹтĕлесе _ 8, Хĕвел тухăç Европăри çĕр-шывсене ирĕке кăларнă чухне 74 ентеш вилнĕ. Çапла вара 71 салтак арăмĕ упăшкасăр, 216 ача ашшĕсĕр тăрса юлнă.

Вăрçă Кузьма Митрофанович Петровпа ун виçĕ ывăлне (Дмитрий, Николай, Семен), Владимир Николаевич Тестовăн виçĕ ывăлне (Андрей, Гурий, Тихон), Трифон Макарович Румянцевăн икĕ ывăлне (Иван, Михаил), Дмитрий Семенович Жуковăн икĕ ывăлне (Семен, Макар), Василий Кириллович Маньковăн икĕ ывăлне (Илья, Вячеслав) тата ыттисене те вăхăтсăр пурнăçран уйăрнă...

Тăван çĕр-шывăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă 8 ентеше Мухтав орденĕпе, 22 çынна Отечествăлла вăрçă орденĕн I степенĕпе, 18 çынна Отечествăлла вăрçă орденĕ II степенĕпе, 12 çынна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 12-шне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, 11-шне "За отвагу", 19-шне "За боевые заслуги", 126-шне "За победу над Германией", 18-шне "За победу над Японией", 368-шне "За доблестный труд в годы Великой Отечественной войны" медальпе наградăланă.

Вăрçăра вилнĕ ял-йыша асăнса "Ĕмĕр-ĕмĕр пирĕнпе пурăнччăр" тесе кашнин ятне, ялне уйăрса мрамор плитасем çине çырнă пысăк палăк-монумент лартнă. Паттăрсен ячĕ нихăçан та çухалмĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика