Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăра хуçа çук, çавăнпа йĕрке çук

25 ноября 2006 г.

Хальхи лару-тăрура ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыма çăмăл мар. Паянхи ертÿçĕн рынок экономикине, коммерци ĕçĕсене алăри пÿрнесене  лайăх пĕлнĕ пек пĕлмелле, тенкĕ çумне тенкĕ хушма хăнăхса çитмелле, услам илме вĕренмелле. Унсăрăн хуçалăха тытса пыма, тупăш илме йывăр.

“Победа” ЯХПК (ертÿçи А.Н.Давыдов) лайăх аталанса пыракан хуçалăхсен шутĕнчеччĕ. Юлашки вăхăтра хуçалăхăн çирĕпленнĕ никĕсĕ хавшама тытăнни палăра пуçларĕ. Акă,  II Хурашашри ĕне выльăх ферми юхăнса кайнă, витесенчен уйăх ытла тислĕк кăларман. Çавна пулах хуçалăхра продукци илесси тăруках чакса ларнă. Кунти фермăра пурĕ мăйракаллă шултра выльăх 334  пуç шутланать,  вĕсенчен 95-шĕ - сумалли ĕнесем. Вунă уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, кашни ĕнерен 2946 килограмм сĕт суса илнĕ. Паян дояркăсем кашни ĕнерен 4,6 килограмм продукци илеççĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта кашни ĕне талăкра вăтамран 6,8 килограмм сĕт антарнă. Самăртма хупнă выльăхсем талăкра вăтамран 443 грамм ÿт хушнă. Кун пек йывăр условисенче выльăхсене усрасан çак кăтарту татах та чакса ларма пултарать. Мĕншĕн тесен пăру витисене хĕле хатĕрлемен, чÿречесене халĕ те питĕрсе çитермен, выльăхсем тислĕк çине путнă... Пăрусене ку таранччен утăпа тăрантарман, вĕсем улăм çиеççĕ. Утăна ферма çывăхне те турттарман.

II Хурашашри ĕне ферми йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕрен ĕнтĕ райадминистрацин ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем вырăна тухса, ферма ĕçченĕсемпе тĕл пулса çак йывăрлăхран тухма пулăшакан çул-йĕре палăртрĕç. Палăртмалла, хуçалăхра тахçантанпах ферма заведующийĕ çук. Хуçа çук çĕрте, паллах, йĕрке те çук. Кунта ветврач, зоотехник, осеменатор тивĕçĕсене Р.Ф.Давыдова йĕркелесе пырать, завферма ĕçне те вăлах туса пынă. Пĕр çын çавăн чухлĕ ĕçпе ĕлкĕрсе пыраймастех паллах. Хуçалăхра специалистсем çитменни экономикăна хытах хавшатать. Фермăра ветеринарипе санитари правилисене пăхăнаççĕ теме те йывăр. Мĕншĕн тесен ĕнесем, самăртма хупнă выльăхсем чĕркуççи таран тислĕкре тăраççĕ. Дояркăсем ĕне çывăхне пыраймаççĕ. Ăçтан сĕт пысăк сортпа кайма пултартăр;

Хуçалăх ертÿçи фермăра ĕçлекен çукки пирки пĕлтерчĕ. Паян ялта ĕçлесе пурăнас тĕллевлисем пур, вĕсен ĕçне тĕрĕс хаклама пĕлни çеç кирлĕ. Тÿлевсĕр ĕçе камăн каяс килтĕр ĕнтĕ; Кунти дояркăсен, вĕсем çак ĕçре пурте чылай çул ĕçлеççĕ, фермăра ĕçлес кăмăлĕсем пысăк. Вĕсем ĕç условийĕсене лайăхлатма, кирлĕ çи-пуçпа тивĕçтерме, вăхăтра шалу тÿлесе тăма ыйтаççĕ, вырăнта ĕçлеме ĕç хатĕрĕсем çукки пирки пăшăрханса калаçаççĕ.

Фермăри лару-тăрăва сÿтсе явнă хыççăн кунти дояркăсем, хуçалăх ертÿçипе килĕшÿ туса, фермăри пĕтĕм тислĕке хăйсемех кăларма калаçса татăлса ĕçе пуçăнчĕç. Апла пулсан, вĕсен ĕçлес хăвачĕ пур, хавхалантармалла çеç.

Хуçалăха аталантарас тесен выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстермелле. Ăна валли апат бази çирĕп пулмалла. Çавăн чухне кăна аш, сĕт ытларах туса илме пулĕ, хуçалăх енчĕкĕ те хулăмланĕ.

“Победа” ЯХПК ертÿçипе унти специалистсем тĕллевлĕ ĕçлесе пырса хуçалăха ура çине тăратасса шанас килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика