Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭЛЕКÇЕЙ ТЕТЕ

15 ноября 2006 г.

ТУЛ çутăлчĕ, хĕвел тухасси те инçе мар. Элекçей тете пит-куçне -çурĕ те, васкаса картишне тухрĕ. Хурĕсем ăна курсан тата вăйлăрах какалама пуçларĕç. Чи малтанах икĕ лашине шăварчĕ, йĕвен тăхăнтартрĕ. Икĕ вăрăм сăнчăрне йĕвенрен çыхса çаран çине кăкарма илсе кайрĕ. Унтан икĕ ĕнине пĕчĕк алăкран урама кăларчĕ. Кĕтỹ кайсанах амăшĕ айĕнчи пăрăвĕсене те улăха илсе кайса вĕренлерĕ. Килĕ умне çитрĕ кăна _ бригадир ăна ферма патне пыма чĕнчĕ. Элекçей тете ирхи апат çирĕ те пурттине тытса ĕçе васкарĕ. Çапла пуçланчĕ унăн ĕç кунĕ. Сăмах кунта Васан ялĕнчи Шăрчăккассинче пурăнакан Алексей Петрович Смаев çинчен пырать. 75 çула çитрĕ пулин те, ăна ватă тесе калаймăн. Çамрăк чухнехи пекех çăмăллăн утать. Çỹçĕсем те кăвакарман, пит çăмартийĕсем те хĕп-хĕрлĕ. Мăшăр хура куçĕсем вара çын çине ăшшăн та тинкерсе пăхаççĕ. Элекçей тете 1931 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Петр Иванович Смаев Васан каччи, амăшĕ, Анастасия Игнатьевна, Кивĕ Шăмăршă хĕрĕ пулнă. 7 ача çуратнă вĕсем, анчах виçĕ ачи пĕчĕккĕллех чирлесе вилнĕ. Элекçей вара тăваттăмĕш ачи пулнă. Ашшĕпе амăшне икĕ ят çĕрĕ çинче ир тытăнса каçчен тертленнĕ (ун чухне вĕсем колхоза кĕмен пулнă-ха). Ашшĕ Элекçее те çиччĕ тултарнă-тултарманах тырă акма илсе кайнă. Хура çăкăр тарсăр пулманнине пĕлсе ỹсчĕр тенĕ. Колхоза кĕрсен Элекçей аслă тетĕшĕпе пĕрле тихасем пăхма пуçланă. 1938 çулта Элекçей ялти пуçламăш шкула вĕренме кайнă. Питĕ тăрăшса вĕреннĕ вăл. Юратнă учителĕ, Агафья Петровна Васильева, Элекçее хавхалантарса пынă. Йывăр чухне ăна пулăшнă. Çапла пуçламăш шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, анчах пурнăçĕ йывăррипе малалла вĕренме каяйман. Элекçей каллех колхозра ĕçлеме тытăннă. Çĕр-шывра хаяр вăрçă пуçланса кайнă. Ялти вăй питти арçынсене йĕре-йĕре вăрçа ăсатса янă. Элекçейĕн аслă пиччĕшĕ те салтакран вăрçа лекнĕ. Ашшĕ ун чухне конюхра ĕçленĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннăскер, сывлăхĕ япăхрах пулнă. Пĕр синкерлĕ кун хытă чирлесе ỹксе вилсе кайнă. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç амăшĕпе Элекçей çине тиеннĕ. Хĕлле лаша кỹлсе вăл килтен киле колхоз хирне тăкма кĕл, чăх, хур-кăвакал каяшĕ пуçтарса çỹренĕ. Çулла утă çулнă, çĕр улми йăранĕсене сухапа çырнă, çурла уйăхĕнче лашапа молотилка патне кĕлте турттарнă. Вăрçă вăхăтĕнче шартлама сивĕсем тăнă. Пỹрт пĕренисем те шартлатса çурăлнă. Элекçей тете çак вăхăта аса илсе ассăн сывласа илчĕ те сăмах çăмхине малалла сỹтрĕ: _ Эпир, 12-13 çулхи ачасем, Канаш районне кĕрекен Уçырма ялне лашапа вăрлăх турттараттăмăр. Пире аслисем тилхепе тыттаратчĕç. Тăхăнмалли начарччĕ. Хĕллехи сивĕ çил шеллемесĕр вĕретчĕ, çĕтĕк пиншак витĕр шăмăсем патнех çитетчĕ. Алă пỹрнисем туйми пулатчĕç. Тăла пурттенккепе çăпата сырнă урасене вут çинче ăшăтаттăмăр. Патăрьелпе Карапай ялĕ хушшинче йывăç шакмакĕ сарса çул турăмăр. Лашапа, вăкăрпа Никишино ялĕнчен чул турттараттăмăр. Иртен тытăнса каçчен аслисемпе пĕрле пĕтĕм вăя хурса ĕçлеттĕмĕр. Çирĕп туслăх пире йывăрлăха çĕнтерме пулăшрĕ. Вăрçă пĕтеспе Петр Смаевпа пĕрле Элекçей колхозра тихасемпе лашасем пăхма тытăннă. Хăйсен ĕçне чĕре хушнипе туса пынăран ăна ĕçре яланах мухтанă. 1951 çулта Элекçее салтака кайма ят тухнă. 3 уйăх службăра тăнă хыççăн амăшĕ хытă чирлесе ỹкнипе килне таврăнма лекнĕ. Татах колхозра ĕçлеме пикеннĕ, чирлĕ амăшне те пăхнă. Утă, улăм турттарнă, кĕлетре, йĕтем çинче ĕçленĕ. Улăм ури тума та питĕ ăста пулнă. 1952 çулта юратнă хĕрĕпе, Таççукпа çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр килĕштерсе пурăннă. Хавхаланса иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Часах вĕсен çут тĕнчене хĕр пĕрчи килнĕ. Анчах иккĕмĕш ачи çураласпа Элекçее татах салтака илсе кайнă. 1957 çулта салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа килне таврăннă. Трактор паркĕнче хуралçăра ĕçлеме тытăннă. Амăшĕ патĕнчен уйрăлса тухса хурал пỹртне пурăнма куçнă. Пĕр çул пурăнсан Ырлăхкассинчи çырма хĕрринче амăшĕн кив çуртне хушса пĕчĕккĕ кăна пỹрт лартнă. Пĕр-пĕрне юратакан мăшăр пур пĕрех хăйсене телейлĕ тесе шутланă, нихăçан та нăйкăшман, мал ĕмĕтпе пурăннă. Сасартăк Элекçей çемйине пысăк хуйхă пырса çапнă: арăмĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çемье пуçĕ виçĕ ачипе тăлăха тăрса юлнă. Ирĕксĕрех çур çул пурăнсан тепре авланма тивнĕ. Иккĕмĕш арăмĕ Искра та питĕ ĕçчен пулнă. Колхозра сысна ферминче ĕçленĕ. Элекçейĕн виçĕ ачине хăй ачисем вырăнне хурса пăхнă, пĕрре те уйăрман. 1962 çулта Элекçей пушар хуралĕнче ĕçлеме пуçланă. Кунсăр пуçне Элекçей лашасем те пăхнă. Вăл хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа тунă. Лашасене чунтан юратнă, вĕсемпе çынпа калаçнă пекех калаçнă.Вăл пăхнă лашасем питĕ патвар пулнă. Акатуйсенче унăн лашисем ăмăртса малти вырăнсене йышăннă. Элекçей темиçе хутчен те хаклă парнесем илме тивĕç пулнă. Тăрăшса, чунне парса ĕçлени сая кайман. Районта "Чи лайăх конюх" ята çĕнсе илнĕ. Элекçее çакăн пек хавхалантарса пыни тата та тăрăшарах ĕçлеме хистенĕ. Пĕр улшăнмасăр пушар хуралĕнче 21 çул вăй хунă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вĕри чĕреллĕ Элекçей юратнă ĕçĕнчен уйрăлайман, совхозра конюхра тăрăшнă. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн Элекçей тетене "Вăрçă вăхăтĕнчи ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. Юбилей медалĕсем те пур унăн. Хисеп грамотисем мĕн чухлĕ тата! Нумай çул хушши чунне парса ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ. 2005 çулта А.П.Самева "Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ" ята панă. Патшалăх вăрçă ачисене манмасть, пенсие те çулсеренех ỹстерсе пырать. Çапла, Элекçей тете питĕ ырă та ĕçчен арçын. Халĕ те "Исток" хуçалăхра тăрăшса ĕçлет. Çулла ферма тунă çĕрте вăй хучĕ. Кĕркунне вара кăшман упрамалли вырăн тунă çĕрте ĕçлерĕ. Пур ĕçе те тĕплĕ тума тăрăшать. Пăхатăн та ун çине, тĕлĕнетĕн. Мĕн чухлĕ хăват тата тỹсĕм тапса тăрать ун чĕринче. Килти хуçалăхне те йĕркеллĕ тытса пырать. Мăшăрĕпе 9 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. 6 ывăлĕ те салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Яла юлнă икĕ ывăлне те çурт тума пулăшнă, вĕсем кỹршĕрех пурăнаççĕ. Ачисем лайăх пурăннăшăн Элекçей тете чунтан савăнать. Икĕ лаша усраканскер, ялти çынсене те вăй çитнĕ таран пулăшать. Утă-улăм кỹмелле-и, çĕр улми йăранĕсене çырмалла-и, тырă кỹрсе памалла-и, вăрмана вутта, милĕке каймалла-и _ Элекçей тете пурне те итлет. Вăл никама та усал сунмасть. Ĕçре туптаннă ветеран ĕçкĕпе те иртĕхмест. Халĕ те лаша çинче утланса çỹрет. Ăна ял халăхĕ юратать тата хисеплет. "Эпир унпа савăнатпăр, мухтанатпăр, нумай-нумай пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр", - теççĕ ăна васансем ырă сунса.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика