Социальное развитие ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинемей – 100 çулта

15 октября 2005 г.

 

А.Герасимова 

Пурнăç çулĕ такăр мар. Вăл хăйĕн кукри-макрипе çынна таçта та илсе çитерет,  темĕн те пĕр кăтартать. Çак тумхахлă çулпа такăнмасăр, чыслăн утсан çеç ял-йыш хисепне тивĕçлĕ пулăн.

 

Перасковья Алексеевна Михеева çак сăмахсене хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех асра тытнă. Палăртма кăмăллă, çитес кунсенче октябрĕн 18-мĕшĕнче Перасковья Алексеевна кĕçех 100 çулхи юбилейне кĕтсе илет.

 

Перасковья Алексеевна, ялта ăна Пăртта тесе чĕннĕскер, 1905 çулта Шĕмшеш ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче 6 хĕр çут тĕнчене килнĕ. Анчах та, çав çулсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ шатра чирĕпе асапланнă. Шел те, Охтеркинсен  (Пăрттасен хушамачĕ çапла пулнă) хĕрĕсем те вилнĕ. Çапла, чир-чĕртен хăтăлса 3 хĕр анчах юлнă: Матрен, Пăртта, Улюн.

 

- Йывăр пулсан та атте мана вĕрентме тăрăшрĕ. Пантьăк шкулне 4 çул вĕренме çÿрерĕм. Пире Федор Михайлович Мидаков учитель,Туктамăш каччи, вĕрентрĕ. “Санăн сассу хитре, эсĕ чиркĕве юрлама çÿре”, - терĕ вăл. Çак вырсарни шкулне Карăкçырминчи Татьяна та çÿретчĕ, пĕрле юрлаттăмăрччĕ. Сăмах май, вăл та 100 çултан иртнĕ, пурăнать теççĕ.

 

Шел те, вĕренсе тухаймарăм, атте ĕçлемелле тесе мана шкула урăх ямарĕ. Ĕçлекен çын вилмест тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесе пус çумне пус хушса пытăм. Майĕпен çĕнĕ пÿрт хăпартрăмăр, кĕлет, ампар купаларăмăр.

 

Лайăхрах пурăнакан çынна кулак теме пăхрĕç. “Кил-çурчĕ вакун пек те, ăна пĕтермесен кама пĕтерес”, - тенĕ ялти Митяк ятлăскер. Икĕ лашапа ĕнене Пантьăка илсе кайрĕç, аттене тĕрмене хупрĕç.

 

1927 çулта, 19 çул тултарсан, пĕр пÿрт урлă каччăна, Семен Макарович Михеева качча пачĕç, - аса илсе каласа пачĕ кинемей.

 

Пурнăç хура-шурне Пăртта сахал мар тÿснĕ. Мăшăрĕпе 5 ача çуратнă: Мари, Анюк, Колька, Петя, Санька.

 

- 1941 çул. Кĕçех аслă Аттелĕх вăрçин хаяр та синкер кунĕсем пуçланчĕç. Ялсенчи вăйпитти арçынсене фронта илсе кайма пуçларĕç. Кĕçĕн ывăла, Санькăна, çуратрăм, тепĕр икĕ кунтах ман мăшăра вăрçа илсе кайрĕç. Тухса каяс умĕн çапла каларĕ: “Мăшăрăм, эпĕ сана тен урăх пулăшаймăп. Çавăнпа та Турă пулăшса çулна уçса пытăр, ачасене тăлăха ан хăвар, 100 çула çитичченех пурăнмалла пултăр”. Вăл калани пурнăçланчĕ, анчах та çулталăка çитиччен Санькăна упраймарăм, вилчĕ, - куççульне пытармасăр сăмахне тăсрĕ Перасковья Алексеевна.

 

Перасковья Алексеевна вăрçă çулĕсенче арçынпа тан ĕçленĕ, кĕтÿ кĕтнĕ, вăрман та каснă. Çĕмĕр­лене вăкăрсемпе тырă леçнĕ. Мĕн кăна ĕçлемен-ши; Тутă пурăнас тесе сахал мар тар юхтарнă, ĕçлеме ÿркенмен.

 

- Ачасене те ĕç патне пĕчĕклех явăçтартăм, йывăр ĕçе хăнăхса пычĕç. Колька - тиха кĕтĕвĕ, Мари вăкăрсем пăхатчĕç.

 

Мăшăр вăрçă хирĕнчен çырусем нумай çыраймарĕ. Пĕр çапăçура ăна амантнă, госпитале лекнĕ. Шăп вĕсен госпиталĕ çине нимĕç фашисчĕсем бомба пăрахнă, унтан вилнĕ тесе пĕлтерчĕç.

 

1945 çул. Çĕнтерÿ кунĕ. Эпир уйра кĕтÿ пăхаттăмăр. Ваçкаçырми хĕрĕ, Матрен ятлăскер, пире вăрçă пĕтни çинчен пĕлтерчĕ. Питĕ хĕпĕр­терĕмĕр, упăшка вилнине пĕлсен те кĕтеттĕм, шанаттăм.

 

Хам ĕмĕрте сахал мар çынна ырă тунă. Май пур таран кÿршĕсемпе, тăвансемпе хуйхă-суйхăна çурмалла пайлама тăрăшнă. Ĕмĕр хушшинче çĕр тĕрлĕ пурнăçпа пурăнса куртăм.

 

Вăрçă хыççăн та çăмăл пулмарĕ. Ачасене тăрантарас тесе мĕн чухлĕ Кăрмăша кайман-ши; Кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн та кутамккапа çĕр улми хавас кăмăлпа илсе килеттĕмĕр. Чăтнă, ахлатман.

 

Вăйне вара ачасем парса тăчĕç. Паянхи кун вĕсенчен 3-шĕ пурăнаççĕ. Шел, 2002 çулта Петя рак чирĕпе вилчĕ, - хурланса аса илчĕ П. Михеева.

 

Анчах та 34 çул вăл кун çути кураймасть, унăн куçĕ, грипп чирĕпе чирленĕ хыççăн, курми пулать.

 

Çак кунсенче П. Михееван 100 çулхи юбилейне паллă тума ывăл-хĕрĕсем, мăнуксемпе мăнукăн ачисем, тус-тăванĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессинчен пухăнаççĕ. Эпĕ те Перасковья Алексеевнăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, чир-чĕре пĕлмесĕр вăрăм ĕмĕр сунатăп.

 

Кинемей – 100 çулта

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428004 г. Чебоксары ул.Урицкого-43.
Телефон: (8352) 62-35-62
Факс: (8352) 62-50-01
E-Mail: soc@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика