Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АФГАН ПАТТĂРНЕ ХАЛАЛЛАСА

10 марта 2007 г.

 Виктор Тумаков Тăманлă Выçли ялĕнче 1966 çулта çуралнă. 1982 çулта вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Çав çулах салтака кайнă. Афган вăрçинче 1982-1984 çулсенче пулнă. Тăван яла таврăнма нумаях юлман, анчах та 1984 çулта çапăçура паттăр пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. 1989 çултан пуçласа ун ячĕпе пирĕн шкулта волейбол вăййи ирттерме пуçланă. Нарăс уйăхĕнче волейбол турнирĕ йĕркелерĕç. Районти афганецсен совечĕн председателĕ В.Н.Гаврилов ăмăртăва сăмах каласа уçрĕ. Тăхăр команда пуçтарăнчĕ. Шкул ачисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шурут шкул ачисем тухрĕç, иккĕмĕш вырăна - тăманлăвыçлисем, виççĕмĕш вырăна - анаттимĕрчкассисем. Организацисенчен килнĕ командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шурут команди, иккĕмĕш вырăна Урмаел, виççĕмĕш вырăна Тăманлă Выçли команди йышăнчĕ. Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 4 шкултан çĕре яхăн çамрăк спортсмен вăй виçрĕ. Арçын ачасем 6, хĕрачасем 4 виçе категорийĕнче тупăшрĕç. Ăмăртăва уçнă çĕре Тукай ял поселени пуçлăхĕ П.А.Муллин, Ю.Н.Емельянов тĕп судья, Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕн тренерĕ В.Х.Денисов, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Е.Г.Басников тата ыттисем те хутшăнчĕç, кĕрешекенсене ăнăçу сунчĕç. Малтанах 32 килограмм таякан арçын ачасем кавир çине тухрĕç. Кунта Р.Козлова (Анат Тимĕрчкасси) çитекенни пулмарĕ. Вăл пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене те çак шкултан килнĕ Н.Парфеновпа Е.Козлов йышăнчĕç. 34 килограмлă виçере те тупăшу çивĕч иртрĕ. 1-мĕш вырăна С.Леонтьев (Анат Тимĕрчкасси), 2-мĕш А.Андреев (Тăманлă Выçли), 3-мĕш Д.Сейфуллин (Комсомольски) тухрĕç. С.Данилов, М.Анисимов (Анат Тимĕрчкасси), Тăманлă Выçлинчи А.Кочанов 38 кг виçеллисем хушшинче 1_3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Часах кавир çине 48 килограмлă арçын ачасем те тухрĕç. Кунта 1-мĕш А.Наумов (Аслă Чурачăк), 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Д.Мурзаевпа И.Краснов (Тăманлă Выçли) пайларĕç. 54 килограмлисем хушшинче Тăманлă Выçлири С.Тумаков, С.Перьев 1-2 мĕш вырăнсене йышăнчĕç, 3-мĕш вырăна вара Аслă Чурачăкри Р.Хамидуллин илчĕ. Вĕсем хыççăн кавир çине 58 кг виçери ачасем тухрĕç. 1-мĕш А.Волков (Аслă Чурачăк), 2-мĕш В.Семенов (Анат Тимĕрчкасси), 3-мĕш А.Фадеев (Тăманлă Выçли) пулчĕ. Хĕрачасем хушшинче те хĕрỹ тупăшу иртрĕ. Тăманлă Выçлири М.Егорова (28 кг), О.Полякова (43 кг), Н.Шурбина (55 кг), Анат Тимĕрчкассинчи У.Данилова (31 кг) спортсменсем мала тухрĕç. Çавăн пекех Е.Никифорова (Анат Тимĕрчкасси), О.Николаева (Тăманлă Выçли), В.Бархонова (Тăманлă Выçли), И.Андреева (Анат Тимĕрчкасси), А.Тумакова (Тăманлă Выçли), Е.Николава (Анат Тимĕрчкасси), М.Павлова (Комсомольски), И.Николаева (Анат Тимĕрчкасси) хăйсен виçисенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Кавир çине тупăшма чи пысăк виçеллисем те тухрĕç. Вĕсем хушшинче те кĕрешỹ хĕрỹ иртрĕ. Д.Фадеев, И.Алексеев, Н.Тумаков (Тăманлă Выçли) 1-3 вырăнсене пайларĕç. Çак кĕрешỹре Л.Кураковăпа В.Костригина та асăнса хăвармалла. Вĕсене "За волю к победе" грамота парса чысларĕç. Тăманлăвыçлисене тăван стенасем те пулăшрĕç пуль çав, команда тытăçура çĕнтерчĕ (тренерĕ Ю.Н.Емельянов). 2-мĕш вырăнта - Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕн команди (тренерĕ В.Х.Денисов). 3-мĕш вырăна Комсомольскисем тухрĕç (тренерĕ Н.В.Краснов). Кĕрешекенсене парне, грамота тата вĕри апат çитерес тĕллевпе спонсорсем М.А.Киргизов, Л.А.Киргизов, "Пайгас" ЯХПК, В.И.Николаев, Тукай ял поселенийĕ пулăшрĕç. Судьясем В.Х.Денисов, Н.В.Краснов, Н.В.Самарин, Е.Г. Басников, Ю.Н.Емельянов кĕрешекенсене тĕрĕс хакларĕç. Е.М.Краснова ял фельдшерĕ ачасене вăхăтра пулăшу пачĕ. Ăна тав сăмахĕ калас килет. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика