11 ноября 2022 г.
Каникулăн пěрремěш кунěнче Шăхасан шкулěнче вěренекенсем Ҫěнě Шелттем ялěнчи «Мелилотус» кооперативра кăсăклă та интереслě пěлӳ экскурсийěнче пулнă.
Унта 5-мěш класра вěренекен ачасене тараватлăн кěтсе илнě. Экскурси вăхăтěнче вěсене пыл, чей, квас, тата лимонад мěнле тунине кашни цеха илсе кěрсе кăтартса, тěплěн каласа панă.
Ҫул ҫӳрев ачасене питě килěшнě.
Первоисточник: Канаш ен.