Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăх сукмакĕпе

09 апреля 2007 г.

 

 Çĕр çинче пурăнатпăр пĕрре, _ çапла каланă сăмахсем пур пĕр чăваш юрринче. Чăннипех те çапла. Пĕрисем ашшĕ-амăш ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсем ăсталанă çурт-йĕре малалла тăсассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ, теприсем вара тăван килтен уйрăлса тухса йăва çавăраççĕ, ачаранах йывăр ĕçре пиçĕхеççĕ. Мĕн калăн, пурнăç сукмакĕ кашнин тĕрлĕрен. Шăпи-ăраскалĕ те ăрасна.

Алманчăри Лидия Ивановнăпа Виталий Георгиевич Прокопьевсем хăйсен шăпине çамрăкранах çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăранах-тăр ачисенче те çак туйăма пĕчĕкренех вăратнă. Асли çине уйрăмах ытларах тиеннĕ. Зоя хăйĕнчен кĕçĕннисене пăхнипе пĕрлех яшки-çăкăрне те пĕçернĕ, пахчара та ĕçленĕ. Аслăрах классенче çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз ĕçне çỹренĕ, çырлана, кăмпана та чупнă. Çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Çавăнпах-и ял пурнăçне шутсăр килĕштернĕ. Алла аттестат илсенех "Ленинец" колхозра стройкăра ĕçлеме пуçланă. Ун чухне шăпах "Хурăнлăх" ĕне-выльăх комплексĕн çурчĕсене çĕкленĕ. Ĕç алли кирлĕрен каменщик, штукатур-малярсене те вырăнтах хатĕрленĕ. Çапла Зоьăпа хĕр-тантăшĕсем кĕске хушăрах кирлĕ профессиллĕ пулса тăнă. Комплекса хута ярсан колхоз правленийĕ строительсене Мускава 6 уйăхлăха ĕçлеме янă. Ăсталăх туптансах пынă. Паллах, хулана та юлма май пулнă. Анчах Зоьăна тăван вырăнсем каяллах туртнă. Улăх-çаран, вăрман куçĕ умĕнчен кайман. Тăван ялта тĕпленсе çак профессипех ĕçлеме тĕв тунă вăл.

Анчах Анат Туçа каччипе, Борис Плешковпа паллашни хĕр пурнăçне тепĕр май çавăрса янă. Туслăх юратăва куçнă. Часах Зоя çак ял кинĕ пулса тăнă. Кунта çĕнĕ çынна "Гвардеец" колхозăн сысна фермине ĕçлеме чĕннĕ. Çапла çĕнĕ профессине хăнăхма тивнĕ. Зоя Пласкина, Таисия Астраханцева, Зоя Самарина вĕрентсе, усăллă канашсемпе пулăшса пынăран йывăрлăха туйсах кайман. Улттăн вăй хунă вĕсем кунта, кашниех 14-шар ама пăхнă. Сысна ферми районта та лайăххисен шутĕнче пулнă. Çавна май парнисене те, чыс-хисепне те пĕрре мар тивĕçнĕ.

 "Гвардеец" хуçалăх пилĕк пая пайланса Анат Туçара "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕ туса хурсан Зоя Витальевнăна правленине чĕнтернĕ, çĕнĕ ĕç кĕтнине пĕлтернĕ. Ку хыпар хĕрарăмшăн кĕтмен-туман çĕртен пулнăран çухалсах кайнă.

_ Шанаççĕ пулсан, тỹрре кăларасчĕ, _ тенĕ вăл пĕр хумханса, пĕр именсе.

_ Такăнса ỹкме памăпăр, пулăшăпăр, _ хавхалантарнă хуçалăх ертỹçи В.Кузнецов. Ун сăмахне В.Щукина тĕп зоотехник та çирĕплетнĕ.

Зоя Витальевна хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтермен. Вунă çул ытла ертсе пырать вăл 15 çынлă коллектива. Сысна ферми районĕпех паллă. Кунта шултра, шурă ăратлă сысна ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Çулленех районти, Ульяновск, Тамбов, Оренбург облаçĕсене, Тутар, Мордва республикисенчи хуçалăхсене ăратлă сыснасем сутаççĕ. Иртнĕ çулта çеç сысна ферминчен хуçалăх кассине 1 млн. 249 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ. Кĕтĕве çĕнетсех тăраççĕ, сыснасен шутне ỹстерсех пыраççĕ.

Иртнĕ çул ăнăçлă вĕçленнĕ. Мĕн шухăшланине алла илнĕ. Заведующин çав-çавах канăç çук, вăл сыснасене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарасси, продуктивлăха ỹстересси пирки пуçне ватать, çĕннишĕн ăнтăлать.

Ĕçри кăтартусемшĕн панă наградăсем те чылай унăн. Сысна пăхнă вăхăтра "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ята та темиçе хутчен çĕнсе илнĕ. "Чи лайăх ферма заведующийĕ" те пулнă. Ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе, дипломĕсемпе те чысланă.

Зоя Витальевнăпа Борис Федоровичăн килти хуçалăхĕ те çирĕп. Тĕп килрен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă, 3 ывăл çитĕнтернĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Плешковсен ывăлĕсем те ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Федор Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕ хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет, Патăрьелĕнчи перекет банкĕнче ĕçлет. Владимир та çак академинчи агрономи факультетĕнче ăс пухать. Алексей çемьеллĕ, ГАИнче вăй хурать, ачи те пур.

Килте халь Зоя Витальевнăпа Борис Васильевич, хунямăшĕ тата Федя пурăнаççĕ. Пăянамăшĕпе Зоя 24 çул юнашар пурăнса та вăрçăнса, харкашса курман. Мĕн пур ĕçе пĕрле канашласа тăваççĕ. Ялти ытти çынсем пекех выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, кишĕр, севок сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.

 Килĕшỹллĕ çемье, _ теççĕ Плешковсем пирки ялта. Шкултан вĕренсе тухсан хăйĕн телейне ялта тупма шутланă Зойăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Халĕ уншăн Анат Туçа тăванран та тăван. Кунта унăн çемйи, юратнă ĕç, тус-тантăшĕ, ял-йыш. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн. "Коллектив чысне çỹлте тытасчĕ, килĕштерсе ĕçлесе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвасчĕ", _ тет вăл.

Кашни çын пултараймасть-çке çапла! Тен, урăхла пурăнма пĕлменни ăна малалла талпăнма хистет. Пултарулăх çăл куçĕ малалла та ан иксĕлтĕрччĕ унăн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика