Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинчи инкек

03 марта 2007 г.

Çул-йĕр çинчи инкексем водительсене пула анчах мар, çуран çÿрекенсен айăпĕпе те чылай пулаççĕ. Акă, нумай пулмасть «Элĕк - Кив Атикасси - Сура» автоçул çинче Хусанушкăнчи тĕп шкулта 6 класра вĕренекен Ольга Храмовапа инкек пулнă - хĕр ачана машина çапса хăварнă. ВАЗ-21083 автомашина водителĕ, Шупашкар çынни, çулпа йĕркеллех пынă. Ăнсăртран трасса çине хĕр пĕрчи сиксе тухнă, çул урлă васкаса чупса каçма шутланă. Анчах çул-йĕр тимсĕрлĕхе каçармасть çав, хĕр пĕрчи инкек тÿснĕ. Суранланнă хĕр ачана больницăна леçнĕ, унтан - республикăри ача-пăча медицина центрне.

Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ аш­шĕ-амăшĕсене, педагогсене ачасене çул çине тухсан асăрхануллă пулмалли çинчен вĕрентме сĕнет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика