Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ҫӗре юратнӑ вӑл, хисепленӗ

19 декабря 2023 г.

Ҫӗре юратнӑ вӑл, хисепленӗ

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, «Красный Октябрь» колхозра нумай ҫул тӗп агрономра ӗҫленӗ Николай Алексеевич Козлов ҫуралнӑранпа кӑҫалхи декабрӗн 15-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитрӗ.

Николай Алексеевич халӗ пирӗн хушӑра ҫук, анчах та унӑн ырӑ  ӗҫӗсене манмалла мар. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче «Красный Октябрь» колхоз районта ҫеҫ мар, республикӑра та кӗрлесе тӑнӑ тесен те йӑнӑш пулас ҫук. Ял хуҫалӑхӗнче ҫӗр ӗҫ отраслӗпе выльӑх-чӗрлӗх производстви тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӗсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлесен ҫеҫ колхоз ҫитӗнӳсем тӑваять. «Красный Октябрь» колхоз 1965—1985 ҫулсенче ҫулсеренех уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илнӗ. Ҫакӑнта вара Н.А.Козловӑн  тӳпи пысӑк вырӑн йышӑнать.

Николайӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑл килмен. Икӗ ҫула ҫитсен амӑшӗсӗр, 14 ҫул тултарсан ашшӗсӗр тӑрса юлать вӑл. Ӑна  Кулине аппӑшӗ  пӑхса ҫитӗнтерет.  Ял Совет председателӗнче ӗҫлекенскер, килти хуҫалӑха та ҫирӗп тытса пыракан хӗрарӑм арҫын ача  пурнӑҫ ҫынни пулса ӳстӗр тесе нумай тӑрӑшать. Микуль хӑй те тӑрӑшуллӑ пулнӑ. Нуша-тертне пӗчӗкренех аван тутанса курнӑскер мал ӗмӗтлӗ пулнӑ, вӗренӳ енне туртӑннӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи пуҫламӑш шкулта 7 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн, вӑтам пӗлӳ илес тӗллевпе Патӑрьелне ҫул тытнӑ. Канмалли кунсенче ҫуранах яла таврӑнса килти хуҫалӑхра пулӑшма тӑрӑшнӑ. Вӗренес туртӑмӗ пысӑк пулсан та, Н.Козловӑн пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене пула вӑтам шкула пӑрахма   тивнӗ.

17-е пуснӑ каччӑ 1940 ҫулта вербовкӑпа Мускава ӗҫлеме тухса каять. Кунта вӑл стройкӑсенче тӑрӑшать. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра та тӗп хуларах пулать. Ҫул ҫитменнипе ӑна салтака илмен. Николай вара кӑнтӑрла хула ҫыннисемпе пӗрле окоп чавать, каҫхине ҫуртсен тӑррисенче хуралта тӑрать. Каччӑ хулара ҫеҫ мар, ялта та йывӑр пулнине ӑнланать, тӑван тӑрӑха таврӑнма шутлать. Арҫын шутне ҫеҫ кӗрсе пыракан ҫамрӑк колхозра мӑн ҫынсемпе тан ӗҫлет. Лашасем ҫитменнипе вӑкӑрсене кӳлме вӗрентеҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра пурте фронтшӑн   ӗҫленӗ.

1942 ҫулта Николай Козловӑн та салтака кайма черет ҫитет. Вӑл  Сталинград патӗнчи йывӑр ҫапӑҫусене хутшӑнать. Суровикино станцийӗ  патӗнче ӑна амантаҫҫӗ. Пӗр ялта амӑшӗпе хӗрӗ ун суранӗсене сиплесе ура ҫине тӑма пулӑшаҫҫӗ.

Николай Алексеевич вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Украинӑри Ровно, Луцк, Львов хулисемшӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫусенче пулать. Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн II степеньне, нумай медале тивӗҫ пулать. Ҫӗнтерӳ пулнӑ хыҫҫӑн та службӑра тӑрать.

Тӑван яла вӑл 1947 ҫулта анчах ҫаврӑнса ҫитет. Ӗнерхи фронтовик ҫанӑ тавӑрсах колхозри ӗҫсене хутшӑнать. Кӗҫех вӑл  ялти пултаруллӑ дояркӑпа Пӑлакипе пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрать.

Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать.  Пултаруллӑ ҫамрӑка колхоз правленийӗ ӗне тата сысна фермисене ертсе пыма шанать.  Пысӑк хавхаланупа ӗҫлет вӑл кунта. Коллективпа пӗр чӗлхе тупса выльӑхсен продуктивлӑхне ӳстерес тесе нумай тӑрӑшать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче аванах юхӑннӑ фермӑсене ура ҫине тӑратать.   Кунта пилӗк ҫул вӑй хурса вӑл сӗт, аш-какай туса илессин кӑтартӑвӗсене палӑрмаллах лайӑхлатать. Хастар ӗҫшӗн ӑна «Хисеп палли» орденпа наградӑлаҫҫӗ, колхоза вара ГАЗ-51 автомашина параҫҫӗ.

1953—1955 ҫулсенче Николай Алексеевич колхоз председателӗн заместителӗнче, 1955—1959 ҫулсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совет председателӗнче тӑрӑшать. Анчах та ертсе пырас ӗҫре пӗлӳ сахалрах пулнине, малалла вӗренмеллине ӑнланать. Ҫавӑнпа та республикӑри партипе совет работникӗсен шкулӗнче виҫӗ ҫул вӗренет. Ун хыҫҫӑн Н.Козлова  хамӑр районти Ленин ячӗллӗ колхоза  агроном пулса ӗҫлеме яраҫҫӗ. Кунта вӑл вӑрлӑхсене ҫӗнетес, пусӑ ҫаврӑнӑшӗ йӗркелес, ҫӗр ӗҫ культурине лайӑхлатас енӗпе чылай вӑй хурать. Асӑннӑ хуҫалӑхӑн уй-хир культурисен кӑтартӑвӗсем ӳсеҫҫӗ.

1965 ҫулта Николай Алексеевича «Красный Октябрь» колхоз правленийӗ тӑван тӑрӑхра ӗҫлеме сӗнет. Ҫак вӑхӑтран Н.Козловӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ тӑван хуҫалӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫӗртен илнипе ҫеҫ мар, ӑна памалла та. Ҫак шухӑша палӑртса вӑл хирсенче минераллӑ удобренисемпе пӗрлех органикӑлла удобренисем ытларах кӑлармаллине, тырпул туса илнӗ чухне лайӑх ҫӗрнӗ тислӗкпе ҫеҫ усӑ курма тӑрӑшмалли пирки хуҫалӑх ертӳҫипе час-часах сӳтсе явнӑ. Агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлани те пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑннӑ. Ҫапах та пысӑк тухӑҫ илес тесен вӑрлӑхсен пахалӑхӗ чи кирли тесе шутланӑ. Халӑхра та ахальтен мар «мӗн акатӑн — ҫав шӑтать», теҫҫӗ. Николай Алексеевич вӑй хунӑ ҫулсенче вӑрлӑхсемпе тӗплӗ ӗҫленӗ. Пирӗн тӑрӑхра тухӑҫ параканнисене сӑнаса пӑхса усӑ курма тӑрӑшнӑ. Ҫӗр ӗҫ культурине тӗрӗс тытса пыни колхоза пысӑк тухӑҫ илме май панӑ та. Вӑйлӑ тухӑҫшӑн колхоз тивӗҫнӗ Хӗрлӗ ялавсемпе куҫса ҫӳрекен призсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ҫулсеренех  кашни гектартан 25—30 центнер таран  пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 150—200 центнертан кая мар ҫӗрулми, 200—250 центнер таран пахчаҫимӗҫ туса илнӗ. Пысӑк тухӑҫшӑн колхоза пӗрре мар трактор е автомашина парса чысланӑ.

— Аттене ҫу кунӗсенче ирхине те, кӑнтӑрла та курма ҫукчӗ. Ҫураки е вырма вӑхӑчӗсенче вӑл хиртен кӗме те пӗлмен. Ирсерен уйсене тухса ҫаврӑнатчӗ, — аса илеҫҫӗ ачисем. Ҫакӑ Николай Алексеевич чӑннипех те хӑй ӗҫне юратнине, мӗн акни-лартнишӗн чунтан пӑшӑрханнине туллин ҫирӗплетет.

Н.Козлов пӗр тапхӑр колхозри парти организацине те ертсе пынӑ.

Хуҫалӑхри обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе, тараватлӑхӗпе ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Колхозра яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшсан та, ҫемьере те вӑл юратнӑ ҫын пулнӑ. Мӑшӑрӗпе, Пелагея Серафимовнӑпа, вӗсем виҫӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. (Сӑмах май каласан, халӗ унӑн 7 ачи те пурӑнаҫҫӗ, 18 мӑнукӗпе 28 мӑнмӑнукӗ аслашшӗ-куккашӗн ӗҫӗпе чунтан мухтанма пултараҫҫӗ). Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине  кӑларнӑ. Хӑйӗн тӗпренчӗкӗсене тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма, пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме вӗрентнӗ. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан йӗлтӗр  сырса тухса уҫӑ сывлӑшра  ҫӳренӗ. Хӑйӗн пӗлӗвне, тавракурӑмне ӳстерсе пыма тӑрӑшнӑ.

Хурт-хӑмӑрпа та интересленнӗ вӑл. Пыл хурчӗсене пӑхнӑ чухне чун-чӗререн каннӑ. Вӗсен ӗҫченлӗхне тӗслӗх вырӑнне хурса хакланӑ. Хӑй те, вӗлле хурчӗсем пек, яланах ура ҫинче, шыравра пулнӑ.

Николай Алексеевича ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, хастар пулнӑшӑн 1973 ҫулта Ленин орденӗпе наградӑланӑ. Правительствӑн ҫак пысӑк наградине   илме тивӗҫ пулнисем нумайӑнах мар. Вӗсем чӑннипех те чыс-хисепе тивӗҫлӗ. 1974 ҫулта Н.Козлова «ЧАССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Николай Алексеевичӑн кӗске биографийӗ хут листин пӗр енне те вырнаҫать пулсан, унӑн пур ырӑ ӗҫне те ҫырса та, каласа та пӗтереймӗн. Чи пӗлтерӗшли — вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех халӑхшӑн, тӑван колхозшӑн тӑрӑшни. Ҫавӑнпа та ун ятне манса каймалла мар. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн пуласлӑхшӑн ӗҫленӗ, кӗрешнӗ, вӑрҫӑ хирӗнче юн тӑкнӑ.

Виталий Хораськин,

Юрий Гаврилов.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика