Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИТĔНỸСЕМ СИСĔМЛĔ

03 марта 2007 г.

 "Луч" ял хуçалăх кооперативĕ - районта çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Унта уй-хир культурисене тухăçлă туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ те аван ỹсет. Февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Луч" кооператив правленийĕ ял халăхĕ умĕнче отчет туса пачĕ. Чи малтанах куракансене вырăнти "Хĕлхем" ушкăн юрă-ташă парнелерĕ. Ял хуçалăхĕ 2006 çула аван кăтартусемпе вĕçленĕ. Иртнĕ çула еплерех ĕçленипе председатель çумĕ А.А.Осипов тĕплĕн паллаштарчĕ. Нумай цифра илсе кăтартрĕ. Акă, 2006 çулта "Луч" ял хуçалăх кооперативĕ ĕç тухăçлăхĕпе районта 2-мĕш вырăна тухнă. Н.М.Филиппов бригади 1-мĕш вырăна йышăнса, пĕчĕк "Пучах" приза тивĕçнĕ. 2006 çулта 17928 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, таса тупăш - 2903 пин тенкĕпе танлашнă. Ĕç укçи вăтамран 2400 тенкĕ пулнă. Çĕрулмине 120 гектар çинче çитĕнтернĕ, 1 гектар пуçне 220 центнер туса илнĕ. Ку кăтарту япăхрах тесе шутлаççĕ. Çавна май çитес çул унăн лаптăкне 150 гектара çитересшĕн, пĕр гектартан 300 центнер таран "иккĕмĕш çăкăр" илес тĕллевлĕ. 5 гектар ир пулакан çĕрулми лартасшăн, "иккĕмĕш çăкăра" пĕлтĕр вăтамран 2,75 тенкĕпе сутнă. Хранилищăра çуркунне сутма 250 тонна пур. Çĕрулмин çĕнĕ вăрлăхне туяннă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те аталанса пырать. Ферма ĕçченĕсем иртнĕ çул кашни ĕнерен 4960 килограмм сĕт суса илнĕ (2005 ç. - 4434 килограмм). Халăхран сĕт пуçтарас енĕпе те хуçалăх ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пĕр литр сĕте вăтамран 6,21 тенкĕпе сутнă. Малашне çĕнĕ йышши сĕт упрамалли холодильник туянсан, унăн хакĕ тата палăрмаллах ỹсĕ. З.Анисимова, В.Николаева, Г.Фомина, В.Наумова дояркăсем сĕт сăвассипе малтисен ретĕнче. Аш-какай туса илес енĕпе те япăх мар ĕçленĕ. 2444 пинлĕх аш-какай сутнă. Уй-хир культурисемпе кăçал тата тухăçлăрах ĕçлесшĕн. "Сад патне вĕлле хурчĕсем валли козлятник лартасшăн. Кайран вара ăна утă е сенаж валли те яма юрать", - тет Н.М.Филиппов бригадир. Тĕштырă туса илесси те кăçал аван пулмалла. Н.М.Филиппов, В.И.Плешков бригадирсем маттур ĕçлекенсене палăртса хăварчĕç. Машинăпа трактор паркĕ те çĕнĕ техникăпа пуянланать. Паянхи куна хуçалăхра 16 трактор, 14 автомашина, 4 комбайн тата ытти техника пур. Механизаторсемпе водительсем ĕçре яланах хастар. Л.В.Земсков, А.В.Туйдуков, С.В.Александров, И.А.Тимофеев ĕçченсем хăйсен ĕçĕсене вăхăтра тăваççĕ. Çураки, вырма ĕçĕсенче - вĕсем маттуррисем. Кăçал "Луч" ял хуçалăх кооперативĕ çĕнĕ йышши "Фергуссон" комбайн, 2 сеялка, "Волга-2" трактор туянас тĕллевлĕ. "Луч" кооперативăн тĕллевĕ - 2007 çулта ĕçлекенсем валли ĕç условийĕсем туса парасси, ĕç укçине ỹстересси, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртесси. 2007 çулта планпа килĕшỹллĕн ĕне фермине реконструкци туса, унта çĕнĕ меслетпе ĕçлеме пуçламалла. Ĕнесен шутне 300 пуçа çитерсе, ĕне сумалли çĕнĕ йышши установкăпа холодильник туянса хута ямалла. Ун чухне вара пысăк тупăш илесси куçкĕретех. Пухура отрасльсене ертсе пыракансем кашниех тухса калаçрĕç, хăйсен сăмахĕсене цифрăсемпе çирĕплетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Хуçалăхра ĕçлекенсем правлени ĕçĕ-хĕлне "вăтам" хак пачĕç. Ыйтусем тăрăх йышăну туса хăварчĕç. Пĕрлехи коллективлă договора йышăнчĕç. Пуху ĕçне хуçалăх председателĕ А.П.Капитонов пĕтĕмлетрĕ. Çак кунсенче çуралнă ĕçченсене, пенсионерсене çуралнă кун ячĕпе саламларĕ. Малашне те пĕрле тачă çыхăнса, тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ. Ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Х.Минетуллин кооператив пĕлтĕр ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Пуху хыççăн "Луч" ял хуçалăх кооперативĕнчи ĕçченсем чăваш халăх артисчĕн И.И.Христофоровăн концертне курса савăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика