Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Вĕренỹ те, ăмăрту та

06 декабря 2006 г.

 

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа мероприятисем ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл урăхларах пуçланчĕ, икĕ тапхăртан тăчĕ. Чи малтанах директор çумĕ О.Кудряшова районти шкул хыпарĕсемпе паллаштарчĕ. Электричество хатĕрĕсемпе, газпа, çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Ун хыççăн "пушар" вĕрентỹ тревогине ирттерес терĕмĕр. Уроксем пынă хушăрах сигнал парса пĕрремĕш хутри алăк патĕнче пушар тухнине пĕлтертĕмĕр. Кĕске хушăрах ачасемпе вĕрентекенсем япалисене пуçтарса тухса шкул стадионне пуçтарăнчĕç. Класс ертỹçисем ачасем пурте сывă тата çухатусăр тухни çинчен пĕлтерчĕç. Ольга Ильинична вĕрентỹ тревоги тулли шайра иртни пирки хыпарларĕ, тепĕр хут асăрхануллă пулмаллине каларĕ.

Çакăн хыççăн V-VIII-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче пионербол ăмăртăвĕ пулчĕ. Вăййа харăсах икĕ мечĕкпе ирттернĕрен вăйпа кăна мар, ăспа та выляма тиврĕ. VIII-мĕш "а" класс çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене VIII "б" тата VI "б" класс пайларĕç.

Çĕнтерỹçĕ команда-классене директор çумĕ С.Кальметов куçса çỹрекен кубок, Хисеп хучĕсем, торт парса чысларĕ. Иккĕмĕш çул куçса çỹрекен кубок хуçисенчех юлнине пĕлтерчĕ, мероприятие ирттерме хутшăннисене тав турĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика