Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье бюджетне пуянлатаççĕ

15 июля 2006 г.

“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе усă куракансем районта нумайланса пыраççĕ. Июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне вĕсен хисепĕ 214-па танлашать.

Хусанушкăнь ял тăрăхне кĕрекен Иккĕмĕш Хурашашри Кольцовсен çемйи - килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита илекенсенчен пĕри. Юрий Валериевичпа Лариса Геннадьевна иккĕшĕ те “Победа” ЯХПК-ра вăй хураççĕ. Рынок экономикинче ĕçчен, çаврăнăçуллă пулмаллине туяççĕ вĕсем, çавăнпа та килти хушма хуçалăха аталантарма 80 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çак укçапа 3 ĕнепе 1 пушмак пăру туяннă. Паянхи кун вĕсен хуçалăхĕнче 5 ĕне, 1 пушмак пăру, 5 вăкăр тата 2 сысна. Хăйсем пухнă укçа-тенкĕпе вара Кольцовсем ĕне сумалли аппаратпа мотоблок илнĕ.

Халĕ Кольцовсен çемйи кашни кун патшалăха сĕт парать, çемье бюджетне пуянлатать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика