04 апреля 2007 г.
ÇĔНТЕРŸÇĔСЕМ - ЯМАШСЕМ
Иртнĕ эрнере районта шкул ачисен Спартакиади шучĕпе волейбол ăмăртăвĕсем пуçланнă. Зонăри вăйăсем Вăтапуç, Ухман шкулĕсенче, Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ. Арçын ачасен 19 команда, хĕрачасен 17 команда мала тухассишĕн тупăшнă. Кашни зонăран финала икшер команда тухнă.
Çавăн пекех Шăхасанта, физкультурăпа спорт комплексĕнче, районта мала тухассишĕн финалти вăйăсем иртнĕ. Ямаш, Янкăлч, Çĕнĕ Чалкасси, Пайкилт, Сиккасси, Вăтапуç вăтам шкулĕсен командисем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пулнă. Çапах та ямашсем янкăлчсене 2:1 шутпа çĕнтерсе малти вырăна çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Янкăлч вăтам шкулĕн команди, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсенче - Çĕнĕ Чалкасси тата Пайкилт командисем.
Ямаш вăтам шкулĕн командин йышĕнче Андрей Стеклов, Иван Стеклов, Эдуард Александров, Константин Александров, Андрей Осипов, Алексей Емельянов, Андрей Якимов вылянă. Ачасене ăмăртăва хатĕрлекенĕ - Сергей Артемьев физкультура учителĕ.
И.ИЛЬИНА.