Управление лесного хозяйства Министерства природных ресурсов и экологии Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман илемĕ пирĕн алăра

20 июля 2005 г.

Вăрман илемĕ пирĕн алăра!

Пирĕн тăрăхри вăрмансенчен хитререхи çук та пулĕ. Сывлăш та уçă кунта, кайăксем савăнăзлă чĕвĕлтетеçзĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна ỳсен-тăран ỳсмест пулĕ кунта, нумайăшĕ Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекинче вырăн йышăнаçзĕ. Завăнпа пулĕ эпир пурте çак илемпе киленсе вăрманта канма юрататпăр. Анчах канакансем хушшинче нумайăшĕ вут-кăварпа вăрманта пушшех асăрхануллă пулмаллине пĕлмеçзĕ теме пулать. Кăзалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин вăрманĕсенче пурĕ 29 хутчен пушар тухнă, 9,5 гектар лаптăкĕ çинче вăрман çуннă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан – 11 пушар таран нумайрах. Çу уйăхĕ шăрăх тăнă пирки вăрманта пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнă. Анчах çапла пулин те пĕтĕм вăрманти пушар çут çанталăк айăпĕпе мар çын айăпĕпе тухнă. Вăрман пушарĕсен пĕтĕмлетỳ таблицине илсен чи нумай пушар Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче тухнине курма пулать, вĕсенчен 50% канмалли кунсене лекет. Çак вăл хамăра вăрманта мĕнле тытмаллине пĕлменни çинчен калать.

Завăнпа вăрманти пушар хăрушлăхĕн правилисене аса илни ытлашши пулмасть пулĕ:

- вăрманта пушар тухас хăрушлăх пысăк пулсан кăвайт чĕртме юрамасть, утнă чухне пирус туртмалла мар, çунакан шăрпăка пемелле мар;

- вăрманта каннă хыççăн вырăна тирпейлĕ хăвармалла, кĕленчесене, консерв савăчĕсене, хутсене тата ытти кирлĕ мар япаласене хăвăн хыççăн пăрахса хăвармалла мар. Юлнă кантăк кĕленче витĕр хĕвел хытă хĕртсе пăхма тытăнсан çулăм тухма пултарать.

Вăрманта пушар тухнине курсан ăна сỳнтерме тăрăшмалла. Пушара сỳнтерме пулмасть пулсан, вăрман хуçалăх специалисчĕсене е милицие пĕлтерме тăрăшмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика