Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОН ПУРНĂÇĔ

25 ноября 2022 г.

Сумлă ята тивĕçнĕ

«Санкт-Петербург тата Ленинград облаçĕн пики» конкурсра чăваш хĕрĕ Виктория Смирнова çĕнтернĕ.

Илем конкурсĕн финалне 50-а яхăн пике тухнă. Вĕсене паллă юрăç Татьяна Буланова, Михайловка театрĕн солисчĕ Мария Литке, Алексей Сычев дизайнер, «Тĕнче королеви — 2014» ята тивĕçнĕ Юлия Ионина хакланă. Виктория Смирнова «Ленинград облаçĕн пики» титула çĕнсе илнĕшĕн Тип Тимешсем уйрăмах мăнаçланаççĕ. Виктория — Шупашкарти «ВИАЛ» реклама агентствин директорĕн Виктор Анатольевич Смирновăн аслă хĕрĕ.

Курнавăшра — IT класс

РФ Патшалăх Думинче çĕршыври кашни шкултах ачасене программировани чĕлхине вĕрентесси пирки сăмах пуçарнăччĕ.

Çĕнĕлĕхе пирĕн республика та ырласа йышăнчĕ. Чăваш Енре ятарлă информаципе технологисен 11 класне уçма палăртнă. Вĕсен йышне пирĕн районти Курнавăшри вăтам шкул та кĕнĕ.

Калас пулать, Курнавăш шкулĕ «Пĕтĕм Раççейри Хисеп Кĕнеки» федераци реестрне те кĕме пултарнă.

Олимпиадăсем пыраççĕ

Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципалитет тапхăрĕ пырать.

Унта шкул тапхăрĕнче çĕнтернĕ 7-11 классенче вĕренекенсем 19 предметпа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Тупăшу экономикăпа пуçланнă, декабрĕн 15-мĕшĕнче технологипе вĕçленет. Регионти тапхăрĕ — январĕн 10-мĕшĕнчен старт илĕ.

Цветковсем юмах выляççĕ

Курнавăшри библиотека Чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн Ыр кăмăллăх фончĕ тата Чăваш патшалăх пуканесен театрĕ «Расскажи мне, кукла, сказку» проекта активлă хутшăнчĕ.

Ăна пурнăçа кĕртсе ялти Цветковсен пултаруллă çемйи «Маша и медведь» вырăс юмахне выляса кăтартрĕ. Юрийпе Елена Цветковсем ĕçлеме те ỹркенмеççĕ, ачисемпе пĕрле канма та вăхăт тупаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика