Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿсĕмлисем ĕçленĕрен ÿсĕмĕсем пур

24 июня 2006 г.

  “Аккозинский” ял хуçалăх кооперативĕ пĕр яла пĕрлештерсе тăрать. Тури Çĕрпÿкассинче ĕçчен çынсем пурăннăран ĕнтĕ, ĕç кăтартăвĕсем те япăх мар. Акă, ĕне ферминех илер. Кунта сумалли ĕнесем 93 пуç, вĕсене 7 доярка пăхса тăрать, пăрусем - 114 пуç, вăкăрсем – 43, лашасем – 5, пушмак пăрусем 80 пуç (1 çултан иртнисем). Хальхи вăхăтра вĕсем Сăр хĕрринчи çаран çинче çÿреççĕ. Ĕне фермин заведующийĕ З.Кудряшова пĕлтернĕ тăрăх, кунти дояркăсем кашни ĕнерен 17 килограмм сĕт суса илеççĕ. Хăшĕ-пĕрисен кăтартăвĕсем тата  пысăкрах. Тĕслĕхрен, Елена Васильева пăхакан ушкăнри ĕнесем талăкра 20 килограма яхăн сĕт антараççĕ. Татьяна Даниловапа Юлия Иванован та талăкри сăвăм 18 килогрампа танлашать. Ĕнесем симĕс курăк çине тухнăранпа сĕт хушсах пыраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ытти дояркăсен те кăтартăвĕсем япăх мар.

Дояркăсен ĕç-хĕлне, фермăри лару-тăрăва сÿтсе явнă май, Зоя Давыдовна фермăра лăш курмасăр чылай çул тимлекен дояркăсене асăнчĕ. Вĕсем – Ю.Ивановапа Н.Лукина. Çак дояркăсем ĕçе 30 çул каялла кÿлĕннĕ. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ, анчах çакăнтах тăрăшаççĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Т,Даниловапа Е.Васильева, Е.Кузьминапа Л.Ефимова та дояркăра 10 çул ытла тимлеççĕ.

Сĕт сăвăмĕ ÿсесси е чакасси кĕтÿçсенчен те нумай килет. Вĕсене лайăх курăк çинче çÿретсен, паллах, сĕт чакмасть,  тата кĕтĕве каçхи сăвăма тăратнă хыççăн хушма апат пани лайăх. Ферма заведующийĕ çак ыйту çине çапла хурав пачĕ: “Хушма апат параймастпăр, мĕншĕн тесен симĕс курăк çулма акса хăварнă çаран пĕ­чĕк, фуражне те перекетлетпĕр”.

Пăру пăхакансене те ырăпа асăнса хăвармалла. Акă, Владимир Белов ĕмĕр тăршшĕпех ферма ĕçĕнче тăрăшать, кунти пурнăçа витĕр курса тăрать. Юлашки вăхăтра вăл пĕчĕк пăрусене пăхнă çĕрте тимлет. Хисеплеççĕ ăна коллективра, йывăр ĕçрен пĕрре те хăрамасть.

Выльăх-чĕрлĕх валли çăнăх авăртнă çĕрте Владимир Осипов тимлет. Кунти рабочи ĕçĕсене те вăлах пурнăçлать, фермăри лашасене пăхса тăрассине те ăнах шанса панă. “Питĕ кирлĕ çын вăл фермăра”, - теççĕ ун пирки коллективра.

Самăртма хупнă вăкăрсем С.Фадеевапа Н.Филиппова аллинче. Вĕсем пăхакан выльăхсем талăкра 610 грамм ÿт хушаççĕ.

“Аккозинский” ĕне ферминче ĕçченсен кăтартăвĕсем ыттисемпе танлаштарсан лайăх темелле. Анчах ыррипе пĕрлех чуна пăшăрхантараканни те сахал мар. Ферма заведующийĕ каланă тăрăх (вăл анчах мар, хам та пĕрле курса çÿрерĕм), кунта çитменлĕхсем те чылай. Çулла çуна хатĕрлеме хушнă ваттисем. Фермăри ĕне витисене, пăрусем тăнă вырăна юсаса çĕнетмелли çинчен шухăшламалла пек. Анчах ку ĕç пуçланман-ха кунта. Е тĕрĕсрех каласан, иртнĕ çул та пĕр пăта та çапманни пирки пĕлтереççĕ кунти ĕçченсем. Выльăх-чĕрлĕх хупмалли витесене шыв каять иккен. Вăкăрсем тăракан вите хăй ĕмĕрне тахçанах ирттернĕ ĕнтĕ, тĕкĕ панипе çеç тăрать. Ĕне выльăхран продукци ытларах илес тесен вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, выльăх çине выльăхла пăхмалла мар.

Çу кунĕсем питĕ хăвăрт иртеççĕ, сисме çук. Сивĕ хĕл килсе çитсен выльăхсем мĕн курĕç; Çавăнпа та хуçалăх ертÿçипе  унти специалистсен туриçĕрпÿкассисен ÿсĕмĕсем лайăхлансах пыччăр, фермăра тăрăшакансен ĕçĕ кăшт та пулин çăмăллантăр, вĕсене ĕçлеме условисем пулччăр тесе çине тăрса ĕçлемелле, Кунта, паллах, хуçалăх ертÿçин çаврăнăçулăхĕ, пултарулăхĕ кирлĕ. Хуçалăх мĕнле аталанса пырасси чи малтанах ертÿçĕрен нумай килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика