Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Труд" хуçалăхра - семинар-канашлу

13 сентября 2006 г.

 "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсен, ял тăрăх пуçлăхĕсен тата АПКна тивĕçтерекен организаци пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Н.Глуховпа Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев хутшăннă.

Практика пайĕнче канашлăва хутшăннисем хуçалăхра кĕрхи культурăсене епле акнипе, Германинче кăларнă Е-200 çĕр улми кăларакан комбайн мĕнле ĕçленипе паллашнă. Паянхи кун çакнашкал хăватлă тухăçлă техника хуçалăхра иккĕ. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче вĕсем çĕр улми кăларма пикеннĕ. Хальлĕхе тухăç вăтамран 300 центнер ытла.

"Труд" ял хуçалăх кооперативĕ (ертỹçи - Н.Михайлов) ял хуçалăх продукцине туса илнĕ чухне çĕнĕ технологипе тата хальхи техникăпа усă курнăран ял хуçалăх продукцин хăй хаклăхне те чакарать, ĕçлекенсен ĕçне çăмăллатать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çавăн пекех. Сăмахран, "Провими" витаминпа минерал хутăшĕпе усă курнăран, "Труд" хуçалăхри сысна пăхакансем талăкри ỹт хушаслăха иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан икĕ хута яхăн ỹстернĕ.

Паянхи куна ăратлă шултра мăйракаллă 37 пуç выльăх илсе килнĕ. Тĕпрен илсен, хуçалăхра витесене хĕл каçма хатĕрленĕ, выльăх апатне те çителĕклĕ янтăланă.

Семинар-канашлăвăн тепĕр пайĕ Нăрваш Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртнĕ. Кунта республика министрĕ М.Игнатьев канашлăва хутшăннисене республикăри вырма итогĕпе, "АПК аталанăвĕ" наци проектне мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе паллаштарнă. АПК предприятийĕсен çыхăнăвне йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков çак ыйтусенех район шайĕнче епле пурнăçласа пынине каланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика