Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем пĕрле – çур ĕмĕр

17 января 2007 г.

Урамра раштав сиввисем тăраççĕ. Кун вăрăма тăсăлманран часах каç пулать. Тавралăх тĕттĕмленнĕ çĕре асар-писер çил-тăман тухса кайрĕ. 4-5 утăмра пыракан çынна та паллама хĕн. Çакнашкал çанталăкра ыр çыннăн йытти те тула тухмасть теççĕ. Анчах пĕр хĕрарăма нуша урама кăларчех. Çамрăк ачине сĕт кирлĕ пулчĕ. Курка йăтнă çын ăçталла утмаллине те пĕлмерĕ.

Килĕрен ĕне усрамаççĕ. Хăшĕсен сума пăрахтарнă. Лавккара сутмаççĕ. Куççуль витĕр пырать вăл çил-тăмана хирĕç. Пĕр киле шаккарĕ. Уçтараймарĕ. Ватăскер çывăрма ир выртнă ĕнтĕ. Тепĕр çурт патне пычĕ. Алăкран кĕме хăюлăх çитереймерĕ. Мĕн тумалла; Камран пулăшу ыйтмалла; Çывăхрах иккĕн-виççĕн калаçнă сасă илтĕнчĕ. Хĕрĕпе ачисем кукамăшĕ патне çуралнă кунĕ ячĕпе саламлама каяççĕ иккен. Çул çинчи çынна асăрхарĕç вĕсем. Вăл мĕн çăмăлпа çÿренине ыйтса пĕлчĕç. Кукамăшсен сĕт пуррине пĕлтерчĕç. Т.Плешкова вара бидонĕпех йăттарса ячĕ. Кирлĕ чухне тата пырса илме сĕнчĕ. Каçхи паллашу чĕрере ăшă туйăм çуратрĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче мĕн чухлĕ çынна çакнашкал ырă туман-ши Таисия Алексеевна. Илсе кăтартни вара пĕр пулăм çеç-çке.

Георгий Тимофеевичпа Таисия Алексеевна иккĕшĕ те ял çыннисемех. Йышлă çемьесенче ÿссе çитĕннĕ. Ачаранах ĕçе хăнăхнă. Пурнăçĕ пуç тÿпинчен шăлман вĕсене. Хĕр пÿне кĕричченех алла çурла тытма тивнĕ. Каччă шутне тăричченех авăн çапма кÿлĕннĕ. Ĕçре пиçĕхни вĕсене паянхи кун та пулăшать. Тулăх пурăнаççĕ Анат Туçари Плешковсем. Кирек хăш ĕçе те тума маçтăр Таиççа аппапа Георги тете. Пĕрин аллинчен çип çăмхипе пански йĕппи, çĕвĕ машини каймасть. Тепри тĕрлĕ станока кунĕпе ĕçлеттерме те хатĕр. Чÿрече рами, янахĕ, алăк, сĕтел-пукан ăсталать. Вĕллесем тăвать. Лара-тăра пĕлмеççĕ. Çулла ытларах пахчара ĕçлеççĕ. Помидор калчисем çитĕнтерме теплица пур. Вĕлле хурчĕ усраççĕ. Сухан-севок, кишĕр, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Йăпанмалăх мăнукĕсем пур. Тĕпри ывăлĕн хĕр ачи каснă-лартнă асламăшĕ. Сăнĕ-пичĕпе те, чĕлхи-çăварĕпе те, тыткаларăшпе те ăна кăларса илнĕ.

“Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар”, – теççĕ. Георгий Тимофеевичпа Таисия Алексеевна пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр пĕр йăвара вĕсем. Халиччен ял çине сив сăмах кăлармарĕç. Вĕсен пурнăçĕ – ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Çут мерчен пĕрчи пек кĕмĕл тĕслĕ çÿçĕсем çинче тĕтре выртать пулсан та иккĕшĕ те вашават-ха. Аллисене çава тытса çамрăксемпе танах ухăнса утă çулма пултараççĕ. Çĕр улми йăранне ыттисенчен маларах чавса тухаççĕ тата ытти те.

–Пурнăçĕ çамрăклатать пире, – теççĕ Плешковсем. – Çывăрса тăнă çĕре пÿрт ăшă. Газ çунать. Çурта шыв кĕрет. Лар та лар телевизор умĕнче. Кухньăра кин ĕçлет. Ырлăх мар-и çакă!

Унчченхи пурнăçпа хальхине танлаштараймăн. Кÿме урапипе ачине туртса сахал мар хир тÿпине пăрçа çулма, тырă вырма кайнă вĕсем. Сухан-севок пайĕсем çинче сĕм çĕрлеччен ĕçленĕ. Икĕ сменăпа сортировка тунă. Выльăх-чĕрлĕхне те усранă. Вăхăчĕ шунă та шунă. Ăрăва малалла тăсакансем ÿссе çитĕннĕ. Икĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ те çемьеллĕ. Пурте ялах тĕпленнĕ. Тăхăр мăнук çитĕнет Плешковсен. Светăпа Алеша пурнăç çулĕ çине тăнă. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Ачисем пур.

Пурнăçра мĕн лайăххине илме тăрăшнă Таисия Алексеевнăпа Георгий Тимофеевич. Пурăнмалăх хăтлă çурт-йĕр çавăрнă. Хуçалăхра лаша вырăнне усă курмашкăн кил хуçи ăсталанă пĕчĕк трактор евĕр техника пур. Кишĕр, севок акакан агрегат ĕçе кĕртнĕ. Севок сортировкипе усă кураççĕ.

... Кĕреке хушшине лартсах саламларĕç çур ĕмĕр пĕрле пурăннă ятпа ывăлĕсем, кинĕсем, хĕрĕсем, кĕрÿшĕсем, пĕр тăванĕсем, кÿршĕ-аршă, хурăнташсем. Малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика