Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупци - усал çум курăк пекех, ăна тĕппипе кăкламалла

21 апреля 2023 г.

Коррупци - усал çум курăк пекех, ăна тĕппипе кăкламалла

   ПИРĔН ватă асаттесем «коррупци» сăмаха илтмен те, унăн пĕлтерĕшне те ăнланман, анчах та асаттесен вăхăтĕнче те çак киревсĕр йăла пулман тееймĕн. Взятка паракансем те, илекенсем те пулнă. Калăпăр, вăрмантан йывăç кăларма лесника укçа «чышни» вăрттăнлăх мар. Пĕр-пĕр кирлĕ хутшăн тỹре-шарана укçапа «хавхалантарни» пулман-и тата? Ĕç вырăнĕпе усă курса, пуçлăх çывăх çыннисене хваттерлĕ туни те суя сăмах мар. Патшалăх наградисене пама вăл е ку кандидата суйласа илнĕ чухне те саккуна пăснă тĕслĕхсем пулкаланă.

Атте калатчĕ: Çĕрпỹ-Ульяновск аслă çула тунă чух яла пырсах вак чул - йỹнерех хакпа - сутса хăварнă. Хăшĕ-пĕри икĕ-виçĕ автомашина та туянса юлнă. Ялĕ-ялĕпе вак чул сăрчĕсем ỹсе-ỹсе ларнă. Мĕнле списать туса пĕтернĕ-ши çак чула çул саракансем? Асфальтне те сутнă, вĕсене пулах нумайăшĕ картишне сарма та пултарнă.

«Асфальта ăна хулăнрах та, çỹхерех те сарма пулать», - тетчĕ пĕр мастер хăйĕн чеелĕхĕшĕн шутсăр савăнса. Хут пек çỹхе асфальт нумая пырĕ-и ĕнтĕ? Технологие çирĕп пăхăнса ĕçлеменнипех пирĕн çулсем ытла та хăвăрт арканнине пурте пĕлетпĕр.

Чи хăрушши: коррупци çум курăк пек аялалла çеç тымар ямасть, çỹлелле те явкаланать. Çапла самаях пысăк пуçлăхсем те коррупципе çылăха кĕреççĕ.

«Çынна Турă тунă, çын укçа тунă, укçа вара çынна ухмаха кăларнă», - çак сăмахсене вуланăччĕ эпĕ пĕр паллă писатель çырнинче. Укçашăн мĕн чухлĕ преступлени туман-ши? Коррупци çак ретре чăн малта тăрать. Взятка парасси тата илесси пурнăç норми пулса ан тăтăр тесен, коррупцин кашни палăрăмĕпе вирлĕн кĕрешмелле.

Муниципалитет округĕнчи пĕр шкулта аслă класравĕренекенсем «Мĕн вăл коррупци?» темăпа сочинени çырнă. Ачасем, взятка пирки асăннипе пĕрлех, патшалăх учрежденийĕсен хăш-пĕр сотрудникĕсем ĕç вырăнĕпе хăйсен тупăшĕшĕн усă курнине те татăклăн сивленĕ. «Хула больницинче сипленес тесен, нумай укçа кирлĕ, - çырнă пĕр хĕр ача. - Ăçтан тупмалла-ха укçа ял çыннин? Ирĕксĕрех больница тĕлне манма тивет, хăйĕн чирне сиплеймесĕрех çын вăхăтсăр çĕре кĕрет».

Питĕ шел, çамрăксем пирĕн пурнăçри çитменлĕхсене, тĕрĕсмарлăха пĕлсен те коррупцисĕр пурăнмалли çул-йĕре чухласах каймаççĕ. Çав çул вара паллă: взятка памалла мар тата илмелле мар, енчен те сире преступлени тума хистеççĕ пулсан, çийĕнчех право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтермелле.

Урăхла çул çук. Коррупци палăрăмĕсем пирĕн обществăшăн çав тери сиенлĕ, çавăнпа та усал çум курăка тĕпренех кăклама тăрăшмалла.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика