Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнать, паянхи кунпа савăнать

26 августа 2006 г.

 Леонид Матвеевич Лялькина Тăрăнта питĕ лайăх пĕлеççĕ. Урамра çỹллех мар, типшĕм кĕлеткеллĕ, интеллигентлă çынна тĕл пулсан кашниех чарăнса тăрса сывлăх сунать, сăмах пуçарать. Çапла пулмалла та ĕнтĕ. Леонид Матвеевич библиотекăра, шкулта чылай çул вăй хурса хисепе тивĕçнĕ. Ял сăн-питне çĕнетес, халăхăн пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшас тесе сахал мар тăрăшнă.

Ялти хисеплĕ ватăсенчен пĕри Леонид Лялькин кăçал 70 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна тăванĕсемпе тус-юлташĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Ял уявĕнче хăй çырнă "Савăнатăп тăван ялăмпа" юрăпа чысларĕç.

Леонид Матвеевич Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул ялти библиотека заведующийĕнче ĕçленĕ. Стена хаçачĕсем, боевой листоксем кăларса тăнă, вырмапа çураки вăхăтĕнче ĕçлекенсем патне тухса калаçусем ирттернĕ, агитбригада йĕркеленĕ. "Ленин çулĕпе" нумай тиражлă хаçата кăларса тăма пулăшнă.

 Алтай крайĕнче 3 çул ĕçленĕ хыççăн тăван яла таврăннă, шкула вырнаçнă. Вырăс чĕлхи, рисовани, музыка предмечĕсене вĕрентнĕ. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ачасен, ялти çамрăксен хорĕсене йĕркеленĕ, ялтан яла концертпа çỹренĕ. Леонид Матвеевич 300-е яхăн сăвă çырнă, 100-е яхăн юрă кĕвĕленĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Скрипкăпа, мандолинăпа, баянпа вылять. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ялти поэт-фронтовик Илле Думилин сăввипе çырнă "Салтак тỹммисем" юрă кăçал Шупашкарта пичетленнĕ. Ăна тĕп хулари ветерансен хорĕ хăй репертуарне кĕртнĕ. Вăлах район гимнĕн авторĕ, кĕввине те хăех çырнă. Чăвашрадио фондĕнче унăн "Çĕр çинчи çăлтăрсем", "Ем-ешĕл тополь мамăкне тăкатчĕ". "Санпа курса калаçмасан" юррисем упранаççĕ. Мусса Джалиль сăввипе çырнă "Пĕрлĕхен" юрри Хусанта та янăранă.

Л.Лялькин райхаçатăн активлă ялкорĕ. Унăн хайлавĕсем, статйисемпе сăвви-юрри тĕрлĕ хаçатра кун çути кураççĕ тата халĕ ял историне çырас тĕлĕшпе ĕçлет. Краевед таврапĕлỹçĕ паян та чун хĕрỹлĕхне çухатмасть, шкулпа та çыхăну тытать. Унта йĕркеленĕ музейра та тỹпи пур.

Леонид Матвеевич обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. Чылай çул ялта халăх культура университетне, "Пĕлỹ" обществине ертсе пынă. Клуб тата библиотека совечĕсен членĕ пулнă.

Сывлăхĕ хавшанă май, шкулта ĕçлеме пăрахнăранпах чиркỹре вăй хурать. 12 çул ачасен вырсарни шкулне ертсе пынă. Халĕ те хастарлăхĕ чакмасть. Чиркỹре библиотека йĕркеленĕ. Унта 300-е яхăн кĕнеке упранать. 2000-2005 çулсенче Леонид Матвеевич Библие чăвашла куçарнине тишкерекен комисси членĕ пулнă.

Л.Лялькин пушă вăхăтра çут çанталăкпа киленме юратать, сăн ỹкерет. Ял çыннисенчен чылайăшĕ Леонид Матвеевича шанчăклă юлташĕ, аслă наставникĕ тесе хисеплет. Эпир те, хаçатçăсем, хамăрăн активлă ялкора юбилей ячĕпе саламлатпăр, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика