Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Федор Моисеева манмаççĕ

28 ноября 2022 г.

Патăрьелĕнчи агротехникум спортзалĕнче нумай хутчен республика чемпионĕтата рекордсменĕятсене тивĕçнĕ Федор Моисеева хисеп туса кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту иртрĕ. Федор Петрович Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăста спортсмен пек çеç мар, пултаруллă ертỹçĕ пулнипе те халăхра асра юлнă. XXIX хут йĕркеленĕ турнира хутшăнакансене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Валерий Антонов, тĕнче чемпионки, олимп вăййисен участникĕ Алина Иванова, Чăваш Республикинчи кире пуканĕ йăтакансен федерацин председателĕ Юрий Карпов, Шупашкарти "Юрат" суту-илỹ çурчĕн тĕп директорĕ Александр Андреев, Федор Петровичăн аслă ывăлĕ Юрий саламларĕç.

Помост çине хамăр республикăри тата Ульяновскпа Самар облаçĕнчи 14 командăри 80 ытла атлет тухрĕ. Палăртма кăмăллă: ăмăртăва ултă тĕнче чемпионĕ хутшăнчĕ. Хăйсен виçисенче турнир çĕнтерỹçи ятне Эдуард Буинцев (Тăвай районĕ), Михаил Симонов (Ульяновск облаçĕ), Борис Глинкин (Патăрьел районĕ), Максим Харитонов (Шупашкар), Олег Щербин (Самар хули) Владимир Трофимов (Самар хули), Алексей Иванов (Шупашкар), Алексей Павлов (Елчĕк районĕ, Шупашкар), Владимир Каримов (Патăрьел районĕ, Сăкăт ялĕ), Иван Рогов (Улатăр районĕ), Илья Скворцов (Куславкка районĕ), Александр Герасимов (Шупашкар), Денис Быков (Ульяновск облаçĕ), Ильвир Тепилов (Шăмăршă районĕ), София Соловьева (Елчĕк районĕ), Дарья Петрова (Елчĕк районĕ), Алевтина Евграфова (Канаш районĕ), Анастасия Немцова (Куславкка районĕ, Шупашкар) тивĕçрĕ. Мала тухнă спортсменсене дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех кире пуканĕ йăтнă кашни спорстменах ăмăртуран пушă алăпа каймарĕ, вĕсене футболка тата календарь парнелерĕç.

А. ИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика