Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тăлăхсемпе нумай ачаллă çемьесене - хваттер

24 ноября 2022 г.

Районта ашшĕ-амăшĕ- сĕр тăрса юлнă 14 тăлăх хальхи вăхăтра çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать. Кăçал 6 ачана кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕн ăçта пурăнмалли пур халь. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче шăпах иккĕн, Патăрьелĕнчи Мария Козловăпа Пăлапуç Пашьелĕнчи Николай Гурьев, хваттер çăра уççисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕн Равиль Ямалетдиновăн аллинчен илчĕç. Равиль Фарахутдинович вĕсене çак савăнăçлă пулăмпа саламланă май çемье çавăрса, килĕштерсе пурăнма, ача-пăча çуратса ỹстерме сунчĕ.

 Çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр тăлăха та хваттер пама палăртнă. Сăмах май, "Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, тăлăх ачасене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен" РФ саккунĕпе тата "Çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки" ЧР саккунĕпе килĕшỹллĕн тăлăхсене çурт-йĕр туянса пама 7 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

 Сăкăтри Алексейпе Оксана Сулагаевсемшĕн тата Каншелĕнчи Юрийпе Надежда Шмаковсемшĕн те çак кун чылайăлăха асра юласса шанас килет. Икĕ çемье те нумай ачаллисен шутне кĕрет: 7-шер ача ỹстереççĕ. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕ кăларнă "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесен социаллă пурнăç шайне ỹстересси пирки" саккунĕпе килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма май паракан сертификата тивĕçрĕç.

Сулагаевсем йышлă выльăх тытаççĕ, аслă ачисем килтен тухса кайса Шупашкарти аслă шкулсенче пĕлỹ пухаççĕ, кĕçĕннисем вара Сăкăтри вăтам шкула тата ача садне çỹреççĕ. Вĕсем ялтах çурт тума палăртаççĕ, Л. Манзуркина индивиудаллă предпринимательпе килĕшỹ çырнă та ĕнтĕ.

Шмаковсем патшалăх паракан пулăшупа хваттер туянма палăртаççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай ачаллă 21 çемье çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать, 2023 çулта тата виççĕшĕ çăмăллăха тивĕçеççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика