Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулăн кĕске историйĕ

16 декабря 2006 г.

1897 çул _ Васан ялĕнчи ачасене пирвайхи хут Александр Утриванович Терентьев священник хăйĕн килĕнче вĕ- рентме пуçланă. 1898 çул _ Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕ Васан çынни Василий Павлович Павлов килсен ялта 2 класлă шкул уçса вĕрентнĕ. 1929 çул _ 4 класлă ятарлă шкул çурчĕ туса лартнă (хальхи музей çурчĕ). 1931 çул _ 6 класлă шкулта (шестилетка) пĕрремĕш кăларăм пулнă. 1933 çул _ ялта 7 класлă шкул уçăлнă. 1936 çул _ 7 класлă шкултан 8 класлă шкул туса хунă. 1964 çул _ Васанти вăтам шкул уçăлнă, ял çумĕнче вăтам шкулăн йывăçран тунă çĕнĕ икĕ корпуслă çуртне купаласа лартнă, пысăк сад пахчине улма йывăççисем лартса хăварнă. 1986 çул _ кирпĕчрен икĕ хутлă шкул çуртне туса хута янă. 1946-47-мĕш вĕренỹ çулĕнче шкулта 120 ача, 1950-51 çулта _ 380 ача, 1965-66 çулта 618 ача, 1970-73 çулсенче шкулти ача шучĕ 680 ачана çитнĕ. 110 çул хушшинче Васанти шкултан 3 пине яхăн ача вĕренсе тухнă. Вĕсен шутĕнче наука докторĕсем _ 2, наука кандидачĕсем_ 2, культурăпа искусство ăстисем _ 7, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем _ 12, СССР орденĕсене илме тивĕç пулнисем _ 16, 14 аслă офицер, 6 спорт мастерĕпе 11 спорт мастерĕн кандидачĕ, ял хуçалăх ĕçĕнче, промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕсенче, сывлăха сыхлас ĕçре, вĕрентỹре, çурт-йĕр тăвас тата ытти нумай çĕрте ĕçре палăрнисем, патшалăх наградисене илнисем те сахал мар шкултан вĕренсе тухнисенчен. Васан шкулне пĕтернисенчен тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем те нумай. Пирĕн выпускниксем ĕçченлĕхпе, ырă кăмăллăхĕпе, сăпайлăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Паян шкулта 156 ача вĕренет. Учительсен шучĕ _ 24. Вĕсенчен аслă категориллĕ учитель _ 1, I -мĕш категориллисем _ 13, II -мĕш категориллисем _ 4. Çирĕм виçĕ учитель аслă пĕлỹллĕ. Ачасен 43 проценчĕ "4" тата "5" паллăсемпе вĕренет, вĕренỹ отличникĕсем 11. Сакăр выпускник шкултан (тĕрлĕ çулсенче) кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Шкулта 15 класс-кабинет, спортзал, 100 вырăнлăх актовый зал, столовăй, библиотека, ĕç урокĕсем ирттермелли мастерской, çĕвĕ ĕçне вĕренме 12 машина, спорт площадки, компьютер класĕ (унта 10 çĕнĕ компьютер, ксерокс, сканер, 2 принтер вырнаçнă), МТЗ-82 трактор, вĕрентỹпе опытсем ирттермелли участок пур. 1 гектар çĕр çинче тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтеретпĕр. Çитес çуркунне Васанти вăтам шкул 110 çул тултарать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика